Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лайăх пурăнасси хамăртан килет

04 июля 2017 г.

Лайăх пурăнасси хамăртан килет

Районти Культура çуртĕнче Шупашкарти "Капиталлă юсав фончĕ" коммерцилле мар организаци, хăйĕн ĕç планĕпе килĕшỹллĕн, Красноармейскинчи нумай хваттерлĕ çуртсен канашĕсен председателĕсемпе тĕлпулу ирттерчĕ. Унта çỹлерех асăннă организаци представителĕсем А. Шульдяшовпа М. Ананьина хутшăнчĕç. Александр Геннадьевичпа Марина Юрьевна республикăпа районта нумай хваттерлĕ çуртсене юсассипе çыхăннă ĕç-пуçпа тата тĕллевсемпе паллаштарчĕç. Кунпа пĕрлех вĕсем пирĕн тăрăхра нумай хваттерлĕ çуртсене юсамалли программăпа килĕшỹллĕн, халăхран взноссем пухасси мĕнле пыни çинче те чарăнса тăчĕç. Шел те, кăçалхи апрелĕн 20-мĕшĕнче иртнĕ пухуранпа ку тĕлĕшпе пысăк улшăнусемех пулман. Районĕпе (2014 çулхи декабрь — 2017 çулхи апрель) çав взноссене 10 миллион та 512 пин тенкĕ шутласа панă пулсан, 6 миллион та 739 пин тенкĕ кăна тỹленĕ е 64 процент. Ку енĕпе муниципалитетсем хушшинчи рейтинга тишкерес пулсан, Трак ен 15-мĕш вырăнта çеç пырать. Кăçалхи январь-май уйăхĕсемпе илсен вара тỹлев 62 процентпа танлашнă е 22-мĕш вырăн кăна. Май уйăхĕпе илсен, 387 пин тенкĕрен 245 пинне çеç тỹленĕ (64 процент — рейтингра 24-мĕш вырăн). Çавăнпа пĕрлех муниципаллă хваттерсемшĕн тỹлесси те пĕчĕк шайра — ку тĕлĕшпе Красноармейски ял тăрăхĕн администрацийĕн яваплăха ытларах туймалла. Районти 252 çын капиталлă юсавшăн вуçех те тỹлемест. Парăм 2 миллион та 296 пин тенкĕне çитнĕ. Пени кăна — 202 пин тенкĕ. Ку укçа нумай хваттерлĕ çуртсене юсама çав тери кирлĕ. Республика шайĕнче 2018—2020 çулсенче нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсама кĕске вăхăтлăх программа йышăнаççĕ. Çỹлерех асăннă суммăлăх вара, паллах, районта тумалли ĕç калăпăшĕ чакать. Программăпа пăхнă çуртсем çавна пулах унта кĕмесĕрех тăрса юлаççĕ. Тĕлпулура нумай хваттерлĕ çуртсен канашĕсен председателĕсем çурт тăррисенчен (сăмахран, Ленин урамĕнчи 38-мĕш) шыв анни, шыв юххисем йĕркеллĕ ĕçлеменни (Механизаторсен урамĕнчи 12-мĕш, Ленин урамĕнчи 20-мĕш, 57-мĕш çуртсем) пирки ыйтусем хускатрĕç. Çаксене “Коммунальщик” УК” ООО-н çивĕчрех пăхса-тĕрĕслесе-юсаса тăмалла (тĕлпулура асăннă ООО-н ĕç тăвакан директорĕ Н. Романов та пулчĕ). Тĕлпулура ытти ыйтусемпе пĕрлех тирпей-илем кĕртессипе çыхăннисене те çĕклерĕç. Унчченхи евĕрех, çынсене “хуçасăр” качакасем урамсенче ирĕккĕнех çỹрени хумхантарать. Г. Степанов урамĕнчи пĕвен дамби çинчи, Школьнăй тăкăрлăкри йывăçсене касса тирпейлесси пирки те ыйту пулчĕ. Районпа Красноармейски ял тăрăхĕсен администрацийĕсен ку ĕçе, паллах, пĕрле канашласа туса пымалла. Укçа-тенкĕпе çыхăннă ыйтусем те çук мар. Шел те, вăл тивĕçсех пымасть. Апла пулсан, ку ыйтусене татса пама пĕтĕм общественноçа (халăха) явăçтарма çине тăмалла. Кашнин пуçаруçă пулмалла. Çак евĕр тĕслĕхсем вара хамăр тăрăхрах çук мар. Красноармейскинчи Мефодьевсен çемйи, калăпăр, ĕлĕкхи Трак пуххине анмалли пусма-картлашкана тĕпрен çĕнетрĕ (унчченхине 20 çул каялла тунăччĕ). С. Григорьев.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика