03 ноября 2017 г.
Райпо уполномоченнăйĕсен отчетпа суйлав пухăвĕ иртрĕ. Унта пĕтĕмпе 8 ыйту пăхса тухрĕç. Пухун ĕç органĕсене — мандат, редакци, шутлав комиссийĕсене суйланă хыççăн “Райпо канашĕн 2013—2017 çулсенчи ĕçĕ-хĕлĕ тата райпона 2018 çулта аталантармалли енсем çинчен” райпо канашĕн председателĕ Р. Николаева отчет туса пачĕ. Роза Александровна палăртнă тăрăх, райпо ĕçĕ-хĕлĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 2013—2016 çулсенче 104: ỹснĕ. Кăçалхи 9 уйăхра вăл 270 пин тенкĕпе танлашнă е пĕлтĕрхи çак вăхăтрин 100,1: пулнă. Ваккăн сутмалли тата обществăлла апатланăвăн çаврăнăшĕ 2013—2016 çулсенче 8 миллион тенкĕлĕх пысăкланнă, 2016 çулта 305 миллион тенкĕпе танлашнă. Кăçалхи 9 уйăхра вăл 229,7 миллион тенкĕ пулнă. 2013—2016 çулсенче пурлăхпа техника никĕсне аталантарма 30 миллиона яхăн тенкĕ хывнă, тĕрлĕ шайри бюджета 80 миллиона яхăн тенкĕ налуксем куçарнă. Суту-илỹре вăй хуракансен уйăхри вăтам ĕç укçи 14099-тан 15656 тенкĕне çити (111:) ỹснĕ. 2016 çулта, пĕлтернĕ Р. Николаева, суту-илỹпе обществăлла апатлану предприятийĕсене автоматизацилемелли инноваци проекчĕсене пурнăçлассипе малалла ĕçленĕ. Паянхи кун тĕлне обществăлла апатланăвăн мĕн пур точкисене, çавăн пекех алкоголь продукцийĕ сутаканнисене, ку шутра универмага та, автоматизациленĕ. Кăçал çеç çакна валли 3 миллиона яхăн тенкĕ уйăрнă. 2017 çулхи 9 уйăхра 10 уйăхри план-заданине пурнăçланă, кунпа пĕрлех 14 лавккара тавар çаврăнăшне пĕлтĕрхинчен ỹстерме пултарнă. Обществăлла апатлану çаврăнăшĕ иртнĕ çул 34 миллион тенкĕ пулнă е 2013 çулхин 111:, кăçалхи 9 уйăхра вăл 26,3 миллион тенкĕне çитнĕ е пĕлтĕрхинчен 105: нумайланнă. Харпăр хăй продукцине кăларасси — 111, çурма фабрикатсемпе 122: ỹснĕ. 2014 çулта “Мечта” тата “Пельменное” кафесенче — 1,6 миллион, 2016 çулта “Колос” кафере 1,4 миллион тенкĕлĕх тĕпрен юсав ĕçĕсем тунă. Райпо канашĕн председателĕ отчета малалла тăснă май, 4 çул хушшинче тỹлевлĕ çăмăллăхсем парасси 314 пин тенкĕ е икĕ хута яхăн ỹснине каланă, кăçалхи 9 уйăхра вара иртнĕ çулхинчен 173: пысăкланнă. Туса кăларнă продукци калăпăшĕ 143: е 7,2 миллион тенкĕ пысăкланнă, 2016 çулта 24 миллион тенкĕпе танлашнă. Кăçалхи 9 уйăхра вăл 18 миллион тенкĕ пулнă. Шел, çăкăрпа булка изделийĕсене пĕçерсе кăларасси 460,3-рен 395,5 тоннăна çити чакнă. Булкăсем, сушка, сухари, макарон тата кондитер изделийĕсем хатĕрлесси те сахалланнă. Халĕ Красноармейскинчи çăкăр комбиначĕ çăкăрпа булка изделийĕсен 80 ытла, кондитер изделийĕсен 50 ытла тĕсне пĕçерсе кăларать, 75 процентне райпо лавккисене ăсатать. Вĕсене районти, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти предпринимательсем те, районти бюджет организацийĕсем те хаваспах илеççĕ. Çăкăр комбиначĕн ĕçченĕсем (кунта пурĕ 39-ăн вăй хураççĕ) çуллен тĕрлĕ конкурссене хутшăнса палăраççĕ. Ку хушăрах хатĕрлев çаврăнăшĕ пĕлтĕр, 2013 çулхипе танлаштарсан, 2,3 миллион тенкĕлĕх пĕчĕкленнĕ. Раççейри кооператив юхăмне кĕçех 200 çул çитет. Ку чухне уйрăм йывăрлăхсем пулсан та, ỹсĕмлĕ ĕçлеме условисем пур, тенĕ Роза Александровна. Вăл юлашкинчен райпо ĕçĕн эффективлăхне хăпартмалли майсем çинче тĕплĕн чарăнса тăнă. Малалла пухура райпори ревизи комиссийĕн 2017 çулхи ĕçĕ çинчен унăн председателĕ М. Ефимова отчет тунă. Мандат комиссийĕн доклачĕпе С. Соколов председатель паллаштарнă. Пренире З. Артемьева, М. Игнатьева уполномоченнăйсем, район центрĕнчи апат-çимĕç таварĕсем сутакан 2-мĕш лавкка заведующийĕ И. Тихонова тухса калаçнă. Пуху сỹтсе явнă пур ыйтупа та тивĕçлĕ йышăнусем тунă. Пуху райпо канашĕн председателĕ пулма çитес 5 çула Роза Александровна Николаеванах, çавăн пекех 5 çынран райпо канашне, 3 çынран ревизи комиссине суйларĕ. Пуху ĕçне Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕн çумĕ И. Яшмолкина хутшăнчĕ, сăмах каларĕ. Юлашкинчен ĕç хастарĕсен пĕр ушкăнне ведомство наградисемпе чысларĕç.
В. Данилов.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)