05 мая 2017 г.
Красноармейски ял тăрăхне кĕрекен Малти Карăкпа Йỹçкасси ялĕсенче пурăнакансем, В. Ивановпа Л. Семенов старостăсем пуçарнипе, çырмасенче пуçтарăннă çỹп-çапа пухса тата трактор çине тиесе полигона ăсатрĕç. Унтан “Красноармейски— Крентейкасси” çул хĕррипе хыр йывăçĕ лартма хутшăнчĕç. Малти Карăксем — 2 пин, Вутлансем 2 пин те 300 тĕп хыр лартса хăварчĕç. Çак ĕçре Н. Фомин, В. Иванов, О. Иванова, Н. Степанов, Н. Иванов, Ю. Михайлов, А. Кириллова тата ыттисем палăрчĕç.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)