15 августа 2014 г.
— 2014 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне районăн консолидациленĕ бюджетне тупăшсем пĕтĕмпе 131,6 млн тенкĕлĕх пырса кĕнĕ, ку 2013 çулхи çак вăхăтринчен 21,8 млн тенкĕ (19,9 процент) ытларах, çав шутра харпăр хăй тупăшĕсем — 47,0 млн тенкĕ е 2013 çулхи ку тапхăртинчен 3,8 процент нумайрах. Муниципаллă район тупăшĕсен калăпăшне, тĕпрен илсен, бюджетсем хушшинчи трансфертсен калăпăшне ỹстернипе пысăклатнă.
Районăн консолидациленĕ бюджечĕн тупăшĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕнче харпăр хăй тупăшĕсен танлаштаруллă виçи 2014 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне 35,7 процентпа танлашнă (2013 çулта — 40,7), 2013 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне — 41,2 процент е 5,5 процент чакнă.
Анчах та, 2013 çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, налукăн тата налукăн мар тупăшсен хăш-пĕр енĕсемпе укçа-тенкĕ пырса кĕресси ỹснĕ, çав шутра:
1) уйрăм çынсен пурлăхĕн налукĕ — 1,1 процент;
2) муниципаллă харпăрлăхри пурлăхпа усă курнăшăн тупăшсем — 2,7 процент;
3) тăван тавралăха сиен кỹнĕшĕн тỹлев — 2,3 процент.
2014 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне районăн консолидациленĕ бюджетне бюджетсем хушшинчи трансфертсене 84,7 млн тенкĕлĕх куçарса панă, ку 2013 çулхи çак тапхăртинчен 31,2 процент е 20,1 млн тенкĕ ỹснĕ.
2014 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне районăн консолидациленĕ бюджечĕн тăкакĕсем 136,9 млн тенкĕпе танлашнă, иртнĕ çулхи çав тапхăртинчен ỹсĕм 27,9 процент е 29,9 млн тенкĕ. Çавăн пекех бюджета пуянлатмалли хушма резервсем — вырăнти налуксене тỹлеменнисен йышĕ чакни тата çĕрпе пурлăхшăн аренда тỹлевĕсен парăмĕсене шыраса илни.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)