29 декабря 2017 г.
Иртнĕ çулхи нарăс уйăхĕнче районти Культура çуртĕнче “Янкас вулавĕсем” ятпа ăслăлăхпа таврапĕлỹ конференцийĕ йĕркеленĕччĕ. Ăна районти Н. Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕ, çавăн пекех Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕ тăрăшнипе ирттернĕччĕ. Конференцине Н.К. Ефимов-Янкас поэта, прозаика, публициста, куçаруçăна халалланă. Шăпах пысăк пĕлтерĕшлĕ çак мероприятире тухса каланисен материалĕсем кĕнĕ те ĕнтĕ “Янкас вулавĕсене”. Ум сăмахне районти Н. Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн ертỹçи И. Прокопьев çырнă. “Такăр çул, “Янкас вулавĕсем” ятлăскерте Иван Афанасьевич асăннă ăслăлăхпа практика конференцийĕн ĕмĕрĕ вăрăм пуласса шаннине пĕлтерет. Кĕнекене хамăр ентешсем-пултарулăх çыннисем — Н. Янкас, Б. Романов, Н. Ершов-Янгер, Г. Ефимов-Тусли, В. Данилов, Н. Карай, В. Романов, Д. Александров, З. Ананьева, Р. Федорова, Д. Иванов, А. Сымокин çинчен конференцире Н. Ершов-Янгер, И. Федорова, С. Гурьева, Л. Тихонова, З. Михайлова, В. Михайлов, Ю. Кузьмина, И. Прокопьев, В. Данилов, В. Ильина, В. Васильева, С. Петрова, Ю. Борисов, Л. Волкова, А. Никандрова, Ю. Романов, Н. Александрова, С. Назарова, И. Герасимова, Р. Яковлева, В. Серафимов тухса каланă сăмахсем кĕнĕ. Вĕсем тăван ен çыннисен пултарулăхĕпе интересленекенсемшĕн питех те усăллă тесшĕн. Çак кĕнекене районти тĕп вулавăшра пичетленĕ, унăн тĕп редакторĕ И. Прокопьев, редакторĕ — В. Данилов, корректорĕ — С. Гурьева.
В. Тавкил.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)