01 апреля 2021 г.
Çулсерен республикăра пушăн 20-мĕшĕнчен пуçласа акан 20-мĕшĕччен «Салтак тÿми» акци иртет. Унăн тĕллевĕ – халăха туберкулез çинчен тĕплĕнрех каласа парасси, чиртен сыхланмалли мелсемпе паллаштарасси. Туберкулез чирĕ пирки Чăваш Республикинчи туберкулез диспансерĕн врачĕпе Маргарита ПИКУСОВĂПА калаçрăмăр.
— Маргарита Ивановна, мĕнле чир-ха вăл туберкулез?
— Ку чир кашни çынна ерме пултарать. Ăна пуçаракан микроба Кох патакĕ ят панă. Вăл тăпрара, тусанра нумайччен пурăнать, тĕттĕмре, нÿрĕк вырăнта хăйне питех те лайăх туять. Спиртран, сивĕрен хăрамасть. Чирлĕ çыннăн типнĕ сурчăкĕнче икĕ çул, кĕнеке страницисен хушшинче вуншар çул упранма пултарать. Хĕвел çутинче 2-3 сехет, ультрафиолет çутинче темиçе минут пурăнать, хлор им-çамĕ 3-4 сехетрен пĕтерет. Чир ытларах ÿпкене сиенлет, ытти органта та аталанма пултарать. Сипленмесен вилĕм патне илсе пырать. Пирĕн республикăра туберкулез чирне сыватмалли эмел çителĕклĕ. Тухтăр канашĕсене çирĕп пăхăнсан туберкулезран хăтăлма пулать.
— Чир мĕнле ерет?
— Туберкулез сывлăшран сарăлать, чирлĕ çынран сыввине ерет. Ытларах чухне инфекци çăлкуçĕ — ÿпке туберкулезĕпе чирлекенсем. Чирлĕ çын калаçнă, ÿсĕрнĕ чухне микробсем ÿпкерен сывлăша пĕчĕк тумламсемпе тухаççĕ, япаласем çине лараççĕ, сывă çын ÿпкине лекеççĕ. Организм ытти чир-чĕрпе хавшанă пулсан туберкулезпа хăвăртах чирлесе каять. Сайра хутра туберкулез апат урлă ерет: чирлĕ выльăх какайне, сĕтне çисен. Чирлĕ çынннăн ал шăллипе, чашăк-тирĕкĕпе, вырăнĕпе усă курсан та чир аптăратать.
— Хăрушă чире мĕнле уйăрмалла-ха?
— Туберкулезлă çын 3-4 эрне е ытларах та ÿсĕрет, апат анмасть, час-часах температура хăпарать, çывăрнă чухне тарлать, вăй чакать, сурчăк юнланать, кăкăр-çурăм ыратать. Çак паллăсене асăрхасан тухтăр патне кайни питех те вырăнлă.
Пурнăçри пĕр тĕслĕх пирки каласа кăтартас килет. Туберкулез диспансерне 40 çултан иртнĕ арçын пычĕ. Икĕ çул каялла тĕрмерен ларса тухнă. Эрех-сăра ĕçкелет, пирус туртать, ниçта та ĕçлемест. Питĕ начарланса кайнă хăй. Диспансерта тĕрĕслеттернĕ хыççăн туберкулез тупса палăртрĕç. Стационара сипленме ятăмăр. Анчах пĕр уйăхран вăл тухса тарчĕ. Хальхи вăхăтра эмел ĕçмест, адресне, ăçта пурăннине пĕлтермест. Кун пек чухне сиплев курсне малалла тăсма питех те йывăр. Шел те, хăшĕ-пĕри хăйĕн сывлăхĕ пирки шутласах каймасть.
Туберкулеза анлă сарăлнă меслетпе – флюорографи — тупаççĕ. Шкулта вĕренекенсене, ача садне çÿрекенсене Манту тата диаскин пробисем туса тĕрĕслеççĕ. Участокри тухтăр патĕнче учетра тăракансен, медицина ĕçченĕсен, ача-пăча учрежденийĕсенче тата апат-çимĕç предприятийĕнче ĕçлекенсен, студентсен, аслă шкулта вĕрентекенсен кашни çулах флюорографи витĕр тухмалла. Сывă çыннăн вара икĕ çулта пĕр хут флюорографи тумаллах. Чирлĕ çынпа пĕрле пурăнакансене тухтăр патĕнче учета илеççĕ, вĕсен кашни ултă уйăхран тĕрĕсленсе тăмалла. Енчен те тĕрлĕ чир-чĕре пула е вăй-хал çукран çын больницăна çитеймесен ялти фельдшер сурчăк илсе тĕрĕслеттерет.
— Туберкулез тÿрех палăрать-и?
— Чирлĕ çынсен 10-15 проценчĕ хăйне лайăх туять. Вĕсен нимĕн те ыратмасть. Кун пеккисем хăйсене сывă тесе шутланă пирки çемьери ытти çыншăн хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Туберкулеза флюорографи тунă хыççăн анчах тупса палăртаççĕ. Чирлĕ çынсен 1/3 пайĕ хăвăрт ывăннине, вăй-хал çуккине сисеççĕ. Чире уйăрса илме çăмăлах мар. Ăна сывлав çÿлĕсен чирĕпе, гриппа е ÿпке шыççипе пăтраштарма пулать.
— Чирлес мар тесен мĕн тумалла-ха?
— Кашни çыннăн хăйĕн сывлăхĕшĕн тăрăшмалла. Тусанлă, уçăлтарман пулĕмре туберкулез хăвăрт сарăлать. Çавăнпа та нÿрĕ татăкпа тусана тасатмалла, пулĕме час-часах уçăлтармалла. Çавăн пекех çыннăн тĕрĕс кун йĕркипе пурăнма тăрашмалла, харпăр хăй гигиенин йĕркисене пăхăнмалла, çителĕклĕ канмалла, организма çирĕплетме тăрăшмалла. Чи кирли — пахалăхлă апатланмалла. Витаминсемпе, микроэлементсемпе пуян апат-çимĕç çимелле. Рационра белоклă апат ытларах пулмалла: аш-какай, пулă, тăпăрчă, сыр, сĕт. Чĕрĕ пахча çимĕçпе улма-çырлари витаминсемпе микроэлементсем те организма питĕ кирлĕ. Пирус туртма, ытлашши эрех ĕçме пăрахмалла, ĕçри тата килти лару-тăру лăпкă пултăр.
Чире вăхăтра тупса палăртсан, тÿрех сипленме пуçласан 6-8 уйăхран иртет. Эмелсем ĕçмесен чир çĕнĕрен вăй илет. Ун пек чухне ÿпке шыççи малтанхинчен те ытларах аталанса каять. Ун пек туберкулезран вара хăтăлма питех те йывăр.
— Маргарита Ивановна, вулакансене мĕнле сĕнÿ панă пулăттăрччĕ?
— Чире малтанхи тапхăрта тупса палăртас тĕллевпе сиплевпе профилактика учрежденийĕсенче çулсерен диспансеризаци йĕркелеççĕ. Çавăнпа та хăвăра сывă тесе шутлатăр пулсан та тухтăр патĕнче сывлăха тĕрĕслеттермеллех. Туберкулезпа кĕрешмелли акци валли çулталăкра пĕр уйăх кăна уйăрнă пулсан та хăрушă чирпе кашни кунах кĕрешмелле. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнсан чирлес хăрушлăх чылай чакать.
Маргарита ПИКУСОВА.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)