Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен хăйĕн тĕп уявне — Республика кунне уявлать

19 июня 2018 г.

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен хăйĕн тĕп уявне — Республика кунне уявлать

75 çул каялла 1995 çулта Автономиллĕ Чăваш облаçĕ йĕркеленсе кайнă. Уява çак куна халалласа ирттереççĕ. Республика кунĕ икĕ куна тăсăлĕ — çĕртме уйăхĕн 23, 24-мĕшĕсем. Раççейри 20 регионтан, çывăхри ют çĕршывсенчен, Болгари Республикин София хулинчен, Федеративлă демократиллĕ Непал Республикинчен, Белорусь Республикинчен тата ытти Чăваш Енти районсем хутшăнĕç. Шупашкарти Хĕрлĕ тỹремре, Амăшĕн палăкĕ умĕнче, Сĕнтĕрвăррипе Красноармейскинче халăх йышлă савăнĕ. 2018 çулта шăпах Красноармейскисем районсем хушшинче Республика кунне ирттерме çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Çĕртме уйăхĕн 23-24-мĕшĕсенче районсемпе хуласенче фестиваль, театр ăсталăхĕ, регионпа федераци шайĕнчи кон-цертсем пулĕç. Уяв программисенче тĕрлĕрен мероприятисем çĕнĕ виçепе пулса иртĕç. Хăнасем авалхи наци йăли-йĕркине Пĕтĕм Раççейри декораципе хушма искусствăн 16-мĕш “Руç ăстисем” конкурсĕ, регионсем хушшинчи 25-мĕш “Регионсем — чикĕсĕр ĕçтешлĕх” куравĕ, ачасемпе çитĕннисен пултаруллăх коллективĕсен уяв концерчĕ, Чăваш эстрада çăлтăрĕсем халăха савăнтарĕç. Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче чăвашсен тĕп уявĕ — “Акатуй” Шупашкарти Хĕрлĕ тỹпемре иртет. Пĕтĕм халăха хăй тавралла пухать. 15 регионти 23 коллектив (300-е яхăн) хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарĕ. Чăваш Ене Пушкăрт, Мари Эл, Тутарстан, Беларуç Республикисенчен; Иркутск, Чулхула, Орегнбург, Пенза, Тюмень, Ульяновск, Челябинск облаçĕсенчен; Красноаярск крайĕнчен, Мускав тата Санкт-Петербургран Чăваш Ене делегаци килсе çитĕç. Уяв программипе ки-лĕшỹллĕн пултарулăх коллективĕсем 13 номинацире тупăшĕç. Çулсерен Пĕтĕм Раççейри конкурс ытларах та ытларах халăха хăй патне тыткăнлать. Вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе туллин паллаштараççĕ. Красноармейски районĕ те Республика кунне халалланă мероприятисен программине палăртса хунă. Уявланă кун Именкасси ялĕнче фельдшерпа акушер пунктне уçаççĕ. Красноармейски салинчи “Факел” стадионта Республика кунне халалланă уяв мероприятийĕ иртет. Кунтах “Раççей çăл куçĕсем” фестивале хутшăнакан коллективсен концерчĕ тата Чăваш, Мари республикисен тата Тюмень облаçĕн пултарулăх коллективĕсен концерчĕсем иртеççĕ. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче йăлана кĕнĕ районти “Акатуй” юрăпа ĕç тата спорт уявĕ иртет. Пĕтĕм район çыннисемпе хăнасем концерт программипе çеç мар, тĕрлĕрен çĕнĕ проектсемпе паллашĕç. Чăвашсен наци музейĕ Раççейри этнографи музейĕн “Роспись иглой” экспозицине уçать. Санкт-Петербург хулинчен килсе çитнĕ 200-е яхăн экспонатпа паллаштарĕ. Уяв программи Пĕтĕм тĕнчери 11-мĕш фейерверксен фестивалĕпе вĕçленĕ.

М. Евграфова.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика