20 марта 2018 г.

Красноармейскинчи тĕп библиотекăра ентеш-ỹнерçĕсен тата ал ĕç ăстисен ĕçĕсен куравĕсене йĕркелесе ирттересси ырă йăлана кĕчĕ. Нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче, авă, кунта “Чулхула трансгаз Газпром” ООО филиалĕнче — Заволжски ЛПУМГ-ра вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă Ю. Фомиряковăн ĕçĕсен персоналлă куравĕ уçăлчĕ. Вăл 1940 çулхи юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче Карело-Финн Республикинче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ финн вăрçи хыççăн унта кайнă пулнă. 1941 çулта вĕсен çемйи Шупашкар районĕнчи тăван ялне — Чаканара таврăннă. Юрий Степанович нумай çул Карагандари шахтăра вăй хунă. 1983 çулта çемйипе Красноармейски ялне куçса килнĕ. 2001 çулччен Ю. Фомиряков газокомпрессор станцийĕнче электрикра тăрăшнă. Питĕ маттур та ĕçчен çын Юрий Степанович: ỹкерет, сăвăсем çырать, килте усă курмалли хатĕр-хĕтĕре хăй аллисемпе ăсталать. Асăннă курава вăл çирĕме яхăн ỹкерчĕк тăратнă. Унăн пейзажĕсем пĕчĕк тăван çĕршывпа çыхăннă. Ỹкерчĕкĕсен тĕп теми — çут çанталăк. Кашнинчех ỹнерçĕн чун-чĕринчи ырăлăхпа сăваплăх пур. Пур çынна та чĕрĕлĕхпе илемлĕх парнелеççĕ вĕсем. Библиотекăна çỹрекенсем кунпа пĕрлех Красноармейски ялĕнче пурăнакан С. Соколовăн ал ĕçĕсемпе те паллашма пултарчĕç. Станислав Иванович чылай çул райпо тытăмĕнче вăй хучĕ. Пушă вăхăтра йывăçран тĕрлĕ япаласем касса кăларма кăмăллать. Питĕ ăнăçлă та илемлĕ пулса тухаççĕ унăн ĕçĕсем. Паллах, вĕсем пирки сăмахпа çырса кăтартма та çук, курса паллашнине нимĕн те çитмест.
С. Гурьева.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)