Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » З. Павловăна чысланă

03 июля 2018 г.

З. Павловăна чысланă

Иртнĕ эрнекун Красноармейскинче пурăнакан ĕç тата тыл ветеранĕ З. Павлова 95 çул тултарнă ятпа ăшă салам сăмахĕсем йышăнчĕ. Районти социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ З. Петрова тата Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Т. Барышникова Зинаида Ивановнăна юбилей ячĕпе саламларĕç, Раççей Президенчĕн В. Путинăн Тав çырăвне пачĕç. З. Павловăн шăпи çăмăл килмен. Вăл 1923 çулхи июнĕн 29-мĕшĕнче Именкассинче хресчен çемйинче çуралнă. Вăр-çăн йывăр нушине тỹссе ирттернĕ. Ытти вăй питтисемпе Тăвай районĕнче окоп чавнă, Атăл леш енче вăрман касса хатĕрленĕ. 1943 çулта ĕç биографине районти перекет банкĕнче пуçланă, счетоводра, бухгалтерта, тĕп бухгалтерта тăрăшнă. Кунта пĕтĕмпе 44 çул вăй хунă. Наградăсем чылай унăн. Вĕсем мăшăрĕпе икĕ хĕрпе пĕр ывăл çитĕнтернĕ. Паян ватăн 6 мăнук, 8 кĕçĕн мăнук, кĕçĕн мăнукĕн пĕр ачи. Вĕсем ăна хисеплеççĕ, ачисемпе, мăнукĕсемпе туллин савăнать вăл. Паян килти хуçалăхри ĕçсене хăех пурнăçлать З. Павлова. Юбиляра Красноармейскинчи ачасен искусство шкулĕн вĕренекенĕсем саламланă.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика