09 февраля 2018 г.

Нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче Шупашкарта И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн культура керменĕн умĕнчи лаптăкра савăнăçлă лару-тăрура шкул автобусĕсен уççисене панă. Мероприятине Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Игнатьев, ЧР вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан С. Кудряшов хутшăннă. Раççей Правительствин “Вĕрентĕве аталантармалли патшалăх енчен пулăшу” çумпрограммипе, Чăваш Республикин “Вĕрентĕве аталантарасси” патшалăх программипе республикăри шкулсене 35 автобус килнĕ. “Паян шкул автобусĕсене усă курмалли вăхăт 10 çулпа танлашать. Эпир нормативлă çак вăхăта пăхăнатпăр, çулленех республика бюджетĕнче шкулсен автопаркне çĕнетме укçа-тенкĕ пăхса хăваратпăр. 2018 çулта Чăваш Ен бюджетĕнче тата 9 шкул автобусĕ туянма 16 млн тенкĕ пăхса хăварнă”, — тенĕ М. Игнатьев. М. Игнатьев транспорт хатĕрĕсен салонне кĕрсе кунти хăтлăх, çутăлăх тата тасалăх шайне хак панă. Трак вăтам шкулĕ те çĕнĕ автобуслă пулнă. Пĕрремĕшĕ 2013 çулта килнĕ. Халĕ икĕ автобуспа 80 яхăн шкул ачине 4 маршрутпа турттараççĕ.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)