09 октября 2007 г.
Юлашки çулсенче райбольницăри васкавлă медицина пулăшу уйрăмĕн пурлăх никĕсĕ самаях çирĕпленчĕ. Ку пирĕн çĕр-шывра “Сывлăх” приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртсе пынипе тÿрремĕнех çыхăннă ĕнтĕ. Тĕслĕхрен, пире “Васкавлă медицина пулăшăвĕ” 4 автомашина, УАЗ тата “Газель” маркăллисене 2-шер, уйăрса пачĕç. Вĕсемпе пĕрле тĕрлĕ аппаратурăсем, сăмахран, дефибрилятор, электрокардиограф, лайăх шинăсем тата ытти те килчĕç. Пирĕн уйрăмра вăй хуракансен ĕç укçине те ÿстерчĕç.
Халĕ Трак енре пурăнакансем патне васкавлă пулăшу хăвăртрах çитме пултарать, мĕншĕн тесен автомашинăсем çĕнĕ, нумай ялсем патне хытă сийлĕ çулсем хывнă тата ытти те. Бензин енчен татăк лармастпăр, медикаментсем пур. Медицина пресоналĕн квалификацине ÿстерсех тăраççĕ, вĕсене Шупашкарпа Канашри тĕрлĕ курссене чĕнсе илсе вĕрентеççĕ. Пире компьютер техникипе те тивĕçтернĕ. Кĕçех ăна ĕçе кĕртмелле, республикăри централизациленĕ системăпа сыпăнтармалла. Капла туни ялта пурăнакансене вăхăтра васкавлă медицина пулăшăвĕ пама май парать.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)