Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Манăн çулсем — манăн пуянлăх”

27 марта 2018 г.

“Манăн çулсем — манăн пуянлăх”

Зинаида Алексеевнăпа хĕрĕн — Любăн Красноармейскинчи хăтлă хваттерĕнче курнăçрăм. Чылайранпа курманччĕ-ха ăна. Хальхинче сăлтавĕ пысăкчĕ: çак кунсенче 90 çулхи юбилейне кĕтсе илчĕ. Ют тивмест вăл мана, “килему” тесе чĕнетĕп. Пурнăçĕнчи паллă пулăмпа юбиляра Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Лаврентьев, хĕрĕсем, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем, тăванĕсемпе çывăх çыннисем ăшшăн саламларĕç, парнесем кỹчĕç. “Çылăха” кĕрес мар терĕм эпĕ те, пĕчĕк парне пани çумне çак йĕркесене хушас кăмăл пуррине пĕлтеретĕп. ...З. Алексеева 1928 çулхи мартăн 16-мĕшĕнче хамăр районти Кайри Карăк ялĕнче çĕр çине килнĕ. Ачалăхĕ пыллă-кулачлă килменрен ăна Красноармейски шкулĕнче пурĕ те пилĕк класс кăна вĕренсе пĕтерме тивнĕ. Хаяр вăрçă килсе çапсан, 13-14 çулсенчи хĕр ача çине йывăрлăхсем пĕрин хыççăн тепри тиеннĕ. “Пỹрте хутса ăшăтма вутă та çукчĕ, кăмакара улăм çунтараттăмăр. Йĕркеллĕ çи-пуç та пулман темелле”, — аса илет çăмăл мар çав тапхăра килему. Çамрăклах Йăлăм вăрманне çỹрени те, унта хĕн-асап курни-тỹсни те нихăçан та манăçа тухас çук. “Красноармейски — Çĕрпỹ” автоçула тумашкăн тата мĕн чухлĕ чул кăларман-ши? Тăван килтен аякра та ĕçлесе пăхнă хĕр. Акă, Ленинграда вербовкăпа кайнă. Стройкăра тар тăкнă: вăрçă вут-çулăмĕ аркатнă çуртсене çĕнĕрен хăпартнă. “Ку çăмăл ĕç теме чĕлхем çаврăнмасть. Çамрăк хул-çурăм çине мĕн чухлĕ йывăрлăх тиенмерĕ-ши?” — иртнĕ çулсене пĕрин хыççăн теприне куç умне кăларчĕ Зинаида Алексеевна. Кунта икĕ çул тар тăкнă хыççăн вăл тепĕр тапхăр Свердловск хулинчи стройкăсенче тăрăшать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче З. Алексеева, “тĕнче касса çỹресе çитет” тесе, тăван яла таврăнать. Ун чухне пиччĕшĕ — Николай Алексеевич — бригадирта, инкĕшĕ — Лида трактористра ĕçленĕ. Çамрăк хĕр çулталăк плугарьте тимленĕ, шăпах çавăн чухне чутах инкек килсе тухман. “Мана Турă упраса хăварчĕ, нумай пурăнма сывлăх парнелерĕ пулинех”, хаш та хаш сывласа илет Зинаида Алексеевна. Ялти маттур каччă — Иван Данилович — куç хывать ăна. 1953 çулхи кĕркунне, сентябрь уйăхĕнче тỹрех ЗАГС пайне çавăтса каять. Пĕрлешнĕ хыççăн вĕсем юратупа килĕшỹре пурăнаççĕ, виçĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ỹстереççĕ. Халĕ вара хĕрĕсем — Люба, Люда тата Лена — тивĕçлĕ канура. Ывăлĕн — Сашăн пурнăçĕ, шел те, кĕскерех килчĕ, хăрушă чир тăруках ураран ỹкерчĕ ăна. Унăн икĕ хĕрĕ аякра пурăнаççĕ, хăйсем çемьеллĕ, яла килсе те кайнă. Куккупа та, Зинаида Алексеевна мăшăрĕпе, 2004 çулхи раштав уйăхĕнче сывпуллашрăмăр. Тĕрлĕ ытти ĕçре те вăй хунă килему: тăван хуçалăхри чăх-чĕп ферминче те, кирпĕч заводĕнче те. 55 çулта чухне тивĕçлĕ канăва тухнă, çапах та 70 çула çитичченех ĕç хăварман. Хăлхи япăхрах илтет пулсан та, паянчченех районти “Ял пурнăçĕ” хаçата алăран вĕçертмест вăл — пурнăç сулнăкĕнче тăрса юласшăн мар. Хире-хирĕç ларса та чылай сăмахларăмăр унпа. “Манăн çулсем — манăн пуянлăх”, тет. 8 мăнукĕпе, кĕçĕн 10 мăнукĕпе савăнса хĕпĕртени, аслă хĕрĕ — Люба ăшă кăмăлпа пăхать пулин те, ялти тăван килшĕн тунсăхлани çинчен пĕлтерчĕ Зинаида Алексеевна. Алă усса ларнипе ĕç пулмасть. Ку чăнлăха пĕчĕклех ăша хывнă вăл. Тен, çавăнпах ăна Çỹлти Хуçа вăрăм ĕмĕр парнеленĕ. Вăл тата та вăрăмрах пултăр Сирĕн, Зинаида Алексеевна. Çак сăмахсене парнелемесĕр те тỹссе тăраймастăп паян: малашне те юман пек çирĕп сывлăх, Атăл юхан шывĕ пек тулăх ĕмĕр, иксĕлми телей, канлĕ ватлăх, çывăх çынсен ырлăхĕпе, юратăвĕпе киленсе пурăнма çăл куç евĕр тапса тăракан вăй-хăват сунатăп. Телейпе савăнăç курса нумай-нумай çул пурăн, чун-чĕре хĕрỹлĕхĕ нихăçан та ан чактăр! Ялан çапла пултăр!

В. Тавкил.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика