Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шанăçа çухатманни усă кỹрет

13 февраля 2018 г.

Шанăçа çухатманни усă кỹрет

Дмитрий Пудовкин Васнар ялĕнче пурăнать, пĕрремĕш класранпах Трак вăтам шкулĕнче вĕренет. Халĕ арçын ача 8-мĕш “а” класра пĕлỹ илет. Уроксенче яланах тимлĕ те активлă, шкул уставĕ ыйтнисене, харпăр хăйне тытмалли правилăсене çирĕппĕн пурнăçласа пырать. Юлашки виçĕ çул хушшинче пур предметпа та “пиллĕк” паллă çеç илет, çакна Мухтав хучĕсем те яр-уççăн çирĕплетеççĕ. Пуçаруллă та хăюллă ача палăртнине яланах пурнăçа кĕртме çине тăрать. Вăл уйрăмах çут çанталăк çинчен вĕрентекен наукăпа тата математикăпа интересленет. Акă, Дмитрий 2016 çулта Пĕтĕм тĕнчери “Мириады открытий” конкурса хутшăнчĕ, историпе, биологипе, математикăпа — пĕрремĕш, информатикăпа тата географипе иккĕмĕш вырăнсем йышăнчĕ. Çав çулах Пĕтĕм тĕнчери “Хуласен турнирĕ” математика олимпиадинче çĕнтерỹçĕ Дипломне тивĕçрĕ. Пĕлтĕр Д. Пудовкин Атăл çи регионсем хушшинчи “Пысăк химин малашлăхĕ” олимпиадинче математика енĕпе виççĕмĕш пулчĕ. Çулленех Пĕтĕм Раççейри “КИТ” конкурсăн çĕнтерỹçи пулса тăрать. Иртнĕ çул, сăмахран, вăл Пĕтĕм тĕнчери “Çуркунне-2017” олимпиадăра малти вырăна çĕнсе илчĕ, ку евĕрлĕ “Хăвна шан” математика олимпиадинче те пĕрремĕшех пулчĕ. “РЕБУС” математика, “Çын тата çут çанталăк”, “Золотое руно” конкурссене, “Гелиантус” конкурс-вăййа тăтăшах хутшăнать Дмитрий, “Кенгуру” конкурс-вăйăран та пăрăнмасть: 2015, 2016, 2017 çулсенче унăн çĕнтерỹçин Дипломĕсене çĕнсе илме пултарчĕ. Республикăри чылай конкурс та вăл хутшăнмасăр иртмест. Сăмахран, пĕлтĕр шкул ачисен “Чăваш Республики — математика задачисенче” тата “Шырав” ăслăлăхпа практика конференцийĕсенче иккĕмĕш степеньлĕ Дипломлă пулчĕ. 2016 çулта Пĕтĕм Раççейри ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе йĕркеленĕ “Неопалимая купина” конкурсра пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. 2017 çулта республикăри “Тĕлĕнтермĕш шашкăсем” ăмăртăвĕн зонăри тапхăрĕнче — иккĕмĕш, çамрăк математиксен Чăваш Республикинчи I тата II ялти турнирĕсенче (2016, 2017) пĕрремĕш, виççĕмĕш пулчĕ. Районти конкурссене те хутшăнма çине тăрать Дмитрий. Иртнĕ çул, калăпăр, вĕренекенсен “Шырав” ăслăлăхпа практика конференцийĕнче I степеньлĕ Диплома çĕнсе илме пултарчĕ. Çав çулах вĕренекенсен Пĕтĕм Раççейри технологи енĕпе йĕркеленĕ олимпиадин муниципаллă тапхăрĕнче призер, “ИНФОЗНАЙКА” информатика конкурсĕнче çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ, пушар хăрушсăрлăхĕн, халăх фольклорне пĕлекенсен, сăнỹкерчĕксен конкурсĕсенче те палăрчĕ. Шкулсенчи коллективлă пултарулăх ĕçĕсенче те çине-çинех ырă тĕслĕх кăтартать арçын ача. Çакна йышăннă вырăнсемшĕн панă тĕрлĕ наградăсем те çирĕплетсе параççĕ. Дмитрий йывăрлăхсенчен пĕртте пăрăнмасть, шанăçа çухатмасăр малалла пăхать. Çакă, паллах, пурнăçра ỹсĕм-çитĕнỹ туптама пулăшу кỹрет те ĕнтĕ вĕренỹ отличникне. 2016 çулта вăл вĕренỹри çитĕнỹсемшĕн тата пултарулăхра уйрăмах палăрнăшăн район администрацийĕн пуçлăхĕн Дипломне тивĕçрĕ. Халĕ, авă, черетлĕ çитĕнỹ — Дмитрий — Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендиачĕ!

А. Никифорова.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика