Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене ăçта ĕç тупса памалла?

29 августа 2017 г.

Çак ыйту çине ашшĕ-амăшĕ кăна мар, ачасем хăйсем те хурав шыраççĕ. Вăхăтлăх ĕç вĕсемшĕн тупăшлă кăна мар, усăллă та. Кирек епле çын пекех, унăн та ĕçпе тивĕçтерекен центра пымалла. Чи малтан вăхăтлăх ĕçе вырнаçма тулли мар, нумай ачаллă, пĕчĕк тупăш илекен çемьесенчи ачасен, тăлăхсен, çул çитменнисен учетĕнче тăракансен право пур. Саккунпа килĕшỹллĕн, 15 çул тултарнă яш-кĕрĕмпе ĕç килĕшĕвĕ тăваççĕ. Енчен те вăл çак çула çитмен пулсан, унăн ашшĕ-амăшĕнчен алăпа çырнă заявлени илсе килмелле, паспорт, СНИЛС тата ИНН кăтартмалла. Ачасене ĕçпе тивĕçтерекен центрта çак ĕçсене сĕнеççĕ: шкулсенчи сĕтел-пукана юсасси, ытти ĕçсем; территорисене симĕслентересси, ача-пăча площадкисене юсасси; реклама акцине, курьер ĕçне хутшăнасси. Вĕренекенсен ĕç вăхăчĕ çапларах (вĕренỹрен пушă вăхăтра): 14—16 çулхисен — кунне 2,5 сехет; 16—18 çулхисен — кунне 4 сехет. Каникул кунĕсенче: 14—15 çулхисен — кунне 4 сехет; 15—16 çулхисен — 5 сехет; 16—18 çулхисен — 7 сехет. Çак тапхăрта вăхăтлăх ĕçре тăрăшакан çамрăк ĕç укçисĕр пуçне республика бюджечĕ уйăракан 1275 тенке илет. Çак мел ачана ĕçе хăнăхма, ĕç рынокне туллин кĕме май парать.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика