12 января 2018 г.
1938 çулхи июльте Япони çарĕсем Владивосток çывăхĕнчи Хасан кỹлли патĕнче СССР территорине тапăнса кĕнĕ. 1939 çулхи çулла Япони çарĕсем Халхин-Гол юхан шывĕ çывăхĕнче СССРпа пĕр-пĕрне пулăшмалли килĕшỹ пур Монголи Халăх Республикин территорине тапăнса кĕнĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне СССРпа Монголи çарĕсем захватчиксене çапса аркатнă. 1939 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче Германи Польша çине тапăннипе иккĕмĕш тĕнче вăрçи пуçланнă. 1939 çулхи сентябрĕн 17-мĕшĕнче Хĕрлĕ çар чаçĕсем СССРпа Польша чикки урлă каçса Хĕвел анăç Украинăпа Хĕвел анăç Белорусси халăхне хỹтĕлеве илнĕ. Ку облаçсем Украина ССРĕпе тата Белорусси ССРĕпе пĕрлешнĕ. 1940 çулхи çулла Бессарабине СССР халăхĕсен туслă çемйине тавăрса панă, каярахпа вăл Молдави АССРĕпе пĕрле Молдави ССРне туса хунă. Çурçĕр Буковина Украина ССРĕн йышне кĕнĕ. 1939 çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕнчен Финлянди СССР çине тапăннă, ăна Германи, Англи тата Франци пулăшнă. Хĕрлĕ çар кунта та хăйĕн çапăçури пысăк пултарулăхне кăтартса панă, шурă финн çарĕсене çапса аркатнă. 1940 çулхи мартăн 12-мĕшĕнче Мускавра СССРпа Финлянди хушшинчи мирлĕ килĕшĕве алă пуснă. Мĕнпур совет гражданĕсем пекех, пирĕн асаттесемпе асаннесем, аттесемпе аннесем Хĕрлĕ çар салтакĕсен паттăрлăхĕпе тата хăюлăхĕпе тивĕçлипех мухтаннă. Пирĕн чылай ентеш ку çапăçусене хутшăннă. Граждансен пухăвĕсенче çавна май ял-хуласен ячĕсене улăштарасси çинчен йышăнусем тунă. 1940 çулхи майăн 21-мĕшĕнче Малти Трак ялĕн гражданĕсен пухăвĕнче хăйсен ялне "Красноармейски" ят пама йышăннă. Июнĕн 11-мĕшĕнче парти райкомĕн бюровĕ ял çыннисен йышăнăвне ырланă. 1940 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕ, çав çулхи августăн 16-мĕшĕнче РСФСР Аслă Канашĕн Президиумĕ Малти Трак ялне “Красноармейски”, Трак районне “Красноармейски” ят парасси çинчен Указсем йышăннă. Çакăн пуçаруçисем хушшинче ВКП(б) Трак райкомĕн çар пайĕн заведующийĕ Иван Николаевич Финдюков та пулнă.
В. Серафимов
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)