Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » А. Мингалевпа — ăшă тĕлпулу

14 октября 2019 г.

Красноармейски вăтам шкулта спецназ ветеранĕ, Çурçĕр Кавказри вăрçă участникĕ А. Мингалев ачасене паттăрлăх урокне пуçтарчĕ. Вăл вĕсене “Мальчишки уходили на войну” концерт программипе паллашма сĕнчĕ. Шкул ачисен ашшĕ-амăшĕсем юрăçа 1990 çулсемпе астăваççĕ пуль-ха. Ун чухне вăл чăвашла юрату çинчен ытларах юрлатчĕ. 1989 çулта “Шурă чечексем” юрăсен пуххипе палăрчĕ. Чăваш эстрадине аталантарнăшăн А. Мингалев çирĕм çул каяллах Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ пулса тăнă. Анчах та ĕмĕр пуçламă-шĕнче вăл патриотла юрăсем çырма, юрлама тытăннă. “Çĕршывра вăрçă пынă вăхăтра арçынна сцена çинче юрату çинчен юрласа çỹрени килĕшỹсĕр, çавăнпа та Чечен вăрçине тухса кайрăм”, — тет А. Мингалев. Чăваш юрăçи хăйĕн пултарулăхĕнче вăрçă тематикине уçса парать, хăйĕн чунĕ витĕр тухакан сăвăсене кĕвве хывать. Çурçĕр Кавказра пулса иртнĕ çапăçусене кăтартса парать. Унăн юррисем çулăм витĕр тухнă, сăмахĕсем чĕрене пырса тивеççĕ. Александр Мингалев ачасене хăй Чечняра пулни çинчен каласа кăтартрĕ. “Тавралла снарядсем сирпĕнеççĕ, пăшалтан переççĕ, тăшман минăсем лартса тухнă...” “Кашниех киле каялла чĕрĕ таврăнса савнине, мăшăра, ачасене ыталама ĕмĕтленнĕ”, — тет вăл. Юрăсем юрланă, калаçу вăхăтĕнче экран çинче хĕрỹ точкăсенче юлташĕсемпе ỹкерĕннĕ сăн ỹкерчĕксен презентацине кăтартрĕ. Т. Степанова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика