Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхшăн ырă ĕç тăвакан ватă

12 сентября 2014 г.

Халăхшăн ырă ĕç тăвакан ватă

Авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕ М. П. Прохоров тăхăр вунă çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак паллă кун хисеплĕ ватăн хваттерĕнчен хăна-вĕрле татăлмарĕ. М. Прохорова Трак тăрăхĕнче пĕлмен-палламан çын çук та пулĕ. Михаил Прохорович, Тусай ялĕнче çуралнăскер, пĕтĕм кун-çулне Трак тăрăхĕн аталанăвне панă, паян кун та унăн шăпипе, пуласлăхĕпе интересленсех тăрать. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вучĕ витĕр тухнă вăл. Мирлĕ пурнăçра истори, географи, черчени учителĕнче, Именкассипе Красноармейски вăтам шкулĕсен директорĕнче, культура пайĕн пуçлăхĕнче, райĕçтăвком председателĕн çумĕнче тăрăшнă. Ял тата район совечĕсен депутачĕ пулнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан Трак енри ветерансен канашне ертсе пынă. Темиçе кĕнеке авторĕ. Наградăсем чылай унăн. М. Прохорова паллă кун ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков саламларĕ, çирĕп сывлăх, ырă кун-çул сунчĕ, Раççей Президенчĕ В. Путин алă пуснă саламлă çырăва, чĕрĕ чечек çыххипе парне пачĕ. Михаил Прохоровича çавăн пекех районти ĕç, вăрçă, çар тата право йĕркине сыхлакан тытăмри ветерансен канашĕн председателĕ Г. Ефимов, Раççей Пенси фончĕн районти управленийĕн ертỹçи А. Петрова, район администрацийĕн çамрăк специалисчĕсем, ыттисем саламларĕç.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика