Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн яла пырса кĕрсен

06 февраля 2008 г.

 

Çĕр çын – çĕр шухăш

Красноармейски ял тăрăхĕ районта пысăккисенчен пĕри. Апла лавĕ те сулмаклă. Çавăнпах-и Владимир Констан­тинович Шестаков ларса тăма та ерçеймест.

Ир-ирех çулах тухрăм пулин те ял тăрăхĕн пуçлăхне çийĕнчех тĕл пулаймарăм. Кăнтăр тĕлне тин çаврăнса çитрĕ вăл кантура.

-  Çул-йĕре ниепле юртан тасатса пĕтерейместпĕр, - пуçларĕ сăмахне В. Шестаков. - Ĕнер кăна подрядчикăн - вырăнти МСО тракторĕ чип-чиперех ĕçлетчĕ, халĕ ванчăк, уйрах ларать. Кап­ла ялсене хăçан Хĕл мучи тыткăнĕнчен хăтарăпăр?

Красноармейски ял тăрăхне 14 ял кĕрет. Район центрĕнчен аякра вырнаçнă хăш-пĕр ялсем пуçлăхшăн чăннипех пуç ватмăш. Çил-тăманлă çанталăкра акă Крентейкассине икĕ-виçĕ кун техника кĕреймен, лавккана апат-çимĕç те кÿрсе килеймен/ Çынсем утрав çинче пурăнаççĕ тейен. Унччен çулсене хуçалăхсем тасат­са, пăхса тăнă. Халĕ вĕсем арканнă, ыйтăва ял тăрăхĕн татса пама тивет.

-  Янкас енчине пĕр пайтаçă тасатса тăрать-ха, анчах урапаллă çăмăл трактор хытса пирчеленсе ларнă юра илеймест. Урамсен хушшине тĕкеймесен те ялсем патне çул уçасчĕ, - пăшарханать пуçлăх.

Ку тăрăхра асфальт çулсем çитеймен ялсем çиччĕ. Пĕлтĕр вак чул сарнă-ха, анчах çынсене тивĕçтермест вăл, пуçлăхсенчен çатма пек такăр çул кĕтеççĕ. Апла çак ыйтăва татса памах тивет.

-   Çынсен  сĕнĕвне   шута   илсе ĕçлетпĕр, - теççĕ ял тăрăхĕнче вăй хуракансем. Çĕp çыннăн çĕр шухăш тенĕ. Пурне  те  юраса  пĕтереймĕн.  Çanax пĕлтерĕшлĕ, çивĕч ыйтусене çийĕнчех татса пама тăршаççĕ. Салари çапкаланчăк йытăсем, тирпей-илем, йывăр çемьесем... - пуриншĕн те яваплă ял тăрăхĕ.                

- Крентейкассинчен çăхав çитрĕ. Пĕр çемьере ачасем вĕçĕм йĕреççĕ-мĕн, тĕрĕслеме ыйтаççĕ, - сăмахлать Влади­мир Константинович. - Яваплă çынсемпе çийĕнчех çула тухрăмăр. Сас-хура тĕрĕсех. Аякран куçса килнĕ çемьере виçĕ ача. Кил хуçисем ниепле те ĕçе вырнаçаймаççĕ. Хĕсĕк пурнăç вара вăрçтарать. Ăнлантарнă, калаçнă хыççăн йĕркене кĕчĕç.

Шел, Красноармейски ял тăрăхĕнче татах 29 йывăр çемье учетра. Эрех-сăрапа туслашни вĕсен пурнăçне татах йывăрлатать. Ĕçкĕçсен кăмăлне юрас тесе-и, вăрттăн пайтаçăсем лавккисенче çĕрĕн-кунĕн сăмакун, техника спирчĕ сутаççĕ. Вĕсене алăран тытма, явап тыттарма та йывăр. Çынсем те сутма хăраççĕ вĕсене. Участок милиционерĕн вара кĕрсе ухтарма ирĕк çук. Пĕлтĕр çапах та иккĕшне капкăна çаклатма май килнĕ. Кашнине 2500 тенкĕ штраф шаплаттарна. Ыттисемшĕн урок пулĕ-ши?

 

Çăл куç шывĕ - сиплĕ шыв

Шыв пăрăхĕсем ку тăрăхри кашни ялах çитнĕ темелле. Йуçкассинче кăна вăл ни­епле те хута каяймасть-ха. Колонкăсем те йĕркеллех ĕçлеççĕ. Мĕншĕн тесен шыв башнине, колонкăсене пăхса тăма кашни ялтах ятарлă çынна çирĕплетнĕ. Ăна укçа та тÿлеççĕ. Нумаях мар ĕнтĕ, анчах тулевсĕр камăн ĕçлес килтĕр?

- Эпир çăлсене те пăрахăçа кăлармастпăр, пăхса, юсасах тăратпăр, - тет В. Шестаков. - Ял старостисене те çирĕп асăрхаттарнă: «Çăл шывĕпе усă курмасан та куллен пĕр витре те пулин ăсса тăкмаллах». Колонка вăл паян ĕçлет те, ыран темле-ха. Насус çунса кайсассăн ăçтан шыв йăтасшăн? Акă пĕлтĕр Крентейкассинче шывшăн яваплă çын пире асăрхаттармасăрах Мускава тухса кайнă. Шыв тулса кайнипе башньăран юхнă та юхнă, пăхакан, чаракан пулман. Йатăнса анчĕ вĕт шыв башни. Ăна çĕнĕрен йĕркене кĕртме мĕн чухлĕ укçа тăкма тиврĕ. Тата хăвăрт пулакан ĕç мар вăл. Юрать çăлсем чиперех те çынсем йывăрлăха кĕрсе ÿкмерĕç. Халĕ япăхнă пусăсене тимĕр-бетон ункăсем туянсах юсатпăр. Кăçал акă Çĕньял Упире çĕнетесшĕн-ха. Васнарта вара çурма эти­лен пăрăхсем хутăмăр.

 

Хăшĕн çĕрĕ лайăхрах?

Красноармейски ял тарăхĕн фондĕнче 1445 гектар çĕр. Ку енчи «Красноармейски», «Звезда» хуçалăхсем арканнипе усă курман лаптăксем те пур-ха. Çĕp ыйтăвĕ кăткăс та çивĕч ыйту. Пĕлтĕр шта­та çĕр ĕçĕн специалистне илнĕ. Вырăнти çĕре кадастр учётне илессине вĕçленĕ ĕнтĕ, анчах регистраци палати витĕр тухайман-ха. Чăрмавĕсем тупăнсах тăраççĕ çав. Кашни çыннăн çĕр пайне кăтартса документсем хатĕрлесе пĕтереççĕ кăна, сас-хура хыççăн кайса патшалăх акчĕсене каялла илекенсем те тупăнаççĕ. Каллех çĕнĕрен виçмелле, хатĕрлемелле. Регистраци па­лати витĕр тухсан вара çынсен пай çĕрĕсене сутма та ирĕк пур. Пай çĕрĕсемпе кашниех хуçаланма пултарать. Янкас енчи темиçе çын акă пай çĕрĕсене Николаев пайтаçа шанса панă. Вăл техника та туяннă ĕнтĕ. Хуçалăхне аталантарсах пырать. Хальхи вăхăтра ял çыннисене çĕр хакĕ палăрмаллах хакланса кайни пăшăрхантарать. Район центрĕнче пурăнакансен кĕсйине самаях çÿхетсе хăваратъ вăл. Ара, малашне вĕсен пĕр тăваткал метр лаптăкшăн çулталăкне 320 тенкĕ тÿлеме тивĕ. Ялсенче 32 тенкĕ.

- Красноармейскипе Васнар çĕрĕсем хушшинче мĕнле уйрăмлăх пур-ши? -тĕлĕнеççĕ салара пурăнакансем. - Вĕсем юнашарах вырнаçнă пулин те, пирĕн вунă хут хаклăрах тÿлемелле. Капла çĕр тăрантарма мар, çука хăварĕ.

Ял депутачĕсен пухăвне те çĕнĕ хаксем тивĕçтермен, ăна кăштах та пулин чакарас, 0,1 коэффициент çине куçарас тесе çÿлте ларакансем патне çырупа тухнă. Хуравĕ килмен-ха.

 

Ял малашлăхĕ - çамрăксенче

Яш-кĕрĕм яллă вырăнта тымар яни савăнтарать. Çурт-йĕр çавăракансене хапăл тусах пулăшма тăрăшаççĕ. «Çамрăк çемьесен» шутне 35 çула çитменнисене те кĕртнипе субсиди илес текенсен йышĕ татах ÿснĕ.

- Кĕçех ял депутачĕсен пухавĕ пулмалла. 11 çамрăк кил-йыш докуменчĕсене пăхса тухасшăн. Пĕлтĕр вара ку программăпа икĕ çемье усă курначчĕ, - терĕ В. Шестаков.

- Çурт-йĕр черетĕнче тăракансем нумаййăн-и?

- Пур, 263 çын. Унччен вĕсем район администрацийĕнче шутланнă. 2006 çулта вара пирĕн çине куçарчĕç. Ял тăрăхĕн çурт-йĕр фончĕ çук. Ку ыйтăва район ад-министрацийĕпе татса паратпăр. Ялсен­че хушма хуçалăха аталантарма пĕлтĕр 149 çемье 20224 пин тенкĕлĕх çăмăллăх кредичĕ илнĕ. Хăшĕ-пĕри унпа иккĕмĕш хут усă курать ĕнтĕ. В. Ефимов кредит пулăшнипех сыснасен йышне 35 пуçа çитернĕ. Шел, çăмăллăх кредичĕ те ял тăрăхĕнче выльăх хисепне ÿстереймен. Çынсем укçапа ытларах техни­ка туянаççĕ.

-  Эпĕ хам та çăмăллăх кредичĕпе мотоблок илтĕм, сарай çĕнетрĕм, - пĕлтерчĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.

 

Чун-чĕрепе, ырă кăмăлпа

- Çитес вăхăтрах ял депутачĕсен пухăвĕнче, унтан ялсенче Ырă ĕçсен çулталăкĕн мероприятийĕсен планне сÿтсе явасшăн. Çак плана пурнăçа кĕртме пурте хастар хутшăнасса шанатăп. Йăлтах хамăршăн-çке. Сăмахран, ялсене нимелле тирпей-илем кÿме, урамсене вак чул сарма, çăл чавма пултаратпăр, - тет Владимир Константинович.

Красноармейски ял тăрăхĕнче вăй хуракансем вара пĕр ĕç кунĕн шалăвне районти ыр кăмăллăх фондне куçарасшăн. Çĕнĕ çул уявне йĕркелеме пулăшнăшăн халăх Л.Артемьев спон­сора чĕререн тав тăвать. Ку тăрăхри кашни ялах пиншер тенкĕ панă вăл. Кĕçех предприяти-организаци хуш­шинче спартакиада пуçланмалла. Красноармейски ял тăрăхĕ те хаваспах хутшăнĕ унта. Ял старостисем, депутатсем килĕштерсе ĕçленипе лав та çăмăлрах шăвать иккен. Уйрăмах палăрнисене - Александр Федоров депутатпа Иван Козлов старостăна рай­он шайĕнчех хавхалантарма йышăннă. Ял халăхĕн пурнăçне илемлĕрех те пуянрах тăвассишĕн вăй-халне шеллемеççĕ вĕсем.

 

Источник: "Хресчен сасси"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика