Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Г. Я. Григорьев призĕсемшĕн

22 января 2008 г.

Кăшарни кунĕнче Красноармейски вăрманĕнче йĕлтĕрпе чупса Г. Я. Григорьев призĕсене çĕнсе илессишĕн ăмăрту пулчĕ. Кам-ха вăл Г. Я. Григорьев? Геннадий Яковлевич виçĕ хут — биатлон, йĕлтĕрпе чупас тата офицерсен нумай енлĕ кĕрешĕвĕ енĕпе — СССР спорт мастерĕ, биатлон енĕпе 1976 çулта командăпа 4х7, 5 км дистанцире СССР чемпионĕ ята çĕн-се илнĕ, СССРпа Раççейĕн темиçе хут призерĕ пулнă тата ытти те.

Анатри Кушартан тухнă паллă спортсмен Трак енри çамрăк ăрăва физкультурăпа спорта явăçтарса ăста спортсменсем пулма пулăшас тĕллевпех йĕлтĕрпе чупса хăйĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн ăмăрту ирттерме йышăннă. Кăçалхи хисепĕпе 5-мĕш пулчĕ, унта 1997—1989 çулсенче кун çути курнă 82 йĕлтĕрçĕ вăй виçрĕ.

Ăмăрту умĕнхи парадра, йăлана кĕнĕ йĕркепе, çамрăк йĕлтĕрçĕсене Геннадий Яковлевич ку хутĕнче хăй килейменнипе унăн шăллĕ, вăл та спорт мастерĕ, Упи ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владислав Яковлевич Григорьев, район администрацийĕн физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен сектор заведующийĕ А. Н. Лебедев саламларĕç, ăнăçлă старт сунчĕç.

Малтанах 1995 çулта тата ун хыççăн çуралнă хĕрачасем 2 километра чупма старта тухрĕç. Асăннă дистанцие 8 минут та 59 çеккунтра вĕçлесе, Трак гимназийĕнчи Кристина Львова çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕ. К. Федоровапа О.Прохорова (иккĕшĕ те Карай) — иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

Ку ушкăнри арçын ачасенчен 3 километрлă дистанцире Евгений Ивановпа (гимнази) Рев Александров (Мăн Шетмĕ), Е.Семенов (райцентрти иккĕмĕш шкул) палăрчĕç.

14—15 çулсенчи хĕрачасенчен çак дистанцире Кристина Григорьевапа (Мăн Шетмĕ) Е. Ришкайте (Карай) тата А. Васильева (Мăн Шетмĕ) призерсен йышне кĕчĕç.

Арçын ачасен 5 километрлă дистанцийĕнче яланхиллех райцентрти иккĕмĕш шкулти Владимир Петров патне çывхаракансем тупăнмарĕç. Унăн финишри вăхăчĕ — 13 минут та 31 çеккунт. Н. Львовпа А. Прокопьев (иккĕшĕ те гимнази) — иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

16—17 çулсенчи хĕрачасенчен ку дистанцире Марина Степанова (гимнази), М. Степанова (Карай) тата Н. Иванова (Пикшик) призерсем пулса тăчĕç.

Аслă ушкăнри арçын ачасен 2 километрлă дистанципе 5 хут çаврăнма тиврĕ. Кунта Константин Львов (гимнази) яланхи пекех маттур пулчĕ. Унăн кăтартăвĕ — 28 минут та 26 çеккунт. В. Яковлевпа П. Михайлов — иккĕмĕшпе виççĕмĕш призерсем. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене дипломсемпе тата укçан премисемпе чысларĕç. Чыслава район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн начальникĕн çумĕ М. Голубев, районти йĕлтĕрçĕсен федерацийĕн председателĕ В. Львов, Г. Я. Григорьевăн шăллĕ, Упи ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Я. Григорьев хутшăнчĕç.

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика