11 февраля 2020 г.
Красноармейски вăтам шкулĕ — цифра тата гуманитари профилĕсен “Точка роста” вĕренỹ центрĕ
Пирĕн шкул 2019 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа цифра тата гуманитари профилĕсен “Точка роста” вĕренỹ центрĕ пулса тăнă. Çак йышăнăва Чăваш Республикин Çамрăксен политикин министерстви тата Раççей Федерацийĕн Вĕрентỹ министерстви ырланă. Шкула суйласа илмелли услови çакă пулнă: вăл ялти тăрăхра вырнаçнă, цифра, техника, çут çанталăк ăслăлăхĕ тата гуманитари профилĕсен тĕп тата пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан программисене, çавăн пекех вĕренекенсен хăш-пĕр категорисене вĕрентмелли дистанци программисене алла илме пултарассине тивĕçтерме палăртнă. Центр тĕллевĕсем — шкул ачисем валли “Технологи”, “Математика тата информатика”, “Физкультура тата пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕ” предметсен енĕпе пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп программăсен çĕнетнĕ пурлăхпа техника базине йĕркелесе пани; çавăн пекех шкулта вĕренекенсене урок тулашĕнче цифра, çут çанталăк ăслăлăхĕ, техника тата гуманитари профилĕсен хушма пĕлỹ программисемпе (çав шутра дистанци формисемпе тата сетьри партнерлăхпа усă курса) тивĕçтересси. Центр инфратытăмĕпе урокра тата урок тулашĕнче культура компетенцисене тата халăхăн цифра хутлăхне, шахмат вĕренĕвне, проект ĕçне, ачасен пултарулăхне тата ыттине те аталантарма усă кураççĕ. “Точка роста” вĕренỹ центрĕнче хальхи информаци технологийĕсем, вĕ-ренỹ хатĕрĕсем, пысăк хăвăртлăхлă интернет тата ытти ресурссем усă курни вĕренỹ пахалăхне тата юрăхлăхне ỹстереççĕ. Центр шкулăн виçĕ пỹлĕмĕнче вырнаçнă, унта çак функциллĕ зонăсем кĕреççĕ: — цифра тата гуманитари компетенцийĕсене йĕркелемелли кабинетсем, çав шутра “Технологи”, “Информатика”, “Пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕ” предмет облаçĕсем; — проект ĕçĕ-хĕлĕ валли пỹлĕм — шкулăн общество пурнăçĕн центрне пурнăçлакан вырăн. Ăна коворкинг принципĕпе йĕркелеççĕ. Унта шахмат пỹлĕмĕ, медиазона пур. Цифра тата гуманитари профилĕсен “Точка роста” вĕренỹ центрĕн кабинечĕсене фирма стилĕпе килĕшỹллĕн юсанă. Пỹлĕмсенче вĕренỹ сĕтел-пуканĕсене вырнаçтарнă, çавăн пекех хальхи оборудованисем те лартнă: шутлав центрĕ, хăватлă компьютерсем, фото- тата видеокамерăсем, 3D-принтер, манекен-тренажерсем, квадрокоптерсем т.ыт.те. Учительсем те центрăн хатĕрĕсемпе анлăн усă кураççĕ: видеофильмсем кăтартаççĕ, çĕнĕ ноутбуксемпе тестировани ирттереççĕ, программировани вĕрентес енĕпе практика ĕçĕсем йĕркелеççĕ. Шкул “Информатика” енĕпе вĕренекенсем валли 10 çĕнĕ компьютер (сенсор экранлă ноутбук-трансформер), учитель валли 1 компьютер, интерактивлă дисплей, МФУ (принтер, сканер, копир) вырнаçтарнă. Çĕнĕ оборудованисенчен пĕри — 3D-принтер. Ăна технологи урокĕсенче тата урок тулашĕнче (проектсене хатĕрленнĕ чухне детальсем пичетлени) усă кураççĕ. Сăмахран, регионти технологипе олимпиадăна хатĕрленнĕ чухне 11-мĕш класс хĕрĕсем проект — костюм — хатĕрленĕ. Костюм çумне 3D-принтер çинче илемлĕ мăй çыххи тата шăрçа пичетленĕ (ертỹçи — С.Д. Суховетрюк, технологи учителĕ). “Пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕ” зонăра ачасем (ОБЖ урокĕсенче, кадет класĕсен урок тулашĕнчи занятийĕсенче, ЮНАРМИЯ) хальхи манекен-тренажерсем çинче пĕрремĕш медицина пулăшăвне пама вĕренеççĕ (ертỹçи — Е.Г. Михайлов, ОБЖ преподавателĕ тата йĕркелỹçи). Медиазона валли те оборудовани илсе килнĕ: 2 фотоаппарат, штатив, микрофон т.ыт.те. “Семейная среда” проект йĕркеленĕ “ДеТВора” шкул телевиденийĕ çĕнĕ хатĕрсемпе хастар усă курать (ертỹçи — С.М. Гаврилова, шкул директорĕ, М.И. Матвеева, вырăс чĕлхипе литератури учителĕ). Шкулта “Робототехника” кружок та ĕçлет. VEX IQ робототехника пуххин икĕ комплекчĕ хутшăннă (ертỹçи — И.А. Тимофеева). Шахмат зони валли те шахматла вĕрентмелли комплект килнĕ. 2019 çултанпа кашни класра “Шахмат” предметне вĕрентеççĕ. Комплектсене урок тулашĕнчи ĕçре, “Шахматное королевство” кружокра, “Семейная среда” проектра, шахмат ăмăртăвĕсенче усă кураççĕ (ертỹçи — Г.М. Прохоров, шахматла вĕрентекен). Промышленность хатĕрĕсемпе (аккумуляторлă дрель-винтоверт, битăсен пуххи, мультитул, электролобзик, канцеляр çĕççисем т.ыт.те) технологи урокĕсенче, “Смастеримка” кружокра анлă усă кураççĕ. 3D-принтерсене, квадрокоптерсене тата ытти хатĕрсене пула “Технологи” предмечĕн содержанийĕ çĕнелет. Çакă 3D-моделированине, компьютер черченине, цифра хутлăхĕн технологийĕсене йĕркелеме май парать. Цифра тата гуманитари профилĕсен “Точка роста” вĕренỹ центрĕнче ачасем командăра ĕçлеме вĕренеççĕ, регионсемпе федераци конкурсĕсене, форумĕсене, слетсене хутшăнма хатĕрленеççĕ. Уроксем хыççăн вĕренекенсем цифра, çут çанталăк ăслăлăхĕ, техника тата гуманитари профилĕсен занятийĕсене çỹреççĕ, шахматла выляма е хăйсен медиапродуктне тума вĕренеççĕ. Çаксем пурте çитĕнекен ăрăвăн çĕнĕ компетенцийĕсене йĕркелеме май параççĕ. “Точка роста” центрта вĕренессипе кăсăкланни шкул ачисен кăна мар, ашшĕ-амăшĕсен те, тăванĕсен те ỹссе пырать.
Л. Крутова,
“Точка роста” центрăн ертỹçи,
И. Тимофеева,
математикăпа информатика учителĕ.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)