05 мая 2017 г.
Пĕтĕм Раççейри “Симĕс Раççей” Экологи субботникне Трак енре пурăнакансем те активлă хутшăнчĕç. Çак кун пур çĕрте те çỹп-çапа тасатрĕç, тăван çут çанталăка сыхлас тĕллевпе йывăç-тĕм лартса хăварчĕç, экологи лару-тăрăвне лайăхлатас енĕпе ытти ĕçсене пурнăçларĕç. Район администрацийĕнче ĕçлекенсем, авă, административлă çурт умĕнчи паркра йĕрке турĕç, шкул ачисемпе педагогсем Çĕнтерỹ Паркне, Мухтав Монуменчĕ, шкулсем тавралли территорисене кивĕ çулçăсенчен, çỹп-çапран тасатрĕç.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)