12 мая 2017 г.
Ыран Кивĕ Йĕкĕт ялĕнче пурăннă ĕç ветеранĕ, пилĕк ача амăшĕ К. К. Никифорова çĕре кĕнĕренпе çур çул çитет. Майăн 17-мĕшĕнче вара мăшăрĕ, Василий Никифорович, пирĕнтен уйрăлса кайнăранпа ултă çул пулать. Калерия Константиновна Никифорова (Логунова) 1936 çулхи апрелĕн 8-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпỹрт ялĕнчи йышлă çемьере çуралнă. Логуновсем ку тăрăхра чыслă ĕçпе ырă ят çĕнсе илнĕ йăх шутланнă. Калерийăн ашшĕ, Константин Логунов, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан фронта тухса кайнă, Сталинград патĕнчи пĕр хаяр çапăçура хыпарсăр çухалнă. Пилĕк çулхи хĕрача юратнă ашшĕне тĕлĕкри евĕр çеç ас тунă. Амăшĕн, Елена Логунован, 4 ачине — Феклăна, Ильяна, Калерийăна, Петĕре — хăрах çунат айĕнче çитĕнтерме тивнĕ. Вăрçă вăхăтĕнчи калама çук йывăр пурнăçа пула çемье Казахстан тăрăхне тухса каять. Кунта та хура-шурне, нуша-тертне сахал мар курма тивет ашшĕсĕр юлнă ачасен. Пирĕн çарсем хаяр вăрçа Çĕнтерỹпе вĕçлесен çемье тăван тăрăха таврăнать. Çуралнă енрен аякра пулнă чухне Логуновсен пỹрт-çурчĕпе хуралтисем тĕппипех вут-çулăмра çунса кĕлленнĕ. Пĕр тапхăр вĕсен тăванĕсем патĕнче хỹтлĕх тупмалла пулнă. Анчах пус çумне пус хушса пĕчĕк пỹрт хăпартса лартма вăй çитерет амăшĕ. Калерия вырăнти шкулăн çичĕ класне вĕренсе пĕтерет. Класс ертỹçин “Ачасем, хăвăр çимесĕр юлнă çăкăр татăккине ан пăрахăр, ăна Калерийăна парăр” сăмахсене вăл мĕн юлашки кунчченех асĕнче тытнă. Пурнăçне малалла тăсас тĕллевпе нимĕнле ĕçрен хăраман 17—18 çулсенчи хĕр Урал тăрăхĕсенчи стройкăсене ĕçлеме тухса каять, Каменск-Уральски хулинче тĕпленет. Шăп çак тапхăрта паллашать те ĕнтĕ вăл кунта вăй хума килнĕ Кивĕ Йĕкĕт каччипе Василий Никифоровпа. Икĕ çамрăк чĕре пĕр тĕвве пĕрлешеççĕ. Çапла вара 1955 çулхи декабрьте Никифоровсен çемйи çуралать. 1956 çулхи сентябрьте Ирина çут тĕнчене килет. Çавăн хыççăн вĕсем Кивĕ Йĕкĕте куçса килеççĕ. Василий Никифоровичсăр пуçне килĕнче тата виçĕ хĕр çитĕннĕ. Ун чухне улăм витнĕ çурт çеç пулнă мăшăрĕн çуралнă ялĕнче. Йĕпе-сапаллă çанталăкра шăпăртатса çумăр аннă. Никифоровсем вăй çитерсе çĕнĕ çурт-йĕр çавăраççĕ, иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче унта пурăнма куçаççĕ. Çур ĕмĕр ытла пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăннă Никифоровсем. Чăваш чĕлхинче “çỹпçипе хупăлчи” текен сăмах çаврăнăшĕ пур. Ăна Василий Никифоровичпа Калерия Константиновна пирки каланăнах туйăнать. Вĕсем çемьене, пурнăçа, çут çанталăка юратнă, малашлăхпа пурăннă. Кил хуçи хĕрарăмĕ тĕрлеме, çыхма ăста пулнă, кĕрепле-сенкĕ аврине те хăех лартнă, пỹрт кăмаки купалама пултарнă. Мăшăрĕпе пĕрле ларса çăматă йăвалама та вăй çитернĕ. Пысăк хисепре пулнă Никифоровсем ку тăрăхра. К. Никифорова вăй питти çулĕсенче тăван “Звезда” хуçалăхра кладовщикра, райпора сутуçăра, таварсен склачĕн ĕçченĕнче вăй хунă, почта çыхăну уйрăмĕн почтальонĕнче тăрăшса Янкаспа Кивĕ Йĕкĕт ялĕсен ĕçченĕсене хаçат-журналпа, пенси укçипе тивĕçтернĕ. Каярах “ШупашкарГЭСстрой” управленине ĕçе вырнаçнă, газ уçлакан Заволжски станцине çĕклеме хутшăннă. 1986 çулта кунтан тивĕçлĕ канăва тухнă. Ĕç ветеранĕ. В. Никифоров районти тĕрлĕ организацисенче шут ĕçченĕнче вăй хунă. Пенсире те кĕрĕк арки йăваласа ларман аслă Никифоровсем. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, янавар тытнă. Вĕсем мăшăрĕпе пилĕк ача пăхса çитĕнтернĕ. Асли — Ирина. РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ кун-çулне ỹссе çитĕнекен ăрăва çирĕп пĕлỹ, тивĕçлĕ воспитани парас ĕçе панă, ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Коля, Сергей тулли мар яваплă “Чулхула трансгаз Газпром” пĕрлешỹ филиалĕнче-Заволжски ЛПУМГра тĕрлĕ специальноçпе тăрăшнă, Иван 30 çул ытла кунта вăй хурать. Нина Мускавра телейне тупнă. К. Никифорова 2016 çулхи чỹк уйăхĕн 13-мĕшĕнче йывăр чире пула çĕре кĕнĕ. Питех те шел. Калерия Константиновнан, Василий Никифоровичăн сăнарĕсем ачисен, мăнукĕсен чĕрисенче яланлăхах упранĕ.
Ю. Самсонов.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)