30 июня 2017 г.
Республика кунĕнче Трак енре те тĕрлĕ мероприятисем иртни, вĕсен шутĕнче Çĕньял Упин яла йĕркеленĕренпе 715 çул çитнипе çыхăннă уяв та пулни çинчен хаçатăн иртнĕ номерĕнче пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Паянхи кăларăмра вара кун пирки тĕплĕнрех каласа, çырса-ỹкерсе парăпăр. КĂШТАХ ИСТОРИРЕН. Районти “Ял пурнăçĕн” “Трак тăрăхĕнчи ялсем” кĕнекинче (Красноармейски, 1995 çулхи кăрлач) В. З. Константинов ку ял пирки акă еплерех çырать: “Çĕньял Упи — Синьял Убеево. Упи монгол чĕлхинче “асли” тенине, кипчаксен “Ỹпи” сăмахĕ кил хуçипе унăн хуçалăхне ăнлантарать иккен. 1859 çулхи перепиçре ялти 35 çемьере 216 çын пурăннă, 106-шĕ — арçын. 1907 çулта халăх йышĕ 363-е çитнĕ. 1989 çулта 82 арçынпа 128 хĕрарăм шутланнă. Халĕ 189 çын, 81 хуçалăх. Ялти çамрăксен организацине йĕркелекенĕ Александр Сымокин пулнă. Кайран вăл республикăри комсомол обкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче ĕçленĕ. В. Ф. Романов — истори наукисен докторĕ. Çав хушăрах юрăсем те çырать. М. С. Терентьев-Аттай та хăйĕн сатирăллă сăввисемпе палăрнă”. (Чăн та, халĕ виççĕшĕ те пирĕн хушăра çук ĕнтĕ — В. Д.). Çĕньял Упи çав тери илемлĕ вырăнта ларать. Ял çумĕнче — симĕс курăклă улăх, çур çухрăмра Мăн Çавал юхан шывĕ юхса иртет. Уяв кунĕнче ир-ирех вăранчĕ ял. Кунта пурăнакансем хатĕрленỹ ĕçĕсем сахал мар пурнăçланă. Кил умĕсенче тирпей-йĕрке тунă. Ял пуçĕнче, лаштра йăмрасем айĕнче, сцена ăсталанă. “В. Романова — 80 çул”, ытти стендсем тунă, ку ялтан тухнă çыравçăсен кĕнекисен, ал ăстисен ĕçĕсен куравĕсене йĕркеленĕ. Наталия Петрова, Анна Владимирова, Анна Артемьева, Марина Рябчикова, Галина Павлова, Любовь Данилова, Лия Павлова, ыттисен ĕçĕсем умĕнче куракансем чылайăнччĕ. Çынсем килти ĕç-пуçа пуçтарса килсех тăчĕç. Вун пĕр сехет çитеспе Çĕньял Уписем хăнасене çăкăр-тăварпа, чăвашсен кăпăклă сăрипе кĕтсе илчĕç. Ял уявне Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Лаврентьев уçрĕ, пуçтарăннисене Республика кунĕпе, ял праçникĕпе ăшшăн саламларĕ. “Илемлĕ сирĕн тăрăхра. Кунтах, авă, районти сунарçăсен биатлонне пуçласа ирттерме пултартăмăр”, — терĕ Андрей Валентинович. Унтан сцена çине ку енри художество пултарулăх коллективĕ тухрĕ, ял гимнне шăрантарчĕ (сăмах май, вăл хальлĕхе пур ялăн та çук-ха — В. Д.). Малалла Çĕньял Упи историйĕпе çак ял çынни, район хаçачĕн тĕп редакторĕнче нумай çул вăй хунă, чылай кĕнекесемпе брошюра авторĕ И. Прокопьев журналист-таврапĕлỹçĕ (халĕ Иван Афанасьевич районти Н. Янкас ячĕллĕ культура, литературăпа искусство пĕрлĕхне ертсе пырать) паллаштарчĕ. “Виççĕмĕш уяв ку пирĕн. 2002 çултанпа кашни 5 çулта пĕр хутчен пухăнатпăр. Кăçал, акă, Çĕньял Упи 715 çул тултарнине паллă тăватпăр. Тата ентешĕмĕрсем — В. Романов ăсчах-композитор çуралнăранпа — 80, ВЛКСМ обкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче ĕçленĕ А. Сымокин çĕр çине килнĕренпе 110 çул çитнине палăртрăмăр”, — пĕлтерчĕ вăл. Иван Афанасьевич хăйĕн сăмахĕнче ял хăçан пуçланнине, çакă Атăл çинчи Пăлхар патшалăхĕ йĕркеленнипе çыхăннине, халап мĕн каланине, ялсен списокĕ çирĕпленсе пынине, Çĕньялсем Хĕлеçрен куçса килнине, ял çыннисем çутталла туртăннине асăнчĕ. Ялăн паллă çыннисен йышне маларах асăннисемпе пĕрлех вăл И. Алексеева (Упи вулăс земство управин ĕçтăвкомĕн председателĕнче, Янкаспа Алманч пуçламăш шкулĕсен заведующийĕнче ĕçленĕ), М. Терентьев (Аттай) поэта (ун ячĕпе халĕ ял урамĕ хисепленет), Ф. Романова (Федор Романович коммунăна малтан кĕрекенсем хушшинче пулнă, яваплă тĕрлĕ должноçра тимленĕ, вăрçăра капитан 1944 çулхи июньте пуçне хунă) кĕреççĕ. Сăмах май, Тăван çĕршывăн 1941—1945 çулĕсенчи Аслă вăрçине пысăк мар Çĕньял Упирен кăна 70 ытла çын тухса кайнă, 43-шĕ каялла таврăнайман. Уявра пулнисем вăрçăра тата ун хыççăнхи тапхăрта пурнăçран уйрăлнисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç. Ялти пултаруллă çынсен йышĕнче çавăн пекех Хĕрлĕ Çăлтăр, Отечественнăй вăрçăн I—II степеньлĕ орденĕсене тивĕçнĕ И. Семенова, 3-мĕш степень Мухтав орденĕпе наградăланă А. Кротовпа А. Никитина, 5 орденпа медаль кавалерĕ пулнă С. Симьянова, Хĕрлĕ Çăлтăр орденлĕ пулса тăнă М. Федотова асăнма пулать. Я. Симьянов вара хăй вăхăтĕнче Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче яваплă ĕçре тимленĕ. Г. Данилов Çурçĕр флочĕн авиацийĕнче 1 класлă летчик пулнă, отставкăри майор. Л. Николаев — 2004—2016 çулсенче Пильнăри ЛПУМГ директорĕ. А. Яковлев — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, паллă журналист. Д. Петров — Хусан хулин хисеплĕ гражданинĕ, унти консерватори преподавателĕ. М. Афанасьев — çĕршыври Ленинла комсомол премийĕн лауреачĕ. И. Алексеев механизаторпа Е. Петрова “Хисеп палли” ордена тивĕçнĕ. Иван Афанасьевич ял пурнăçĕнчи интереслĕ пулăмсене те илсе кăтартрĕ. Калăпăр, Çĕньял Упире пуçласа патефон янраттараканни В. Захаров пулнă. Пĕрремĕш велосипед М. Симьянов туяннă. Пĕрремĕш мотоцикл хуçи — П. Филиппов. Сасăллă пĕрремĕш кинофильм 1938 çулхи августра кăтартнă, электричество çути 1940 çулхи ноябрĕн 14-мĕшĕнче килнĕ, район шайлĕ пĕрремĕш вулавăш 1949 çулта уçăлнă. Пĕрремĕш телевизора П. Корнеев туяннă. “Çапла, Çĕньял Упи пурăнать. Унăн хастар ывăл-хĕрĕ тăрăшнипе ял историйĕ халĕ малалла çырăнать”, — терĕ И. Прокопьев. Ял çыннисене сумлă уяв ячĕпе саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-вĕрентỹ пайĕн начальникĕ С. Григорьева та килнĕ. “Сирĕн ял историйĕ çав тери пуян. Ăнăçу сунатăп. Ял урамĕсенче ача сасси ытларах илтĕнтĕр. Сывлăх пултăр”, — палăртрĕ Светлана Анатольевна, Р. Спиридонова, В. Прокопьев, Е. Порфирьева, Е. Герасимова, Р. Кротова хастарсене район администрацийĕн Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Тăрăшуллисене Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Лаврентьев та парнесемсĕр хăвармарĕ. Иван Афанасьевич Прокопьев журналист-таврапĕлỹçĕне, ав, “Красноармейски ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ” ят панине пĕлтерчĕ, ăна хĕрлĕ хăю, 10-мĕш номерлĕ свидетельство тата ятарлă паллă пачĕ. Андрей Валентинович кунпа пĕрлех Г. Иванована, В. Ильина, Т. Алексеевана, Р. Филиппована Хисеп грамотисемпе, Е. Петрована, А. Леонтьевана, В. Гордеева, И. Степанова, Е. Сергеевана, В. Кротова Тав хучĕсемпе чысларĕ. “Единая Россия” партин районти уйрăмĕн Тав çырăвне “Трак ен” ентешлĕхĕн правленийĕн председателĕн çумĕ А. Яковлев журналист тивĕçрĕ. Малалла “Трак ен” ентешлĕхĕн правленийĕн председательне, районти депутатсен Пухăвĕн депутатне А. Львова сăмах пачĕç. Алексей Николаевич Çĕньял Уписене Шупашкарти ентешсенчен пысăк салам йышăнма ыйтрĕ. “Сывлăх, телей, юрату пултăр пурин те. Ял илемлĕ вырăнта ларнăран-ши сирĕн тăрăхран маттур çынсем чылайăн тухнă. А. Яковлев, сăмахран, Чăваш Республикин Крымри тата Севастополь хулинчи полномочиллĕ представителĕ. Шупашкара Республика кунне килнĕ. Шел, уява çитеймерĕ. Ял-йыша салам калама ыйтрĕ. Чăваш халăх поэчĕн Ю. Сементерĕн ăшă саламне те йышăнсамăр”, — терĕ вăл. Ентешлĕх ертỹçи çавăн пекех Л. Николаева Кубок тата ентешлĕхĕн “За дружбу и верность” медальне, Ю. Романова ентешлĕхĕн “За дружбу и верность” медальне (79-мĕш №), ял старостине О. Кольцова, унăн çумне О. Данилована, Е. Симьянована Хисеп грамотисемпе, А. Алексеева, В. Афанасьева, В. Прокопьева Тав хучĕсемпе чысларĕ. И. Прокопьев ялăн “Хисеп кĕнекине” кĕме С. Кольцов, И. Тимофеева, Г. Прокопьева тивĕçнине пĕлтерчĕ, районти Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн Хисеп хутне И. Кротова, Л. Петрована, Н. Прокопьевана пачĕ. “Çĕньял Упи ялĕн хисеплĕ гражданинĕ” ята (2-мĕш номерпе, пĕрремĕшне Вилорик Федорович Романов ăсчах-композитор тивĕçнĕччĕ) отставкăри майор Герман Данилович Данилов илме тивĕç пулчĕ. Герман Данилович уявра сăмах та каларĕ. Вăл ял çыннисене тав турĕ, праçник ячĕпе пур кăмăлтан саламларĕ, хăйĕн аса илĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Авиаци училищи хыççăн ăна Çурçĕр флотне янă. Эскадрилья командирĕн çумне çити ỹснĕ. Г. Данилов Ю. Гагарин космонавта та курнă-мĕн. Çурçĕр полюсне, Камчаткăна вĕçнĕ иккен. Топливо пĕтнине пăхмасăр самолета çĕр çине лартни те пулнă. Çĕньял Упирен, вăл каланă тăрăх, офицерсем 15-ĕн тухнă, чылайăшĕ пурнăçран уйрăлнă ĕнтĕ. Герман Данилович праçнике мăшăрĕпе — Зоя Кондратьевна Моронцовапа пĕрле килнине те пĕлтĕм, иккĕшĕнпе те тĕл пулса сăмахларăм. Уявра çавăн пекех “Звезда” колхоз председателĕнче 4 çул вăй хунă Л. Журавлев (спонсор пулăшăвĕ те пачĕ), В. Ф. Романов ăсчах-композиторăн йăмăкĕ — Любовь Федоровна, М. Кротов, ку ял кĕрỹшĕ Н. Ершов (Николай Гаврилович хăй çырнă “Тавах сире, хисеплĕ ял-йышсем!” сăввине вуласа пачĕ), ялта çулĕсемпе чи аслă арçын И. Степанов, Л. Николаев (Лев Георгиевич çырма-çатрасен, паллă ытти вырăнсен авалтан пыракан ячĕсене аса илчĕ, хăй çырнă сăвва пăхмасăр вуласа тĕлĕнтерчĕ) сăмах каларĕç. Ятарлă комисси ал ĕç ăстисен куравĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ, пурне те пĕчĕк парнесем пачĕ. Уявра спорт ăмăртăвĕсем те пулчĕç. Киров хулинчен отпуска тăван яла килнĕ Н. Алексеев (Николай Федорович 1952 çулта çуралнă, çыхăнури яваплă тĕрлĕ должноçра вăй хунă) йĕркелесе пынипе яш-кĕрĕм вĕрен туртса, волейболла выляса тата ытти енре тупăшрĕ. Уявăн официаллă пайĕ хыççăн концерт пуçланчĕ. Сцена çине Çĕньял Уписемпе пĕрлех Кĕçĕн Шетмĕри юрă-ташă ăстисем те тухрĕç. Ташăсем те пулчĕç. Уявра пулнисене тутлă шỹрпепе, кукăль-икерчĕпе, чăвашсен кăпăклă сăрипе хăналарĕç. Праçникре каçченех савăнчĕ, вăй пухрĕ ял-йыш. Йĕркелỹ комитечĕ ял уявне ирттерме пулăшу кỹнĕшĕн “Таябинка” Агрофирма” ООО-на ăшшăн тав тăвать.
В. Данилов.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)