09 октября 2018 г.
Ватă çын тетпĕр эпир вĕсене, шур сухалăн чĕринче те чĕрĕ юнах тапать-çке. Юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче çанталăкĕ хĕвеллĕ те ăшă пулчĕ. Çилĕ те ачашшăн вĕрет. Çакă аслă ăру çыннисене хăйсен уявне ирттерме татах хавхалантарчĕ пулас. Крентейкассинчи кану çуртне Йỹçкасси, Крентейкасси тата Хусакасси ялĕсенчи ватăсем чылайăн пухăнчĕç. Нумайăшне утса çỹреме йывăртан ывăлĕ-хĕрĕ çăмăл автомашинăпах илсе килнĕ. Теприсем вара уява хăйсемех çитнĕ. Çуран утни, физкультура туни сывлăха çирĕплетет мар-и? Тĕп уява В. Филиппов, Красноармейски ял тăрăхĕн çĕнĕ ертỹçи П. Моисеев килсе çитнĕ. Пухăннисене Павел Сергеевич хăйпе паллаштарчĕ, ыйтусем çине хуравларĕ. Ыйтăвĕсем вара сахал мар пулчĕç. Ватăсене халалланă уяв концерт-па пуçланчĕ. Районти Культура çурчĕ çумĕнчи халăх музыкин "Хавал" ансамблĕ мучисемпе кинемейсене савăк юрă-ташă парнелерĕ. Сăмах В. Филиппов илчĕ. Валерий Иванович уява килнисене Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ ячĕпе саламларĕ, вĕсене çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунчĕ. "Красноармейский" хуçалăхра уй-хирте, выльăх-чĕрлĕх пăхнă çĕрте тар тăкса ватăлнисене аса илчĕç: бригадăпа ферма коллективне ертсе пынă С. Спиридоновăна, Е. Владимировăна, А. Петрова зоотехника, М. Захарова ĕне сăвакана, Ю. Баклаковăна, ыттисене... Ватăсем юлашкинчен тутлă çимĕçпе тулнă сĕтел хушшине ларчĕç, туллин савăнчĕç. А. Тимофеева.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)