Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхшăн ырă ĕç тунă

03 августа 2007 г.

Пирĕн тăрăхра çуралса ÿснĕ, каярахпа Чăваш Республикинчех палăрнă çынсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри — А. С. Сымокин. Александр Семенович çуралнăранпа паян 100 çул çитрĕ.

Çĕньял Упи ялĕнчи чухăн хресчен çемйинче 1907 çулхи августăн 3-мĕшĕнче тĕнчене килнĕ вăл. Ашшĕпе амăшĕн, вăл вăхăтри чылай хресченĕн пекех, пурнăçĕ çăмăл пулман. Кил-йыша тăрантарас тесе çемье хуçин хĕл варринчех платник ĕçне кĕрĕшме тивнĕ. Сантăр Янкасри пуçламăш, Упири икĕ сыпăклă шкулсенче вĕреннĕ. Анчах та, килте йывăрлăха пула юлашки вĕренÿ çулĕнче пултаруллă çамрăкăн шкула çÿреме май килмен, хуçалăхра пулăшнă.

Пушă вăхăтра А. Сымокин тусĕсемпе “Çиçĕм” (алăпа çырса) журнал кăларса тăнă, кĕçĕнреххисене хăй мĕн пĕлнипе паллаштарнă. Ахаль мар ĕнтĕ ăна ялти культурăпа çут ĕç кружокне хастар ертсе пынăшăн 1922 çулта Çĕрпÿ уесĕнчи ку енĕпе ĕçлекен пай тав тунă. Çак хисеп çамрăка татах та хавхалантарать. Çĕрпÿри педучилищĕре пĕлÿ илекен Сантăр, 1923 çулхи январĕн 11-мĕшĕнче совпартшкулта вĕренекенсемпе пĕрле комсомолăн ялти ячейкине йĕркелет. Пирвайхисен йышне чи хастар 11 çамрăк çырăннă, секретарĕ — А. Сымокин. Тепĕр çултанах Çĕньял Упире хальхи районта пуринчен малтан пионерсен организацине туса хураççĕ.

Вăл вăхăтри ирĕклĕх юхăмĕ чăваш тăрăхне те варкăшса çитет. Комсомолецсемпе пионерсем тăрăшнипе Упири пуп çуртне куçарса килсе шкул çуртне туса лартаççĕ. Н. К. Крупская патне çыру çыраççĕ, пионерсене пулăшма ыйтаççĕ. Мускавран пионерсен атрибутикине, библиотека валли кĕнекесемпе плакатсем, портретсем ярса парççĕ. Çамрăксен Ленин ячĕпе хисепленекен отрячĕ Çĕрпÿ уесĕнче чи лайăххисен ятне тивĕçет.

Ĕçе йĕркелеме пĕлекен хастар каччăна уесри ачасемпе ĕçлекен инструктора, каярахпа бюро ертÿçине çирĕплетеççĕ. Çак аялти картлашкаран çырăнма тытăнать те Александр Сымокинăн ĕç биографийĕ. Малалла тапса туртаканăн службăри вырăнĕ те улшăнсах тăрать: Çĕрпÿ, Вăрмар, Шупашкар. Халăхпа пĕр чĕлхе тупма пĕлекен, хăй хыççăн ертсе пыма пултаракан 22-ри Çĕньял Упи каччине 1930 çулхи март уйăхĕнче “Çамрăк колхозник” хаçатпа “Хатĕр пул” журнал редакторне лартаççĕ. Çак тапхăра та хăйĕн таса тивĕçĕпе ирттерет пирĕн ентеш, республикăри халăх хуçалăхне, экономикипе культурине аталантарас çĕрте пичет органĕсен пĕлтерĕшне туйса тăрăшать.

“Пысăк карапа — анлă çул” теççĕ халăхра. 1932 çулхи июньте комсомолăн облаçри XII конференцийĕ Александр Семенович Сымокина ВЛКСМ Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарьне суйласа лартать. Пилĕк çул хушши ăнăçлă ертсе пырать пирĕн ентеш аппарата. Çав хушăрах партин Чăваш обкомĕн тата республика тĕп ĕçтăвком членĕ те пулнă вăл. Вуншар тĕрлĕ хушусене пурнăçланă. “А. Сымокин политика ăнлавĕ енĕпе лайăх аталаннă. Облаçри комсомол организацине пĕтĕçтерсе çирĕплетес тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлет. Пуçаруллă. Парти тĕлĕшĕнчен çирĕп çын. Ĕçленĕ май ÿссех пырать”, — тесе хак панă çамрăксен республикăри ертÿçине ун чухнехи ВКП (б)н облаçри комитечĕн секретарĕ С. Петров 1937 çулхи июнĕн 5-мĕшĕнче.

Анчах тепĕр 3 уйăхранах обкомăн черетлĕ конференцийĕнче, ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн инструкторĕ О. Мишакова хăйне кăтартас тĕллевпе республикăра “халăх тăшманĕсене” тупса палăртать. А. Сымокинпа И. Терентьева (ВЛКСМ обкомĕн иккĕмĕш секретарĕ) иккĕшне те вырăнтан, партирен кăлараççĕ.

Çапах та чăваш хастарĕсем Мускава çав хĕрарăмăн киревсĕр ĕçĕсем пирки янă телеграммăсем Александр Семеновича комсомолпа партире хăварма (ентеше выговор панă) май панă. Шел, ирсĕр çын каллех лăпланман, Сталин патне Чăвашри лару-тăру пирки çăхав çырса янă.

А. Сымокина суя хыпарсен хумĕ чылай вăхăтлăха хăй çуралнă вырăнтан, юратнă ĕçĕнчен хăтарать. Хура- шура чылай курнă Çĕньял Упи çынни Чăваш Республикине 1957 çулта таврăнать. Пурнăç сулăнкине лекнĕ ветеран чунĕ хытманччĕ-ха. Яланхи пекех çынсем хушшинче пулма, çамрăк ăрăва аслисен ырă тĕслĕхĕпе тивĕçлĕ воспитани пама хутшăнатчĕ.

Шупашкарти Ленин музейĕн канашĕн хастар ветеранĕ пулнă май, республикăри районсене те тухса çÿретчĕ. Вăл пуçарнипех ВЛКСМ Чăваш обкомĕ çумĕнче комсомол ветеранĕсен советне туса хунăччĕ. Вун ултă çул хушши ертсе пынăччĕ ăна Александр Семенович.

А. Сымокина медальсемпе, “Пионерсемпе хастар ĕçленĕшĕн”, “Комсомолта хастар ĕçленĕшĕн” ВЛКСМ тĕп комитечĕн паллисемпе, тăватă хутчен Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Хисеп грамотипе наградăланă.

А. С. Сымокин чĕри 1980 çулхи ноябрĕн 2-мĕшĕнче, 74 çула кайса, тапма чарăннă. Паллă та мухтавлă ентешĕмĕр утса тухнă çул-йĕр, унăн ĕçĕ-хĕлĕ, музейра йĕркеленĕ экспозици çамрăксене хамăр тăрăхпа паллаштармалли пирвайхи утăм пултăр. Çавăнпа сире районти историпе краеведени музейне кĕрсе курма чĕнетпĕр.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика