Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветеран-шашиста чысласа

18 января 2008 г.

Январĕн 9-мĕшĕнче Красноармейскинчи 2-мĕш шкулта районти физкультура юхăмĕн ветеранĕн вĕренекенĕсем пуçарнипе ЧР тава тивĕçлĕ учительне М. И. Ильина чысласа шкул ачисен командисем хушшинче шашка турнирĕ иртрĕ. Ăна Михаил Ильич 80 çул тултарнине халалланă. Турнира 10 команда хутшăнчĕ.

М. Ильин вĕрентсе хатĕрленĕ командăсем шашкăлла выляса республикăра 13 хутчен (юлашки хут 2005 çулта) мала тухнă, вырăс лапти выляссипе пĕрре кăна мар призерсем пулса тăнă. Михаил Ильич республикăри чи вăйлă шашистсенчен пĕри шутланнă: 2 хутчен республикăра çĕнтернĕ, пĕр хутчен ялти шашистсем хушшинче Раççейре мала тухнă, шашкăлла выляса спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60—70-мĕш çулĕсенче чушкăлла выляс енĕпе чи вăйлă вăйăçă та пулнă вăл, район командин йышĕнче республикăра мала тухнă, Кострома хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртусене хутшăннă.

Спорт ветеранне чысласа ирттернĕ ăмăртура райцентрти иккĕмĕш шкулти вĕренекенсем çĕнтерчĕç. Карайсемпе чатукассисем — иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Турнирта палăрнисем М. Ильин вĕренекенĕсемпе пĕр тăван Алексеевсен хаклă парнисене тивĕçрĕç.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика