28 июля 2017 г.
Красноармейски ялĕн хĕвел тухăç микрорайонĕнче çĕнĕ чиркỹ тăвас ĕçсем вăй илсех пыраççĕ. Строительсем кирпĕч хурассине вĕçленĕ ĕнтĕ. Анчах ытти ĕçсем те чылай-ха. Çавăнпах кунти ĕçсене хăвăртлатмашкăн пулăшма чĕнсе калаççĕ. Ырă кăмăллисенчен укçа-тенкĕ, апат-çимĕç (çĕрулми, сухан, кишĕр, çăмарта, аш-какай, консервăсем тата ытти те) йышăнаççĕ. Кунпа пĕрлех ĕç вăйĕ те кирлĕ. Çĕнĕ чиркỹ патне пымалла.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)