Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телей çуначĕ айĕнче

04 апреля 2017 г.


Телей çуначĕ айĕнче

Журналист тивĕçне пурнăçланă май Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн районти управленийĕнче (халĕ пенси уйрăмĕ) сахал мар пулма тỹр килнĕ мана. Çавăнпа ку йыш пысăк чухне те, халĕ те кашнине ятран та, сăнран та пĕлнĕ, пĕлетĕп те. Тивĕçлĕ канăва тухнисене йышăнакан, вĕсен ыйтăвĕсене татса парас тĕлĕшпе ĕçлекен пайри пĕвĕпе çỹллех мар, тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ çак хĕрарăмпа сăмахлатăн та, вăл чăнахах чун-чĕрипе юратнă ĕçне парăннине, хăй профессине юратнине, ăна питех те аван пĕлнине туйса илетĕн. Любовь Петровна Языкова вăл. 20 çула яхăн çак тытăмра вăй хурать. Л. Языкова 1962 çулхи апрелĕн 3-мĕшĕнче Çырмапуç Карай ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Петр Григорьевичпа Зинаида Александровна Виталие, Юрие, Любăна, Николая, Валентинăпа Еленăна кун-çул парнеленĕ. Шел, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ кил хуçисем пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнă, малашлăха пăхакан ывăлĕсемпе хĕрĕсен, мăнукĕсен ырă та паха енĕсене кураймарĕç, вĕсемпе савăнаймарĕç. Люба Карай шкулĕн сакăр класне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Çĕнĕ Шупашкарти 14 №-лĕ профессипе техника училищине штукатур-маляра вĕренме кайнă. Кунта виçĕ çул ăс пухать, професси илсе тухать вăл. Анчах Люба ашшĕпе амăшĕн “Вĕренмелле, вĕренни çăкăр ыйтмасть” каларăшне ялан мала хунă. Малашлăха пăхакан хĕр Хусанти Пĕрре-мĕш индустрипе педагогика техникумне кайса кĕрет. Шăп çавăн чухне асăннă вĕренỹ заведенийĕнче Совет çарĕ хыççăн Вăрнар районĕнчи Мăн Явăш каччи Григорий Языков пĕлỹ пухма пуçлать. Салтак шинелĕ тăхăниччен кỹршĕ район каччи ПТУра “каменщик-монтажник” специальность илнĕ пулнă. Хĕрпе каччă паллашса каяççĕ. Каярах туслăх çирĕп те таса юратăва куçать. Студент çулĕсенче вĕсем канмалли кунсене, уявсене Хусантан тăван ене тăтăшах пĕрле килнĕ, пушă вăхăта пĕрле ирттернĕ. 1982 çулхи майăн 30-мĕшĕ. Паянхи евĕр астăваççĕ ăна Языковсем. Асăннă вăхăт тĕлне пĕтĕм çут çанталăк симĕс тум тăхăннă ĕнтĕ. Çĕмĕрт, сирень, ландыш (мулкач хăлхи) чечекре. Тавралăх вĕсен ырă шăршипе тулнă. Çак тапхăрта пĕр-пĕрне аван пĕлсе çитнĕ икĕ çамрăк чĕре — Мăн Явăш каччипе Çырмапуç Карай хĕрĕ хăйсем чунтан юратнине пĕлтерсе пĕр тĕвве пĕрлешеççĕ. Хĕр илме Мăн Явăшсем Çырмапуç Карая 24 туй арăмĕпе, вун-вун яш каччăпа, 10 автомашина-автобуспа, 3 купăсçăпа пырса кĕнĕ. Мăшăрлану ячĕпе йĕркеленĕ Мăн Явăшри уява ку тăрăхри çĕршер çын пырса курнă. Виçĕ кун хушши кĕрленĕ савăк туй икĕ ялта. Çапла вара Çырмапуç Карай хĕрĕ Мăн Явăш кинĕ пулса тăнă. Языковсем те çемьере тăватă ача çитĕннĕ. Шел, ашшĕн, вăрçă ачин Василий Степановичăн кун-çулĕ кĕске килнĕ çав. Амăшĕн, ял сутуçин Зинаида Архиповнан, пепкисене аслă çул çине кăларма сахал мар тар тăкма тивнĕ. Вăхăт шунă. 1983 çулта çамрăк мăшăр алла диплом илет. Вĕсем иккĕшĕ те асăннă техникумăн “Промышленно-гражданское строительство” уйрăмне вĕренсе пĕтереççĕ, чун килĕштернĕ “техник-строитель”, “производство мастерĕ” специальноç туянаççĕ. Çак тапхăр тĕлне тата Языковсен Оксана хĕрĕ çут тĕнчене килет. Унăн çуралнă хучĕ çине “Тутарстан Республикинче çуралнă” тесе паллă тунă. Епле савăнмăн! Кĕркурипе Люба направленипе Вăрнарти строительствăпа монтаж управленине ĕçлеме килеççĕ. Г. Языков асăннă строительство организацинче мастер пулса ĕçе тытăнать. Анчах çамрăк мăшăр умне Вăрнарта пурăнма кĕтес çукки пысăк йывăрлăх кăларса тăратать. Григорий Васильевич нумай шутласа тăмасть, Çĕнĕ Шупашкара çул тытать, “ШупашкарГЭСстрой” управленине ĕçе вырнаçать. Вăл тапхăрта асăннă строительство управленийĕ шăпах пирĕн районта 23 №-лĕ Заволжски газ уçлакан станцине хута янă, кунпа пĕрлех линипе производство управленийĕ çĕкленĕ. Языковсем Трак тăрăхне куçса килеççĕ. Григорий Васильевич ĕçе тытăннă чухне строительсем шăпах “Уренгой — Центр1”-та турбоагрегатсене вырнаçтарас тĕлĕшпе вăй хунă. Вăл кунта мастер-строитель пулса ĕçе вырнаçать. Каярах Мăн Явăш каччи “Уренгой — Центр11”, “Ямбург — Елец1”, “Ямбург — Елец11”, “Ямбург — Хĕвелтухăç чикки” станцисене тỹрремĕнех ĕçе ярас çĕре хутшăннă. Языковсене газовиксен поселокĕнчи пилĕк хутлă çуртсенчен пĕринче хăтлă хваттерпе тивĕçтереççĕ. Пилĕк çул тăрăшать кунта вăл. Григорий Васильевич асăмĕнчен тата Красноармейскинчи вăтам шкула хута яни тухмасть. Вăл ун чухне кунта шăпах прораб пулса тăрăшнă, никĕс чавма пуçланинчен тытăнса тăрă витичченех тимленĕ. 1988 çултан тытăнса Г. Языков — “Красноармейская” строительствăпа монтаж организацийĕн тĕп инженерĕ. Кунта вăл пилĕк çул тар тăкать. Тата пилĕк çула яхăн асăннă коллектива ертсе пырать. Л. Языкова пĕр тапхăр штукатурта, нормировщицăра, экономистра, ПТО инженерĕнче вăй хурать. Любовь Петровнана часах райадминистрацине ĕçе илнĕ, тĕрлĕ пайсенче тăрăшать вăл. 1999 çултан пуçласа вара мĕн паянхи кунчченех Л. Языкова РФ Пенси фончĕн тытăмĕнче тимлет. Çак тапхăрта Любовь Петровна Чăваш ял хуçалăх академийĕнче куçăмсăр майпа пĕлỹ пухса бухгалтер-экономист специальноçне алла илет. Халĕ Трак енре 4700 ытла пенсионер пурăнать. Пенси тытăмĕнче вăй хураканăн ĕçне пĕртте çăмăл тееймĕн. Кунсерен çын татăлмасть кунтан. Кун-çулĕнче хура-шурне сахал мар курнă ватăн ыйтăвне татса парассишĕн, кăмăлне каймалла хурав тупассишĕн çине тăмалла. Тата чылай чухне канмалли кунсенче те вĕсемпе пĕрле пулма, апат вăхăтне вĕри чей курки умĕнчех ирттерме тивет. Çỹпçипе хупăлчи теессĕм килет манăн Языковсене. Ĕçчен те тăрăшуллă çак çемье 1994 çултанпа райцентрти Механизаторсен урамĕнчи хăйсем çĕклесе лартнă хăтлă çуртра тымар янă. 35 çула яхăн пурăнаççĕ ĕнтĕ Языковсем Красноармейскинче, ăна чунтан юратаççĕ. Трак ен вĕсемшĕн тахçанах юратнă тăрăх пулса тăнă. Кунта вĕсем юратнă ĕç, тус-юлташсем тупнă. Хĕрĕсем, Оксанăпа Олеся, ашшĕ çĕклесе лартнă Красноармейскинчи вăтам шкулта пĕлỹ пухнă. Кĕçĕнни ăна кĕмĕл медальпе вĕренсе пĕтернĕ. Иккĕшĕ те — аслă пĕлỹллĕ, пĕри “бухгалтер-экономист”, тепри “финанссемпе кредит” специальность туяннă. Кашниех çемьеллĕ, чун килĕштерекен ĕç тупнă. Любовь Петровна çак кунсенче кун-çулĕнчи паллă кун ячĕпе хăна-вĕрле пухать. Ăна çав ятпа ăшшăн саламласа çапла каламалли çеç юлать: санри вашаватлăхпа хастарлăх, кăмăл пуянлăхĕ, пархатарлă ĕç-хĕлпе халăх хушшинче тивĕçнĕ хисеп нихăçан та ан иксĕлччĕр. Иртнĕ кунсен ăшă асаилĕвĕ малашнехи пурнăçра савăнăç парнелетĕр. Турă пиллесе панă кунусем савăнăçпа та телейпе ирт-чĕр. Тĕнчере мĕн чухлĕ хурăн, çавăн чухлĕ эс пурăн.

Г. Борзин.

 

 
Мой Мир
Мой Мир

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика