Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Трак енре пĕçерекен çăкăр — чи лайăххисенчен пĕри

11 октября 2019 г.

 Раççейри чи лайăх та тутлă çăкăра Чăваш Енре пĕçереççĕ. Шăпах çакна кăтарт-са панă Пĕтĕм Раççейри “Раççейри чи лайăх çăкăр” X конкурс. Вăл потребительсен кооперацийĕн предприятийĕсемпе организацийĕсен Пĕтĕм тĕнчери “Çăкăр, эсĕ — тĕнче” форумĕнче иртнĕ. Красноармейски райповĕн тытăмне кĕрекен çăкăр комбиначĕ çав конкурсра Кубок тата I степень Диплом çĕнсе илнĕ. Унсăр пуçне çăкăр комбиначĕ “Центросоюзăн Пахалăх кубокĕ” конкурсра 1-мĕш вырăн йышăннă, Пахалăх кубокне тивĕçнĕ. “Витязь” тутлă та, усăллă та Красноармейски райпо канашĕн председателĕ, ЧР халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерекен сферăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Роза Николаева пĕлтернĕ тăрăх, Пĕтĕм тĕнчери “Çăкăр, эсĕ — тĕнче” форум та, унăн вăхăтĕнче йĕркеленĕ конкурссем те çỹллĕ шайра иртнĕ. Пĕтĕм Раççейри конкурсра çĕнтерни, паллах калама çук пысăк çитĕнỹ. “Раççейри чи лайăх çăкăр-2019” конкурса, тĕслĕхрен, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи 66 предприяти çăкăр-булка продукцийĕн 280 тĕслĕхне тăратнă. Çав шутран çурри — коопераци организацийĕсем туса кăларнисем. Конкурса хутшăнакансен продукцийĕ халăхăн тата экспертсен хупă дегустацийĕсем витĕр тухнă. Профессионал жюри йышĕнче Раççейри çăкăр пĕçерекен отраслĕн ертсе пыракан эксперчĕсем пулнă. “Çак конкурса эпир “Витязь” çăкăра тăратрăмăр. Вăл Чăвашпотребсоюз ирттерекен “Чи лайăх продукци” конкурсра “Чи лайăх çăкăр-булка изделийĕ” (сывлăхшăн усăлли) номинацире 2016 тата 2017 çулсенче çĕнтернĕччĕ. Пĕлтĕр Мускавра Раççей Центросоюзĕн конкурсне хутшăннăччĕ. Тăватă сехетре “Витязь” çăкăр пĕçернĕччĕ, ăна хатĕрлемелли технологин пĕтĕм процесне кăтартнăччĕ. Унăн уйрăмлăхĕсем тата усăлăхĕ пирки каласа панăччĕ. Жюри членĕсем ыраш çăкăрне 4 сехет хушшинче çакăн пек тутлă пĕçерме пултарнинчен тĕлĕннĕччĕ”, — терĕ Красноармейски çăкăр комбиначĕн директорĕ Елена Сидорова. Кăçал та “Витязь” çăкăр жюри членĕсене хăйне евĕрлĕхĕпе, тутлăлăхĕпе, техĕмлĕхĕпе тата, паллах, сывлăхшăн усăллă пулнипе килĕшнĕ тата тĕлĕнтернĕ. Елена Юрьевна каланă тăрăх — çăкăр комбиначĕ “Витязь” çăкăра 8 çул пĕçерет. Ăна ытларах яланхи туянакансем, хăйсен сывлăхĕшĕн тăрăшакансем, илнĕ. Çăкăр Пĕтĕм Раççейри конкурсра çĕнтернĕренпе çак продукципе çынсем ытларах кăсăкланма пуçлани сисĕнет. Кашни самант ПĔЛТЕРĔШЛĔ “Пысăк çитĕнỹ ăнсăртран пулмасть. Вăл чылай самант-ран, пĕрре пăхсан курăнманнисенчен, тăрать. Çав шутра — хамăр профессие юратни, кашни çыннăн кулленхи тăрăшуллă ĕçĕ. Коллектив пулăшса пыни, пысăк стажлă çынсем таса чунпа ĕçлени, тин çеç вырнаçнисем çĕнĕ те кăсăклă идейăсем сĕнни — ăнăçу вăрттăнлăхĕсем. Çакă йăлтах предприяти аталанăвĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Туянакансем пире шанни те хавхалантарать”, — калаçăва тăсрĕ Елена Сидорова. Вăл 9 уйăхри кăтартусемпе те паллаштарчĕ. Çăкăр комбиначĕ юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, çăкăр-булка изделийĕсене 4,6 тонна, кондитер изделийĕсене вара 9,5 тонна ытларах хатĕрленĕ. Пĕтĕмпе 19,9 миллион тенкĕлĕх сутлăх продукци кăларнă, пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен — 2,7 миллион тенкĕ нумайрах. Продукци калăпăшне пысăклатсах пыма тивет, мĕншĕн тесен нумаях пулмасть Красноармейски райповĕн тытăмне Куславкка райповне те кĕртнĕ. Çавăнпа халĕ Красноармейски çăкăр комбиначĕ пĕçерекен çăкăр-булка тата кондитер изделийĕсене Трак тăрăхĕнчи çеç мар, Куславкка районĕнчи лавккасенче те — райпо тытăмне кĕрекеннисенче — сутаççĕ. Çавна шута илсе çăкăр турттаракан тепĕр машина туяннă (лизингпа): çынсем тин çеç пиçсе тухнă техĕмлĕ çимĕç кĕтеççĕ-çке. Пысăк лавккасене кунне икĕ хутчен — ирхине тата каçхине — çăкăр илсе каяççĕ. Унсăр пуçне çăкăр комбиначĕ туса кăларакан продукцие Кỹкеçре, Çĕрпỹре тата Шупашкар хулинче вырнаçнă лавккасене ăсатаççĕ: вĕсенче пĕтĕмпе 20 ытла точка. Пахалăх кубокне çĕнсе илнĕшĕн Красноармейски çăкăр комбинатне 125 пин тенкĕ пама йышăннă. Çак ук-çапа оборудование çĕнетесшĕн. Роза Николаева пĕлтернĕ тăрăх, юлашки çулсенче çăкăр комбинатĕнче ырă улшăну нумай пулнă. Пĕлтĕр чуста çăракан машина тата ăна пысăк савăтран урăх çĕре куçармалли ятарлă хатĕр (вырăсла: дежеопрокидыватель), çăкăр турттармалли машина туяннă. Кăçал пĕремĕке хутаçа тултармалли оборудовани, çăкăра чĕркемлемешкĕн клипсатор илсе вырнаçтарнă. Çакă йăлтах ĕç условийĕсене çăмăллатать. Çăкăр комбиначĕ ассортимента пуянлатсах пырать. Халăха кашни çулах çĕнĕ продукципе савăнтарать. Туянакансем вĕсенчен чылайăшне юратса йышăнаççĕ. Комбинат кăларакан пысăк пахалăхлă та тутлă продукци малашне те сумлă кон-курссенче çĕнтересси иккĕлентерместь. Çапла пултăрччĕ! “Хыпар” хаçатран.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика