10 апреля 2018 г.

Чăвашпотребсоюз канашĕ массăллă информаци хатĕрĕсен “Потребитель кооперацийĕ —2017” республикăри конкурсĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетни, йăлана кĕнĕ тăрăх, унта Чăвашпотребсоюзпа районсенчи потребитель обществисен ĕç-хĕлне хаçат страницисенче, радиопередачăсенче тата телеэфирта çутатакан республикăри тата районсенчи хаçатсемпе уйрăм журналистсем хутшăнни, пирĕн районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакторĕ В. Данилов та çĕнтерỹçĕсен йышне кĕни çинчен пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Районти сутуçăсен ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче иртнĕ канашлăвĕнче райпо канашĕн председателĕ Р. Николаева Виктор Михайловича çĕнтерỹçĕ Дипломĕпе чысланă.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)