07 августа 2007 г.
Ирхи 7 сехет тĕлне Çĕньял Упи магазинĕ умне халăх чылай пухăнать. Камăн аллинче сĕт витри, хăшĕсен — бидончиксем. Августăн 3-мĕшĕнче те çаплах пулчĕ. Вăл кун "шурă ылтăн" пама 30 яхăн çын пынăччĕ. Ангелина Афанасьева сутуçă сĕте виçсе йышăнма пуçларĕ.
— Паян 306 килограмм сĕт пухăнчĕ, — терĕ Ангелина Михайловна. — Ытти кунсенче 350 килограма çитерни сахал мар пулнă…
Ялти магазин урлă сĕт нумай паракансен йышĕнче Самуил Кольцовпа Галина Прокопьева тата Петр Дмитриев хуçалăхĕсене асăнчĕç. С. Кольцов куллен 19 — 21 килограмм сĕт сутать, 29 килограма çитерни те пулнă. Вĕсен икĕ ĕне та-ха, тесе хучĕ пĕри. П. Дмитриевсемпе Г. Прокопьевасен кăтартăвĕ — 15 — 18-шар килограмм.
Кĕç райпон сĕт турттаракан машини çитрĕ те, хайхисем паха чĕр тавара цистернăна пушатма пуçларĕç. Ĕçе лайăх йĕркеленипе тем хушăра продукцие вырнаçтарчĕç. Сĕт турттаракан машина водителĕ, сутуçăран тивĕçлĕ документсем илсе, малалла çул тытрĕ. Райпо çапла сĕт пуçтарассине йĕркеленипе кăмăллă ялсенче пурăнакансем.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)