20 марта 2020 г.
Паянхи кунсенче тухакан кашни иккĕмĕш пушар сăлтавĕ мунча кăмакисенчен. Пирĕн Красноармейски район территорийĕнче 5 пушар пулнă пулсан, 3 мунча çуннă. Вĕсем тĕтĕм çулĕсене тĕрĕс мар йĕркеленипе çыхăннă. Инкекрен асăрхаттарас тĕллевпе Чăваш Республикинчи пушар надзор органĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕ ансат правилăсене пăхăнма сĕнет. Мунча мăрйисене унпа юнашар вырнаçнă çуртсемпе хуралтă тăррисенчен çỹлерех кăларса хăпартмалла. Тĕтĕм çулне 120 миллиметртан çỹхерех мар тăм кирпĕчпе купаласа е вĕри сывлăша тỹсекен 60 миллиметртан кая мар хулăн бетонпа çирĕплетмелле. Асбестоцемент пăрăхĕнчен е заводра туса хатĕрленĕ тутăхман хурçăран çунман материалпа изоляциленĕ икĕ сийлĕ хурçă пăрăхран хатĕрленисемпе усă курма юрамасть. Тĕтĕм çулĕсене çу-мăр-юртан сыхламаллине шута илмелле, мĕншĕн тесен хушăк пысăклансан, ку вырăнтан вут-хĕм тухма пултарать, çак тĕллевпе усă куракан зонтсемпе дефлекторсен тĕтĕме пỹлмелле мар, унăн ирĕклĕн тухмалла. Тăррине çунма пултаракан материалпа витнĕ, вутăпа хутса ăшăтакан мунчасенче вут куçĕсене тытма 5х5 миллиметртан пысăкрах мар виçеллĕ тимĕр сеткăллă хатĕр кармалла. Кăмака ани çунакан материалтан тунă стена витĕр тухать пулсан, кăмака анине йĕри-тавра тата стена çỹллĕшĕпех çунман материалтан тумалла. Тимĕр кăмака тăррине ăшă тытакан тата хỹтĕлевлĕ мачча хушши 800 миллиметр пулмалла, ăшă тытма уйăрман, нимпе те хỹтĕлеменнипе — 1200 миллиметр. Мунча тăррин çунма пултаракан пайĕсемпе — кашта, шерте — хушши тĕтĕм çулне купаланă кирпĕчрен 130 миллиметртан сахалрах пулмалла мар, нимĕнпе те уйăрманнисемпе — 2550 миллиметртан кая мар. Мăрьесене мачча каштисенчен çунман хатĕрсемпе уйăрмалла. Мунча кăмаки умне вăрăм енĕпе тăршшĕпе хунă тимĕр листа (700х500 виçеллĕ) ăн-сăртран тухса ỹкнĕ кăвар е вĕри хĕм-çулăм хыпса илесрен сыхлама пулăшĕ. АСРА ТЫТĂР: кăмака стени çумĕнче, унăн умĕнче пушартан сыхланас тĕллевпе усă куракан çунман листасем çук пулсан, вĕсем çурăлнă, ваннă пулсан, хăвăра тата кил-çуртри çывăх çынсене хăрушлăха кĕртсе ỹкеретĕр! Мунча хутнă чухне юрамасть: — чылайлăха айккине пăрăнма тата ăна пăхса тăрассине ачасене шанма; — хăвăрт хыпса илекен шĕвексене — бензин, топливо т. ыт. те кăмака умĕнче тытма; — вут тивертме бензинпа, кăраççинпа, топливăпа тата хăвăрт хыпса илекен ытти шĕвекпе усă курма; — урăхла майпа çеç усă курма юранă кăмакан кăмрăкпа, кокспа, газпа хутма; — вентиляци тата газ каналĕсене тĕтĕм çулĕ валли усă курма; — кăмакана ытлашши хĕртсе яма.
М. Кожаков.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)