03 июля 2018 г.
Трак енре комплекслă оперативлă профилактика “Подросток” операцийĕ пырать. Унăн тĕллевĕ — мĕн пур вăйсене тата хатĕрсене пухса пăхса е асăрхаса тăман ачасене тупса палăртасси, çул çитменнисем право йĕркине пăснине чарса лартасси, вĕсен прависене тата саккунлă интересĕсене туллин хỹтĕлесси. Асăннă мероприяти виçĕ тапхăрпа иртет: июнĕн 18-28-мĕшĕсенче, июлĕн 9-19-мĕшĕсенче тата августăн 17-27-мĕшĕсенче. Профилактика операцийĕн пĕрремĕш тапхăрĕнче комисси — ун йышĕнче Раççей шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи “Цивильский” пайĕн ра-йонти полици уйрăмĕн полицин участокри уполномоченнăйсен пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан С. Егоров, кунти çул çитменнисемпе ĕçлекен пайĕн инспекторĕ И. Сазонова, райадминистрацин çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссин яваплă секретарĕ Э. Петрова тата райадминистрацин вĕрентỹ пайĕн опекăпа попечительство секторĕн заведующийĕ И. Гурьева кĕнĕ — Красноармейскипе Алманч ял тăрăхĕсенчи йĕркеллĕ мар çемьесене çитсе курнă. Комисси членĕсем кашни ашшĕ-амăшĕпе профилактика калаçăвĕсем ирттернĕ, вĕсен хăйсен тивĕçне çỹллĕ шайра тытса пымаллине, çуллахи каникул кунĕсенче ачасен канăвĕ пирки манмалла марри пирки тепĕр хут аса илтернĕ. Рейд вăхăтĕнче пĕр ашшĕ-амăшĕ пирки РФ КоАПĕн 5.35 ст. 1-мĕш пайĕпе административлă правăна пăснăшăн протокол çырнă.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)