20 марта 2018 г.

Районти Культура çуртĕнче вырнаçнă Красноармейскинчи 902-мĕш номерлĕ суйлав участокĕ. Вăхăт 8.00 сехет. Суйлав участокĕн председателĕ Н. Васильев Раççей Президенчĕн сасăлавĕ уçăлни çинчен пĕлтерет. Тулта юрă-кĕвĕ янăрать. Капăр тумланнă суйлавçăсем Раççей гражданинĕн тĕп документне _ паспорт кăтартса пĕрин хыççăн тепри бюллетень илме пыраççĕ. Вĕсене участокри комисси членĕсем питех те ăшшăн йышăнаççĕ. Акă, Красноармейскинче пурăнакан Людмила Мазина сасăлав бюллетеньне аллине илсе çапла каларĕ: — Паян — чăн-чăн праçник, халăх уявĕ.Çанталăкĕ те, авă, епле илемлĕ. Çак бюллетене урнăна ярса малашлăхшăн, Раççей тата Чăваш Ен пуласлăхĕшĕн, тăнăçлăхĕшĕн сасăлатăп. Тивĕçлĕ канура эпĕ.Çавăнпа та çĕршывăн çĕнĕ ертỹçи ватăсем çине тимлĕх ытларах уйăрасса шанса хам сассăма паратăп. Участокра 1273 суйлав-çа регистрациленĕ. Мартăн 18-мĕшĕнче вĕсенчен чылайăшĕ хăйсен гражданла тивĕçне пурнăçларĕ. Сасăлавра тĕрлĕрен партисен, обществăлла организацисен сăнавçисем пулчĕç. Право йĕркине пăсассине асăрхаттарас тĕллевпе полици сотрудникĕсем дежурство тăчĕç. Суйлава килнисем районти обществăлла апатлану предприятийĕн ĕçченĕсем хатĕрленĕ тутлă шашлăк тутанса пăхма пултарчĕç.
Ю. Борисов.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)