24 марта 2015 г.
Март уйăхĕнче районти тĕп библиотека 80 çул тултарнине паллă тăвать. Районти тĕп библиотекăн историйĕ вăрăм, ун çинчен 1960 — 1983 çулсенче кунта вăй хунă В. И. Григорьева асаилỹсем хатĕрленĕ. Тĕп библиотекăна 1935 çулхи пуш уйăхĕнче ĕçлеттерсе янă, 1948 çулта кунта Етĕрнери библиотека техникумне вĕренсе пĕтерсе А. Самылкинăпа Т. Наумова ĕçлеме килнĕ. 1957 çулта библиотекăна юсаса çĕнетнĕ уйрăм çурта куçарнă, унта Т. Циркова вăй хунă. 1979 çул вĕçĕнче вулавăшсем çĕнĕ йĕркепе ĕçлеме пуçланă — централизациленĕ библиотека тытăмне туса хунă. Ку тытăмра пĕр тĕп, пĕр ача-пăча тата ялти 21 библиотека пулнă.1983 çулта директор пуканне Л. Илларионова, 1998 çулта С. Гурьева йышăннă. 1988 — 2012 çулсенче коллектива С. Никитина ертсе пынă, халĕ директор ĕçĕсене Н. Григорьева пурнăçласа пырать. Районти тĕп библиотекăра нумай çул хушши А. Гаврилова, З. Петрова, И. Иванова, Г. Петрова, О. Дмитриева, Н. Филимонова, В. Баранова, Т. Прокопьева, С. Тимофеева тăрăшнă. 2003 çулхи сентябрĕн 29-мĕшĕнче районти тĕп вулавăшра Чăваш Республикин Президенчĕн Н. Федоровăн Указĕпе килĕшỹллĕн тĕслĕх библиотека уçрĕç, унта чылай юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Библиотекăна çĕнĕ йышши техникăпа (компьютер, телевизор, музыка центрĕ, сканер) тата çĕнĕ кĕнекесемпе тивĕçтернĕ. Халĕ библиотекăра 6 компьютер, кĕнеке фончĕ 29078 экземпляр, вулакансен шучĕ 2234 çын, вĕсем пĕтĕмпе 43081 экземпляр кĕнеке илсе вуланă. Паянхи куна тĕп библиотекăра 9 специалист тăрăшать, вĕсенчен 6 аслă пĕлỹ илнĕ, вăтам пĕлỹллисем — икĕ библиотекарь. Нумай ĕç туса ирттереççĕ пирĕн ĕçченсем: ялти библиотекарьсен вĕренĕвне йĕркелеççĕ, районти тĕрлĕ конкурссене хутшăнаççĕ, проект ĕçĕсем хатĕрлеççĕ, акцисемпе уйăхлăхсем йĕркелеççĕ, сборниксем, указательсемпе буклетсем хатĕрлеççĕ. Хальхи вăхăтра библиотека çумĕнче “Тимлĕх”, "Таврапĕлỹçĕ", "Манăн хуçалăх" клубсем нумай çул хушши ĕçлеççĕ. Библиотекăн ĕç содержанийĕ те пуянланса пырать: компьютерпа ĕçлеме вĕренекенсен, право культурин “XXI ĕмĕр гражданинĕ" шкулсем, пенси тата право ыйтăвĕсемпе ĕçлекен консультаци пункчĕсем йĕркеленĕ. Вулакансем информаци ресурсĕсемпе тата интернетпа туллин усă курма пултараççĕ. Библиотекăра “Электронлă каталог” (12800 кĕнеке кĕртнĕ), “Районăн паллă çыннисем”, “Паллă дата календарĕ” хатĕрленĕ, çавăн пекех вулакансем “КонсультантПлюс”, “Гарант” информаци пуххисемпе, район администрацийĕн, Красноармейски ял тăрăхĕн докуменчĕсемпе усă курма пултараççĕ. 2015 çулхи январĕн 9-мĕшĕнче Красноармейски районĕ йĕркеленĕренпе 80 çул тултарчĕ. Тĕп библиотека ку уява кĕтсе илме нумай ĕç туса ирттерчĕ: “Трак ен: ĕнер тата паян”, “Савнă çĕрĕмçĕ Трак ен” куравсем, “Трак ен: иртнинчен паянхи кун таран” электронлă презентаци хатĕрленĕ, “Мухтавлă ентешсем” сочиненисен конкурсне. Халĕ Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнине савăнăçлăн кĕтсе илме хатĕрленетпĕр. Паянхи туслă коллектива аслă пĕлỹллĕ Н. Григорьева ертсе пырать. Ĕçе чунтан парăнса, юратса Ю. Филимоновапа Н. Григорьева 30 çул ытла, О. Николаева методист, С. Гурьева библиотекарь, Н. Михайлова библиограф 20 çул ытла ĕçлеççĕ. Çамрăк специалистсем Л. Михайлова, А. Алексеева, В. Степанова вулакансемпе яланах кăмăллă. Пирĕн вулавăш активлă вулакансемпе пуян: Г. Сергеев, В. Прокопьева, Л. Захарова, Т. Яковлева, А. Лебедева, Е. Железина, Л. Михайлова, В. Григорьев, Р. Короткова, К. Данилов кĕнеке пĕлỹсен çăлкуçĕ пулнине нихăçан та манмаççĕ. Эпир вĕсемпе ĕçлеме ялан хавас. Кĕнеке фондне пуянлатмалли çăлкуçсенчен пĕри — парне кỹресси. Иртнĕ çулта тĕп библиотекăна кĕнеке вулама юратакансем 195 кĕнеке парнеленĕ, кăçал — 113. Хисеплĕ библиотека ветеранĕсем, тĕп библиотека ĕçченĕсем, вулакансем! Сире тĕп библиотека 80 çул тултарнă ятпа саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр. Ĕçре те, кил-йышра та яланах ят-сумлă, хисеплĕ пулăр, пурнăçри утăмăрсем хыççăн ырă йĕр юлсах пытăр.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)