06 сентября 2016 г.
Вăхăт таппи пĕр шелсĕр. Акă, иккĕмĕш тĕнче вăрçи вĕçленнĕренпе те 71 çул çитрĕ. Анчах вăл кỹнĕ хĕн-асап паянчченех халăхра упранать, çав шутра — Красноармейскисен асĕнче те. Кăштах историрен. 1958 çулхи Çĕнтерỹ кунĕ умĕн, вăрçа хутшăннă М. П. Прохоров педагог (Михаил Прохорович ун чухне культура пайĕн заведующийĕнче вăй хунă) проекчĕпе тата хăй ертсе пынипе районти Культура çурчĕ çумĕнчи паркра вăрçăра Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн нимĕç фашисчĕсемпе çапăçса пуçне хунă ентешсене асăнса лартнă палăк çĕкленнĕ. — Ăна Вутлан ялĕнчи Платон Данилович Данилов купаларĕ, штукатуркине Алманч енчи Семенова (шел, ятне маннă) турĕ. 1962 çулта Красноармейскинчи вăтам шкулта ĕçлеме тытăнтăм. Ачасене “Строительство ĕçĕ” предмет вĕрентме пуçăнтăмăр. 1963 çулта вара ачасемпе пĕрле палăк постаменчĕ çине мрамор плиткăсем хутăмăр, — терĕ манпа калаçнă чухне вăл вăхăтра палăк тăвас ĕçе ертсе пынă М. Прохоров. Тăван çĕршывăн 1941—1945 çулсенчи Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене сума суса Красноармейскине пырса кĕнĕ çĕрте Монумент уçиччен Çĕнтерỹпе Аслă революци кунĕсене халалланă мероприятисем шăпах кунта иртнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенченпех çакăнта тĕпрен юсав ĕçĕсем ирттермен, шуратса-сăрласа кăштах юсакаланипех çырлахнă. Çавăнпах палăк юхăннăçем юхăнсах пынă. Красноармейски ялĕнчи Первомайски урамĕн старости А. А. Аркадьев ку ыйтăва юлашки 3-4 çулта тĕрлĕ пухусенче пĕр хут кăна çĕклемен. Тĕрлĕ сăлтавсене пула палăка тĕпрен юсасси кăçалчченех тăсăлнă. Красноармейскинчи Александр Казаков ỹнерçĕ çакна валли ятарлă проект туса хатĕрленĕ. Унпа килĕшỹллĕн, палăк никĕсне анлăлатса çирĕплетнĕ, плиткăсем сарса тротуар тунă, умне тимĕр карта тытнă, чечексем лартнă, икĕ стела çине Красноармейскипе Липовка ялĕсенчен вăрçа тухса кайнисен ячĕсемпе ашшĕ ячĕсене тата хушамачĕсене курăнмалла çырса хунă. Палăка реконструкцилес ĕçсене те А. А. Аркадьев старостах йĕркелесе пынă. Сăмах май, тăрăшулăхшăн темиçе кун маларах кăна Анатолий Аркадьевича республикăри муниципаллă йĕркелỹсен канашĕн Тав хучĕпе чысларĕç. — Кунти ĕçсене тивĕçлипе пурнăçланăшăн Сергей Матвеев, Олег Миронов тата Амангельди Дуйсембаев строительсене чун-чĕререн тав тăватăп, — тет Анатолий Аркадьевич. Паллах, кирек епле ĕçе те йышсăр ăнтарма çук. Ахальтен мар ĕнтĕ “Пĕр çын сурать — типсех пырать, халăх сурать — кỹлĕ пулать”, тенĕ. Пархатарлă ĕçе чылайăн хутшăннă. “Композит21” ООО директорĕ Глеб Афанасьев, сăмахран, тротуар сармалли плиткăсемпе тивĕçтернĕ. Красноармейскинчи МСО ертỹçи Олег Степанов хăйăрпа гравмасса кỹрсе панă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ, “ТУС” ХАО генеральнăй директорĕ Николай Угаслов кирпĕч уйăрнă. “Бытовик” ХАО генеральнăй директорĕ Владислав Петров палăк çывăхне лартма чечексемпе тивĕçтернĕ. Владислав Лаврентьевич кунпа пĕрлех укçа парса та пулăшнă. Укçа-тенкĕпе пулăшакансен йышĕнче çавăн пекех “Сельхозэнерго” ертỹçи Р. В. Илларионов, Красноармейскинче пурăнакан А. В. Афанасьев, пĕртăван Ермаковсем, Липовка ялĕнче çуралнă, халĕ Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан Г. В. Федоров, район центрĕнчи Р. Г. Петров уйрăм предпринимательсем, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем Ю. Л. Алексеевпа Я. В. Малинин, Красноармейски ял тăрăхĕн Пухăвĕн депутачĕсем В. М. Ефимовпа Ю. Г. Филиппов, вăрçăра пулнисен çывăх тăванĕсенчен ытларахăшĕ пулчĕç. Шел те, сумлă вырăнсенче ĕçленĕ е ĕçлекен хăш-пĕр çынсемех пархатарлă çак ĕçрен пăрăнса юлчĕç. Çакă, паллах, вĕсене чыс кỹмĕ. Тĕпрен юсаса çĕнетнĕ ку палăка вара официаллă майпа иртнĕ эрнекун, сентябрĕн 2-мĕшĕнче, халăх йышлă хутшăннипе уçрĕç. Унта воин-афганецсемпе Чечен вăрçине хутшăннисем, тыл ветеранĕсемпе ĕç коллективĕсен представителĕсем, шкул ачисемпе учительсем пулчĕç. 11 сехет те 30 минут. Палăк умĕнчи хĕрлĕ хăйăва Красноармейскинчи Первомайски урамĕн старости А. Аркадьев, район администрацийĕн пуçлăхĕ С. Молотков тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Н. Угаслов касрĕç. Митинга вара Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Лаврентьев уçрĕ. Раççей Гимнĕ янăранă хыççăн район администрацийĕн пуçлăхне С. Молоткова сăмах пачĕç. “Иртнĕ çул районти ялсенче сахал мар палăк уçрăмăр тата пуррисене çĕнетрĕмĕр. Ку ĕç малалла пырать. Хумхануллă самант, акă, паян та. Çамрăк ăрушăн уйрăмах асра юлмалла вăл. Çак палăка тĕпрен çĕнетме хутшăннисене пурне те пысăк тав”, — терĕ Сергей Львович. А. Аркадьев староста вара вĕсене пурне те ят-хушаматран асăнчĕ. “Ку палăка упрасчĕ”, — ветерансен ячĕпе тав сăмахĕсем каланă май, пĕлтерчĕ район центрĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ С. Железин. Митинга çавăн пекех ЧР вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С. Кудряшов, республикăри муниципаллă йĕркелỹсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ С. Николаев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ, “ТУС” ХАО генеральнăй директорĕ Н. Угаслов, Вутлан ялĕнче пурăнакан ĕçпе вăрçă ветеранĕ И. Софронов хутшăнчĕç, Н. Угаслов сăмах каларĕ. Унтан Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Лаврентьев палăка реконструкцилес ĕçе сумлă тỹпе хывнисен пĕр ушкăнне Тав хучĕсем пачĕ. Вăл Красноармейскинчи Первомайски урамĕн старостине А. Аркадьева “Красноармейски ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ” ят пама хатĕрленнине пĕлтерсен, çакна ырласа пурте алă çупрĕç. Г. Яковлев культура ĕçченĕ “Журавли” юрă шăрантарнă хыççăн митингра пулнисем, вилнĕ ентеш-салтаксене асăнса, пĕр минут шăп тăчĕç. Тĕпрен çĕнелнĕ палăк умне Красноармейскисем чечек кăшăлĕсемпе чĕрĕ чечексем хучĕç. Н. Ф. Угаслов комментарийĕ: "Пурнăçран хакли çук. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи миллионшар çын пурнăçне, çав шутра сирĕн районта пурăннисенне те, илсе кайрĕ. "Вăрçă тек ан пултăр", тетпĕр пурте. Раççей Президенчĕ В. Путин вăрçа хирĕçле политика тытса пыни савăнтарать. Пĕр пулса ăна пулăшмалла пирĕн. Çĕршыва сыхлама ялан пĕр пулмалла, кашнин çакăншăн çирĕп тăмалла".
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)