06 июня 2008 г.
Ырă йăла-йĕрке пур васнарсен. Ял-йышпа тата хаклă хăнасемпе пĕрле пухăнса ял уявне ирттересси манăçмасть вĕсен. Кăçал та — майăн 31-мĕшĕнче, шăмат кун, ятарласа хатĕрленĕ вырăна — Мăн Шетмĕ юхан шывĕ хĕрринчи лапама пухăнчĕç. Уява, кĕске сăмах каласа, Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Константинович Шестаков уçрĕ, пухăннисене, хăнасене Васнар кунĕ ячĕпе ăш пиллĕн саламларĕ. Ялăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тата историйĕпе Николай Григорьев ветеран паллаштарчĕ.
Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Шестаков Васнарпа хăйсен кун-çулне çыхăнтарнă хисеплĕ ватăсене — Воля Илларионовна Григорьевапа Антонина Ивановна Васильевана “Васнар ялĕн хисеплĕ çыннисем” ят панипе хăю çыхса ячĕ, вăрăм кун-çул, ырлăх-сывлăх сунчĕ.
Район центрĕнчи ача-пăча библиотекин заведующийĕ Любовь Волкова, сăмах май вăл — Васнар кинĕ, Карай ялĕнчен качча тухнă, пухăннисене Красноармейскинчи ясли-сада çÿрекен ачасен пĕр ушкăнĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ.
Уявра Шупашкарта пурăнакан васнарсен ячĕпе Алексей Николаев ветеран ăшшăн-ăшшăн саламларĕ, пурне те ырлăх-сывлăх, кил ăшши сунчĕ. Васнар кунне Фаина Васнар юрăç та хутшăнчĕ.
Райпо канашĕн председателĕ Альбина Дмитриева сутуçă-ветерансене парнесем пачĕ. Уявра “Аки-сухи” юрă шăранчĕ. Районти халăх пултарулăх çурчĕ çумĕнчи ветерансен хорĕ (илемлĕх ертÿçи ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Алексеев), çавăн пекех газ уçлакан станцире вăй хуракан Вова Григорьев васнарсене юрă хыççăн юрă парнелерĕç.
Епле-ха уяв вăл тутлă апат-çимĕçсĕр? Пурте шÿрпе çирĕç, çамрăксем футболла выляса тупăшрĕç.
Каçченех тăсăлчĕ Васнар ялĕн уявĕ. Ăна чăннипех те лайăх йĕркеленине тÿпере вуншар тĕспе ялкăшакан фейерверк çутисем те тепĕр хут çирĕплетрĕç.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)