09 октября 2018 г.

Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунне Трак енре халалласа йĕркеленĕ мероприятисене районти Культура çурчĕ çумĕнчи халăх музыкин "Хавал" ансамблĕ те хутшăнчĕ. Артистсем аслă ăру çыннисене “Тăвансемĕр, савăнар пĕрле” программине хатĕрлесе хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Артистсем (ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем Н. Никоноровпа А. Алексеев, А. Никонорова, С. Ва- сильева, Н. Филиппова) райцентрти “Пельменная” кафере пулса сывлăха сыхлас тытăмра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене, “Мечтара” райпо тытăмĕнче вăй хунисене, “Витезьре” хăй вăхăтĕнче Красноармейски ял тăрăхĕнче вырнаçнă, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем хыççăн хупăннă предприятисемпе организацисенче тăрăшнисене, Именкассипе Крентейкассинчи шур сухалсене, хамăр тăрăхри культура тытăмĕнче тар тăкса пенсие тухнисене уявсенче савăк кỹчĕç.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)