Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх паттăрлăхĕ манăçмасть

13 мая 2015 г.

Халăх паттăрлăхĕ манăçмасть

“Астăвăм” кĕнекен V томĕнче çырнă тăрăх, пирĕн районтан вăрçа 6030-ăн тухса кайнă, 2162-шĕ тăван килĕсене таврăнайман. Одер юханшывĕ патĕнчи çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн Мăн Шетмĕ ялĕнче çуралнă В. В. Васильев гварди сержанта вилнĕ хыççăн Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă. Çĕршерĕн-пиншерĕн орден-медальсене тивĕçнĕ. Çак кунсенче тата 577-ĕн “Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе — 70 çул” юбилей медальне илчĕç. Шел, ветерансен йышĕ сахаллансах пырать: 21-ен кăна, çав шутра хамăр тăрăхра 18-ăн çеç пурăнаççĕ. Юбилейлă Çĕнтерỹ кунĕ умĕн 39 палăкпа обелискран 12-шне тĕпрен юсарĕç. Еншик Чуллăра вара çĕнĕ палăк çĕкленчĕ. Майăн 9-мĕшĕ. Халăх паттăрлăхĕ нихăçан та манăçмасть. Красноармейски ялĕ уяв тумĕ тăхăннă. Ленин урамĕ уйрăмах капăр. Ялавсем вĕлкĕшеççĕ. Юпасем çинче Аслă Çĕнтерỹ — 70, район 80 çул тултарнă ятпа банерсем вырнаçтарнă. 11 сехет иртсен Мухтав монуменчĕ патне ĕç коллективĕсен представителĕсем, çамрăк армеецсем, Пĕтĕм Раççейри “Вилĕм-сĕр полк” акцине хутшăннисем çывхарчĕç. Çĕнĕлĕх: кăçалхи митинга техника та хутшăнчĕ. Малта 3 мотоцикл, УАЗ тата ГАЗ маркăллă автомашинăсем (пĕрин çинче Çĕнтерỹ Яла-вĕн копийĕ), (çăмăл автомашинăсем çинче ветерансем лараççĕ). Пĕр сăмахпа, кăçалхи митинг халăх йышлипе кăна мар, чылай çĕнĕлĕхпе те уйрăлса тăчĕ. Митинга район пуçлăхĕ В. Григорьев уçрĕ. Раççей, Чăваш Республикин тата район Гимнĕсем янăранă хыççăн Владимир Николаевич вăрçă мĕн тери инкек кỹнине, тăван халăх, пысăк çухатусемпе пулин те, унăн нуши-тертне чăтăмлăн тỹссе ирттерме пултарнине палăртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков та пухăннисене, çав шутра вăрçăпа тыл ветеранĕсене те, Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнĕ май пур кăмăлтан ăшшăн саламларĕ, çăмăл мар тапхăрта пĕрле пулмаллине, майăн 9-мĕшĕ пирĕн халăхăн мăнаçлăхĕ пулнине пĕлтерчĕ. Трак ен çыннисене республика Правительстви ячĕпе ЧР ялхуçалăх министрĕн çумĕ А. Самаркин сывлăхпа ырăлăх сунчĕ. ЧР çар комиссариачĕн Красноармейски тата Çĕр-пỹ районĕсенчи пайĕн начальникĕ В. Буклаков подполковник РФ Оборона министрĕн, арми генералĕн С. Шойгун Приказне вуласа пачĕ. Митингра çавăн пекех вăрçă ветеранне, районăн хисеплĕ гражданинне М. Прохорова, тыл ветеранĕсене — Н. Григорьевпа (Васнар) А. Иванова (Вăрманкас Чуракасси), А. Аркадьев воин-интернационалиста, “Трак ен” ентешлĕх ертỹçине А. Львова, “КЕТРА” заводăн техника директорне И. Воронова, Красноармейскинчи чиркỹ настоятельне Сергий аттене, районти çамрăксен правительствин председательне А. Яковлевана сăмах пачĕç. Сăвăсем те пулчĕç. “Вилĕмсĕр полк” утса иртнĕ хыççăн митингра пулнисем 1 минут хушши шăп тăчĕç. Ĕç коллективĕсен представителĕсем Мухтав монуменчĕ патне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Çамрăк армеецсем утса иртрĕç. Митинг “День Победы” юрăпа (ăна Ю. Данилов шăрантарчĕ), фейерверкпа вĕçленчĕ. Унтан Çĕнтерỹ паркĕнче “Ачасене — мир!” концерт иртрĕ, салтак пăттине тутанма, парашютистсем кăтартуллă сикнине курма май пулчĕ. Каçхине кунтах уяв концерчĕпе фейерверк иртрĕç. ; ; ; Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнĕ май пур ял тăрăхĕнче те митингсем пулчĕç. Вĕсенче вăрçăпа тыл ветеранĕсене чысларĕç. Митингсенче район администрацийĕн яваплă çыннисем сăмах каларĕç, ветерансене мирлĕ тỹпе-шĕн тав турĕç, халăхăн иртнĕ вăрçăри хăюлăхĕпе паттăрлăхĕ нихăçан та манăçманнине палăртрĕç. “Трак станцийĕ — Красноармейски” маршрутпа çăмăл атлетсем чупрĕ

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика