Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи паха парне — сывлăх

26 января 2018 г.

Чи паха парне — сывлăх

Красноармейски ял тăрăхне кĕрекен Кайри Карăк ялĕ пысăках мар. Чăн та, çу кунĕсенче, пỹрт-çурчĕсемпе дача евĕр усă куракансемпе вĕсен ачисем яла килсен, “вăранаççĕ-ха” унăн урамĕсем. Хĕл кунĕсенче вара никамах та унталла-кунталла утнине кураймăн. Анчах та ку чухне те пурнăç “вĕрет” ялта. Акă, Егоровсенех илер-ха. Яла кĕнĕ çĕртех — Тĕп урамра пурăнаççĕ вĕсем. Валерка (Кайри Карăкра ăна çапла чĕннипе пĕлеççĕ — Авт.), калăпăр, çывăхри колонкăран ĕнепе вăкăра тата икĕ сурăхпа 4 путекне шăварма çĕклемпе шыв йăтрĕ. Унтан ăшăнма пỹрте кĕчĕ. Амăшĕпе — Нина Ивановнăпа иккĕшĕ пурăнаççĕ ку çуртра. Н. Егорова — ялта çулĕсемпе чи аслă çын. Кăçалхи кăрлачăн 23-мĕшĕнче 98 çул тултарчĕ. Çавна май хисеплĕ çынна ывăлĕсемпе кинĕсем, 7 мăнукĕпе кĕçĕн 4 мăнукĕ, çывăх ытти çыннисемпе тăванĕсем пур кăмăлтан саламларĕç, татах та вăрăм кун-çул пурăнма çирĕп сывлăх, кил ăшши, телейпе ăнăçу сунчĕç, парнесем кỹчĕç. ...Н. Егорова хамăр районти Кивьялта 1920 çулта çуралнă. Ялти шкулта 4 класс пĕтернĕ. Малалла вĕренме тỹр килмен, çамрăклах ĕçе кỹлĕнме тивнĕ. Мĕн кăна туман-ши? Чăпта та çапнă, вăрман та каснă. Хаяр вăрçă çулĕсенче уйрăмах йывăр лекнĕ хĕре, торф кăларма та хутшăннă-çке. 1947 çулта Кайри Карăка фронтран кăкăр тулли орден-медальпе таврăннă Петр Егорович Егоровпа çемье тĕвĕленĕ. Иккĕшĕ 8 ача çуратса пăхса ỹстернĕ, çĕршывшăн усăллă çын тунă. Асли — Виталий — механизаторта вăй хучĕ, Чернобыльти хăрушă инкеке пĕтерме те хутшăнчĕ, халĕ тăван ялтах пурăнать. Ун хыççăнхи — Володя — районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕнче вăй хучĕ. Вениамин çемйипе Шупашкарта кун кунлать. Вячеслав прокуратура органĕсенче тимлерĕ, ялта капмар çурт хăпартса лартрĕ. Валерка вырăнти хуçалăхра, районти “Сельхозхими” пĕрлешỹре тата райпора тăрăшрĕ. Владик, “Норильскникельте” вăй хунăскер, халĕ Мускав облаçĕнчи Красногорск хулинче тĕпленнĕ. Вася — Камчаткăра, вăл та тăван ялах килĕштерчĕ, кирпĕчрен пысăк çурт çĕклерĕ. Валентин — Шупашкарта, “Симĕс хула” ООО-ра ĕçлет. Кĕçĕннисĕр пуçне ывăлĕсем пурте — тивĕçлĕ канура. Савăнать вĕсемпе, кинĕсемпе, мăнукĕсемпе тата кĕçĕн мăнукĕсемпе Нина Ивановна, хĕпĕртет. Çулĕсем малаллах чупаççĕ пулсан та, вăл хăех çĕрулми шуратса апат та пĕçерет, хăлхи япăхрах илтме тытăнчĕ пулин те, телевизор пăхать, районти “Ял пурнăçĕ” хаçата та алăран ямасть, куçлăхпа вулать. Иртнĕ кунсене аса илме кăмăллать. Чылай самант халĕ те куç умĕнчех-ха унăн, паян пулнă тейĕн. Ят-сумĕ халăхра пысăк Нина Ивановнăн. Хуçалăх ĕçне, тивĕçлĕ канăва тухсан та, тунă. Тăрăшулăхшăн ăна “1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн” тата “Ĕç ветеранĕ” медальсемпе чысланă. Кăмăллăн сăмахласа лартăмăр ялта çулĕсемпе чи аслă çынпа. Вăхăт иртни те сисĕнмерĕ. Сывпуллашас умĕн эпĕ те Нина Ивановнăна менелникĕпе ăшшăн саламларăм, çирĕп те таса сывлăхпа пурăнма юман пек иксĕлми вăй-хал, чăваш сурпанĕ евĕр вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх сунтăм.

В. Данилов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика