20 апреля 2018 г.

Ырă ĕç тăвакансен çулталăкне, совет пушар хуралне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине тата çывхаракан пушар хуралĕн кунне халалласа, республикăри пушар службинче ĕçлекенсемпе ирĕклĕ пушар сỹнтерекенсем хушшинче шахматла выляса мала тухассишĕн турнир иртрĕ. Унта Красноармейскинчи ПЧ-32-ри караул начальникĕ Ю. Семенов тата Красноармейски ял тăрăхĕнчи ДПД членĕ В. Никитин та хутшăннă. Акă, В. Никитинпа Элĕк районĕнчи М. Максаков хушшинчи вăйă 160 минута пынă. Ун пĕтĕмлетĕвĕсемпе В. Никитин финала тухма пултарнă, республикăри ирĕклĕ пушар сỹнтерекенсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Турнир çĕнтерỹçисене Дипломсемпе тата хаклă парнесемпе чысланă.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)