20 июня 2017 г.
(Совет Союзĕн Геройне Владимир Васильевич Васильева чыслăн асра тытса)
Красноармейскинчи В. Васильев ячĕллĕ урампа утатăп эпĕ. Ленин урамĕпе юнашар вырнаçнă вăл. Паттăр ячĕпе хисепленекен урамра Культура çурчĕ, район прокуратури, ПФРăн Çĕрпỹ районĕнчи управленийĕн пирĕн районти уйрăмĕ, йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинат, “Мастер” лавкка, нумай хваттерлĕ çуртсем вырнаçнă. Кам-ха вăл В. Васильев? Владимир Васильевич Васильев хамăр районти Мăн Шетмĕ ялĕнче Василийпе Марфа Захаровсен çемйинче 1911 çулхи июлĕн 7-мĕшĕнче кун çути курнă. Ашшĕпе амăшĕ ахаль хресченсем пулнă. Çемьери пиллĕкмĕш ача вăл. Аппăшĕсем — Верукпа Хветле, пиччĕшĕсем — Лариванпа Якур пĕчĕк пепкене юратуллăн вĕрентсе ỹстернĕ, ашшĕ-амăшĕ пек пулма хăнăхтарнă. Ĕçе юратса пурнăçлама вĕрентнĕ. Каярах пур ĕçе те парăнтарма пултарнă вăл: килте выльăхсене пăхнă, вĕсене çитерме уя илсе тухнă, ял кĕтỹçĕнче çỹренĕ, тырă акнă, ăна вырса пухнă, авăн çапнă. Выçлăх çулĕ никама та шеллемен. 1921 çулта ашшĕпе амăшĕ пĕр уйăх хушшинче пурнăçран уйрăлнă. Володя ун чухне вуннăра пулнă. Хăр тăлăх ача ялти ача садĕнче пурăнма пуçлать. Ку çуртăн историйĕ халĕ те упранать: 12 ачаран тăракан вырăс ушкăнĕ тата чăваш ачисем 26-ăн хỹтлĕх тупнă кунта. Выçлăх кунта та палăрнă: пĕчĕкскерсене кунне пĕр хутчен çеç апатлантарнă. Вăхăчĕ калама çук йывăр пулнă: выçлăх çынсене çава пек çулнă, кунсăр пуçне граждан вăрçи алхаснă, ачасене ашшĕсĕр хăварнă. Ачаранах Володя хастарлăхпа палăрнă. Пур йывăрлăха та тỹсме хăнăхнă. Ĕç-пуç патне пĕчĕклех çыпçăнни ăна малти ретре пыма май панă та. Вăрçă вăййисенче В. Васильев яланах командир пулнă, ыттисене хăй хыççăн ертсе çỹреме пултарнă. 1918 çулта Юнкун ялĕнче (Дворики) халăх çурчĕ уçăлни те каччăн тавракурăмне анлăлатма пулăшнă. Тата Мăн Шетмĕ тăрăхĕпе Хурăнлă çул (Çар çулĕ) иртни тĕрлĕ уявсем йĕркелеме май панă. Кунтан пĕрремĕш тĕнче тата граждан вăрçисенчен таврăнакансем халăх умне тухса калаçусем ирттернĕ. Авă, ун чухнехи паттăр салтак Матвей мучи 3 тата 4 степеньлĕ Георги хĕресне тивĕç пулнă, Энтри мучи вара В. Чапаевпа юнашар çапăçнă. Выльăхсене юратакан Володя утлă çар çинчен кĕнекесем вуласа йăпаннă, хастарланнă. Килĕнче лаша пулман пирки кăмăлсăрланнă вăл. Улăп-паттăр сăнарĕ куçĕ умĕнчен кайма пĕлмен. 1927 çулта Володьăна Якур пиччĕшĕпе пĕрле çĕр пỹртре пурăнма тивнĕ. Каярах кĕлетне пăсса вĕсем пỹрт майлаштараççĕ. Коллективизаци тапхăрĕ çитнĕ. Вăл ял халăхне пĕр çĕре пуçтарни нумайăшне савăнтарнă. Четриксем пĕрлешỹллĕ “Ыраш” хуçалăха пĕрлешнĕ. Юрă-кĕвĕ таврана сарăлма тытăннă. Тепĕр çултан В. Васильев “Красная Шатьма” колхозра вăй хума тытăннă. Кунта “Асамат” ятлă лашапа ĕç-пуç пурнăçланă. Часах каччăн салтак ячĕ тухнă. Унăн çар служби утлă çарта иртет. Ăна унран телейлĕ яш çук пек туйăннă — вăл Тăван çĕршыва хỹтĕлеме тивĕç пулнă-çке. Ял-йышра хисепе тивĕç пулни, ĕçрен вуçех хăраманни кунта та питĕ кирлĕ пулнă. Командирсем каланине васкавлă тата питех те лайăх пурнăçланă вăл, салтаксем хушшинче хисепре пулнă. Белорусси тăрăхĕнче ирттернĕ вăл çар хĕсметне, хастар кавалеристсенчен пĕри шутланнă. Вăл вăхăтри патриотла юрăсем те çунатлантарнă пулас ăна. Салтак шинельне хывсан каччă Чул хулана çул тытать. Кунти чукун çул станцийĕ ăна хапăл тусах йышăнать — çак тытăмри милици ĕçченĕ пулса тăрать вăл. Часах Валя Кислицина ятлă хĕрпе паллашать. Вырăс хĕрĕ Чул хулана Новое Доскино ялĕнчен килсе шут ĕçченĕ пулма тĕллев тытнă. 1938 çулхи апрелĕн 20-мĕшĕнче çемье çавăраççĕ вĕсем. Мăшăрĕн ашшĕпе амăшĕ пулăшнипе асăннă ялта пỹрт-çурт, хуралтăсем çĕклесе лартса пурăнма тытăнаççĕ. Виçĕ çул хушши чукун çул тытăмĕнчи йĕрке хуралĕн органĕсенче тăрăшать пирĕн ентеш. Каярах мăшăрĕ сĕннипе ку ĕçе хăварать.Токаре вĕренет. Анчах часах çар шинелĕ тăхăнма тивет В. Васильевăн. Вăл Чул хулари Кремльте çамрăк салтаксене çар искусствине вĕрентет. Тĕнчере вăрçă “шăрши” сарăлни палăрать. В. Васильева курсантсемпе пĕрле Хĕвел анăç Украинăна куçараççĕ. Часах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланать. Мăн Шетмĕ тăрăхĕнчи Кушарта тĕпленнĕ В. Васильевăн Вера аппăшĕ Кристина хĕрĕпе кăна тăрса юлать. Унăн ывăлĕсене — Петĕрпе Володьăна фронта илеççĕ, вĕсем яланлăхах вăрçă хирĕнче выртса юлаççĕ. Хĕветĕр кĕрỹшĕ те пуçне хурать. Хĕветле аппăшĕн упăшки те киле таврăнаймасть. В. Васильева та вăрçа кайма повестка параççĕ. 1942 çул. В. Васильев Воронеж фронтĕнче. Сталинграда нимĕçсене парас мар тесе тăшмана çунтарать кăна. Çапăçу хыççăн çапăçу. 1942 çулта пирĕннисем тăшман ункине лекеççĕ. Ункă татăлать, анчах В. Васильев çурăмран аманать. Киров хулинче сипленнĕ тапхăрта ку облаçри Тыришкино ялне кĕрсе тухать. Ачисемпе — Генăпа тата Гальăпа курнăçать. Мăшăрĕ — Валентина Александровна пепкисене кукамăшĕ патĕнче усранă-çке. Сывалнă хыççăн В. Васильев каллех кавалеристсен курсĕнче пĕлĕвне ỹстерет. 1944 çулта курсантсене каллех фронта ăсатаççĕ. 1943 çулхи октябрĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа вăл Воронеж фронтĕнче. Фронт командующийĕ — Ф. И. Голиков. Пирĕннисем тăшмана хĕвел анăçнелле хăвалаççĕ. Вăрçă фашистсен йăвине — Берлина çывхарать. Тăван çĕршыв тăшманран тасалать. Пĕрремĕш Украина фрончĕ 1945 çулхи январĕн 7—20-мĕшĕсенче 410 км малалла каять. Малта — Одер юхан шывĕ. Çак плацдарм И. Конев маршал ертсе пыракан Пĕрремĕш Украина фрончĕн аллинче. В. Васильев та çак йышра. Акă мĕнле çырать пирĕн ентеш, нумай кĕнекесен авторĕ П. Трофимов полковник: “Çак плацдарма тытса тăрас тесе кавалеристсем (пĕрремĕш кавалери корпусĕ, Баранов генерал-лейтенант) чи малти рете йышăнчĕç, çапăçăва хутшăнчĕç. Одер урлă каçма пултарчĕç. Тăшман хаяр, пур вăйне кунта куçарнă. Январь уйăхĕ пăрлă. Акă, тепĕр енне каçсан пирĕннисем нимĕçсен окопĕ-траншейисене йышăнма вăй çитерчĕç. Тăшман çĕнĕ вăйсем пухсах тăрать, пирĕн çарсене çапса аркатасшăн вăл. В. Васильев аслă сержант станковăй пулемет командирĕччĕ. Ăна ку таранччен пĕлмен-палламан салтак юлман, çавăнпа шаннă та пирĕн ентеше чи яваплă çапăçусене кĕме. Гитлеровецсем пĕр шиксĕр, пытанмасăр утаççĕ пирĕннисем еннелле. Акă, “Максим” станковăй пулемет миçе хут ĕнтĕ тăшмана каялла чакарать. Çавăнпа çавапа çулнăнах шаплатаççĕ çĕр çине нимĕçсем. Пулемет умĕнче кам тетĕр? Пирĕн ентеш — В. Васильев. Владимир Васильевич урăх çĕре куçма ĕлкĕрет, турат, çум курăкпа витĕнсе тăшмана тăхланпа çунтарать. Вăл пĕччен мар, расчет тени темиçе салтакран тăрать. В. Васильевăн пулемечĕ арканчĕ тесе фашистсем хăрамасăрах утаççĕ. 700—800 метр юлсан пулемет шатăртатни илтĕнсе каять. Шăв-шав, çухăрашу таврана хуплать. Канса илме вăхăт. Нимĕçсем каялла чакаççĕ. Ирĕклĕн сывласа илме май та çук-мĕн. Нимĕç пулемет расчетне пĕтересшĕнех. Пулемет хупăлчи, ав, тăватă çĕртен шăтнă. Шăтăксене В. Васильев ваткă пиншакĕпе хуплать те пеме тытăнать. Талăк хушши тăсăлать çапăçу. Расчетри салтаксем пĕрин хыççăн тепри куçĕсене хупрĕç. В. Васильев командир та аманчĕ. “Сдавайся, рус!” илтĕнет хыçра. Ку татах та хăватлантарать ентешĕмĕре — пĕрин хыççăн тепри йăванаççĕ нимĕçсем. Акă, Кочетов ертсе пыракан çĕнĕ чаçсем çитсе тăчĕç. Анчах вĕсем çакна асăрхарĕç: В. Васильев пулемет гашеткине çирĕп тытнă та расчет хушшинче тапранмасăр выртать”. Награда хучĕ кĕске: “Он до конца выполнил свой воинский долг перед Родиной”. Мăн Шетмĕ шкулĕнчи пионерсен отрячĕ В. Васильев ячĕпе хисепленет. Пĕлỹ керменĕ умĕнче паттăр палăкĕ пур. Польша çĕрĕ çинче, 1945 çулхи январĕн 24-мĕшĕнче пуçне хунă пирĕн паттăр ентеш. Вăл Кендзежин хулин (Опльск воеводстви) масарĕнче, 68-мĕш номерлĕ вил тăпринче ĕмĕрлĕх кану тупнă. Типтерлесе, пăхсах тăраççĕ ăна вырăнти çынсем, шкул ачисем. Çын çурăмĕ хыçĕнче тăман В. Васильев. Ачаран хăнăхса пынă йĕрке-куркаран пăрăнман. “Берите с меня пример” тĕллев пулса тăнă унăн. 34 çулта В. Васильев куçне хупнă. Çар ĕçĕ-хĕлĕнче чăн-чăн ăста шутланнă. “Владимир Васильев тăшмана наступлени пуçлама чарса тăратчĕ, — çапла çырнă пирĕн ентешпе çапăçура пулнă Степановпа Жгутов салтаксем. — Ун хỹттипе эпир çĕнĕ вырăнсене алла илеттĕмĕр. Тăшмана çапса хуçса çурт хыççăн çурт пире куçатчĕ”. Кирек епле вăрçăра та кавалеристсем, утлă отрядсем, корпуссем малти ретре пулнă. Сасартăк тапăнса тăшмана вăйран янă. Танксемпе пĕрле чухне татах та хăпарса пынă вĕсен пĕлтерĕшĕ-хакĕ (конно-механизированные группы). 1942 çулта кун пек корпуссем 17 пулнă, 1943 çулта 8 юлнă — ытла хыт çунтарнă-çке артиллерипе авиаци, танксем. Кавалерин те паттăрлăхĕ çирĕпленсех, ỹссех пынă. Мускав çывăхĕнче çапăçнă пĕрремĕш гварди кавалерийĕн корпусĕ (Л. Доватор генерал-майор) уйрăмах паттăрлăхпа палăрнă. Польша çĕрĕнче пулса иртнĕ çапăçусенче 600 пин ытла салтакпа офицер пуçне хунă. Вĕсен шутĕнче пирĕн ентеш В. Васильев та. “Правда” хаçат ăна Совет Союзĕн Геройĕ ятне парасси çинчен калакан Указа пичетлесе кăларнă. Вăл çемйипе пурăннă Новое Доскинора палăк лартнă. Мăн Шетмĕре вара унăн бюстне вырнаçтарнă. Авторĕ — Малти Карăкри В. Александров-Анчамас скульптор. Красноармейскинчи ун ячĕллĕ урамри пĕр çурт çине Асăну хăми çакнă. Унăн 100 çулхи юбилейне тăван ялĕнче паллă турĕç. Районти таврапĕлỹçĕсен обществин председателĕ В. Константинов-Владимир Улăхсем В. Васильева халалласа 2012 çулта “Кладезь здоровья и патриотизма” кĕнеке пичетлесе кăларчĕ. Паттăрсем çухалмаççĕ. Вĕсем ялан халăх асĕнче юлĕç.
В. Рудникова.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)