Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерỹ уявĕ — Красноармейскинче

18 мая 2020 г.

Çĕнтерỹ уявĕ — Красноармейскинче

Майăн 9-мĕшĕ — Çĕнтерỹ кунĕ, пирĕн çĕршывăн тĕп уявĕсенчен пĕри. Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çулĕсенчи Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ туни — тăван халăхăн паттăрлăхĕ тата мухтавĕ. Çав праçник пирĕн халăхăн чи хаклă та юратнă, хурлăхлă, çав вăхăтрах çутă уявĕ. Хаяр вăрçа Трак тăрăхĕнчен 6030 çын тухса кайнă, вĕсенчен 2162-шĕ тăван киле каялла таврăнайман. Кăçал коронавирус инфекцийĕ анлăн сарăлнине шута илсе Трак енре вăрçă паттăрĕсене асăнса лартнă палăксем патне халăх пухăнмарĕ. Аслă Çĕнтерỹ 75 çул тултарнине халалласа райцентрти Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулĕсенчи Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă Монумент патне район пуçлăхĕ В. Петров тата район администрацийĕн ертỹçи А. Кузнецов чечек кăшăлĕ хучĕç, вăрçă хирĕнче пуç хунисене асăнса пĕр минут хушши шăп тăчĕç. Çулсеренех çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Раççейĕн хулисенче парадпа пĕрле "Вилĕмсĕр полк" иртетчĕ. Кăçал вăл онлайн-форматпа пулчĕ. Райцентрти Монумент тавралла хаяр вăрçа хутшăннисен сăн ỹкерчĕклĕ планшечĕсене вырнаçтарчĕç. Асăннă акцие мĕн пур ял тăрăхĕсем хутшăнчĕç. С. Самсонов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика