03 ноября 2017 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ С.Молотков йĕркелесе пынипе çул-йĕр хăрушсăрлăхне йĕркелес енĕпе ĕçлекен районти комиссин анлă ларăвĕ пулчĕ. Комисси членĕсемсĕр пуçне унта подрядчиксем тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Малтанах ларура автомобиль çулĕсене хĕллехи тапхăрта пăхса тăма хатĕрлесси мĕнле пынине тата çул-йĕр хуçалăхĕсен ертỹçисем умĕнче кĕркуннехи-хĕллехи вăхăтра автоçулсене тытса тăрас енĕпе тăракан задачăсене тишкерчĕç. Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен районти комисси секретарĕ В. Миронов пĕлтернĕ тăрăх, ку енĕпе районти çулсем çинче виçĕ подрядчик — “Воддорстрой”, “Дормашсервис” ООО-сем тата В. Ермаков уйрăм предприниматель — ĕçлеççĕ. Вĕсем хĕле 100 проценчĕпех хатĕр: техника, хăйăрпа тăвар хутăшĕ тивĕçет. Подрядчиксен представителĕсем — В. Ермаков, В. Трофимов, О. Елисеев та çак сăмахсенех çирĕплетрĕç, “проблемăсем çук”, — терĕç пĕр саслăн. Район администрацийĕн пуçлăхĕ, комисси председателĕ С. Молотков юр çуса лартиччен çул хĕррисенчи курăкпа хыт-хурана çулмаллине, çак кунсенчех хатĕрленỹ ĕçĕсене комиссипе пăхса тухма кирлине, патшалăх технадзорĕн районти инспекцийĕн начальникĕ Ю. Иванов техникăна тĕрĕслев витĕр кăлармаллине, район администрацийĕн строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ С. Григорьев çул хĕрринчи вăрман тăрăхĕсене тасатмаллине, америка вĕренисене касмаллине, “Дормашсервис” ООО ертỹçи В. Трофимов ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен урамсен тасалăхĕшĕн ытларах çине тăмаллине (строительство материалĕсене çул хĕррисене купалаттарма юрамасть, ял хуçалăхĕн тĕрлĕ техникине сапаласа тĕлли-паллисĕр лартма кирлĕ мар), Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Лаврентьев район центрĕнчи çĕнĕ урамсене пăхса тăрассипе ыйтусем тухса тăнине каларĕç. Иккĕмĕш ыйтупа РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи “Цивильский” пайĕн ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ, полици капитанĕ А.Андреев сăмах илчĕ. Вăл районти çулсем çинче кăçалхи 9 уйăхра лару-тăру епле пулнипе паллаштарчĕ. Çак тапхăрти 9 инкекре 2-ĕн вилнĕ (пĕлтĕр — 1), 10-ăн суранланнă (14). Красноармейскинчи “30 лет Победы” урамра, акă, нумаях пулмасть ỹсĕр арçынна автомашина çапса хăварнă, вăл пурнăçран уйрăлнă. Шупуç ялĕ тĕлнелле автомашина çаврăнса ỹкнипе водитель пурнăçĕ татăлнă, унпа пĕрле ларса пыракан пассажир суран илнĕ. Ларура пăхса тухнă ыйтусемпе тивĕçлĕ йышăнусем турĕç, çавăн пекех асăннă комиссин 2018 çулхи ĕç планне çирĕплетрĕç.
В. Данилов.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)