Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк пушарнăйсем — конкурсра

25 апреля 2008 г.

Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкулта вĕре-нÿ учрежденийĕсенчи çамрăк пушарнăйсен командисем хушшинче “Эпĕ тата пушар хăруш-сăрлăхĕ” конкурсăн районти 4-мĕш тап-хăрĕ пулчĕ. Вун пĕр шкулти 6-мĕш классенче вĕренекенсем унта пушар хăрушсăрлăхĕн темипе хатĕрленĕ агитюмахсем кăтартрĕç. Пурте вырăс халăх юмахĕсене çĕнĕлле курнипе, декораципе костюмсем çине тимлĕх уйăрнипе, илемлĕ кĕвĕсемпе усă курнипе тыткăнларĕç. Хĕрÿ тупăшура пĕрремĕш вырăна — Красноармейскинчи 2-мĕш, иккĕмĕшне — Кĕçĕн Шетмĕ, виççĕмĕшне Мăн Шетмĕ вăтам шкулĕсен командисем тивĕçрĕç. Çĕнтерÿçĕсене грамотăсемпе тата парнесемпе чысларĕç.

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика