25 апреля 2017 г.
Районти ЗАГС пайĕнче çак кунсенче ырă пулăм пулчĕ: савăнăçлă лару-тăрура Красноармейски ялĕн çĕнĕ çыннине, аслашшĕне асра тытса, Аркадий ят хучĕç. Ку Чăваш Енти Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче Аркадьевсен çемйине калама çук пысăк савăнăç парнелерĕ. Вĕсем кăçалхи августра хăйсем пĕрлешнĕренпе 10 çул çитнине — роза туя уявлаççĕ. Пĕр-пĕрне ку вăхăтра лайăх пĕлсе, пурнăçри кăткăс лару-тăруран тухма вĕренсе çитрĕç. Кил хуçи — Артем Анатольевич — газ уçлакан “Заволжская” станцире, мăшăрĕ — Ольга Сергеевна — Трак вăтам шкулĕнче акăлчан чĕлхине вĕрентекенре тимлеççĕ. Хăйсен пепкине, пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче çĕр çине килнĕскере, вĕсем те, çемьери малтанхи ачисем — Арсенийпе Нелли те — тем пекех кĕтрĕç-çке. “Аркадий Аркадьев” ят-хушамат çырнă Раççей гражданинĕ çуралнине ĕнентерекен свидетельствăна туслă та телейлĕ çемьене район адмиинстрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан О. Н. Суховетрюк пачĕ. Ольга Николаевна аллинченех Аркадьевсем Чăваш Ен Пуçлăхĕн М. В. Игнатьевăн саламне, парне тата чĕрĕ чечексем илчĕç. Вĕсене çавăн пекех газ уçлакан “Заволжская” станцири профком представителĕсем — Е. В. Барановапа А. В. Васильев, “Кедр тăрăхĕ — Трак ен” проект ертỹçи С. М. Мефодьева, Аркадин аслашшĕ — Анатолий Аркадьевич, ытти тăванĕсем ăшшăн ыр сунчĕç, Красноармейскинчи ачасен искусство шкулне çỹрекенсем вара пухăннисене юрă-ташă парнелерĕç. Çапла, çĕр çине çĕнĕ çынсем килсех тăраççĕ. Тĕрĕссипе, ку çемьен çеç мар, патшалăх уявĕ те, мĕншĕн тесен вĕсен, çулсем иртсен, хальхи ăру ĕçне малалла тăсмалла. Ыр-сывă ỹс, çитĕн, Аркадий!
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)