Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Янкассем хăйсен музыкçине тулли йышпа аса илчĕç

02 февраля 2018 г.

Янкассем хăйсен музыкçине тулли йышпа аса илчĕç

Районти профессиллĕ паллă музыкçă пулнă, ĕмĕрне Янкасри Культура çурчĕн илемлĕх ертỹçинче ирттернĕ Геннадий Маркович Прокопьев çуралнăранпа кăрлачăн 24-мĕшĕнче 75 çул çитрĕ. Унăн пурнăçĕпе пултарулăхне “Ял пурнăçĕ” хаçатăн кăçалхи 4-мĕш номерĕнче туллин çырнăччĕ ĕнтĕ. Нумай енлĕ талантлă сăвăç-юрăç, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композиторăн кун-çулĕ кĕске пулнине те асăннăччĕ. Вăл 2002 çулхи çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче йывăр чире пула пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Анчах та Янкас тăрăхĕнчи çынсем ăна нихăçан та манмаççĕ — çавра юбилейĕсене йышпа пухăнса ирттереççĕ. Акă, кăрлачăн 27-мĕшĕнче те çав тĕллевпе пухăнчĕ ял-йыш Янкасри вулавăш залне. Вырăн пур таран лăках тулчĕ унта халăх. Ку тăрăхри 5 ялтан килнĕ юратнă кĕвĕ-çемĕ ăстине аса илсе чыслама. Пуçтарăннисем район центрĕнчен килнĕ сумлă хăнасене ăшă кăмăлпа тарават кĕтсе илчĕç. Вĕсен йышĕнче — Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем — районти клуб системин директорĕпе, музыка обществин уйрăмĕн ертỹçипе Н.М. Никоноровпа Н. Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн правлени председателĕ И.А. Прокопьев, республикăри музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕсем — В.В. Рудниковăпа Н.Г. Ершов сăвăç-юрăçсем. Тăваттăшĕ те — ЧР композиторсен ассоциацийĕн пайташĕсем. Асăну кунне Янкасри Г.А. Ильина библиотекарь уçса йĕркелесе пычĕ, Геннадий Марковичăн ырă ĕçĕсене кĕскен аса илчĕ. Г. Прокопьевăн культурăпа искусствăри ăсталăхĕ çинчен унăн тантăшĕ, кỹрши, Янкасри Культура çуртĕнче пĕрле ĕçленĕ Н.Г. Ершов тарăннăн паллаштарчĕ, ăна халалланă сăввисене, вăл çырнă сăвăсене вуларĕ. Николай Гаврилович пултаруллă музыкçăн еткерлĕхне пухса уйрăм кĕнеке туса кăларассипе туса пыракан ĕçсене асăнчĕ. Малалла хаклă хăнасене сăмах пачĕç. Иван Афанасьевич та Геннадий Прокопьевăн иксĕлми талант пулнине палăртрĕ, вăл пурăннă çурт çине Асăну хăмине вырнаçтарас ыйтăва та хускатрĕ. Ун шухăшне пурте ырласа йышăнчĕç. Николай Михайлович асăну кунĕнче Г. Прокопьевăн сыхланса юлнă юррисене юрлама хатĕрррине пĕлтерчĕ. Валентина Васильевна вара Геннадий Марковича халалланă пысăк сăввине вуларĕ. Залра ларакансем те, черечĕпе сăмах илсе, ентеш-музыкçăна ăшшăн аса илчĕç, хăй вăхăтĕнче мĕнле те пулин пулăшу кỹнĕшĕн ăна тав сăмахĕ парнелерĕç. Уйрăмах педагогика ĕçĕн ветеранĕсем — Ю.Н. Ефремовăпа В.А. Правдина, сывлăх сыхлавĕнче вăй хунă Н.В. Кротовăпа ĕç ветеранĕсем — В.К. Васильев, Л. С. Ершова каланисем асра юлчĕç. Ун хыççăн Г. Прокопьев кĕвĕленĕ юрăсенчен хатĕрленĕ пĕчĕк концерт курса савăнчĕ ял-йыш. Унăн юррисене Н. Никоноров, Е. Маркова, Н. Ершов шăрантарчĕç. Юлашкинчен Геннадий Маркович мăшăрĕ — Галина Дмитриевна, хĕрĕсем — Марина, Ирина, Надежда çак мероприятине хатĕрлесе ирттерекенсене чĕререн тав турĕç. Библиотекăн тепĕр залĕнче Г.М. Прокопьев çинчен каласа паракан анлă курав йĕркеленĕ. Çынсем унпа та кăсăкланса паллашрĕç, ку енĕпе тăрăшакансене мухтарĕç.

Н. Янгер.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика