Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эх, кĕрлерĕ те кĕрлерĕ Трак ен Ака туйĕ

06 июня 2014 г.

Çĕртме уйăхĕн пĕрремĕшĕнче Трак енре халăх кăмăлне каякан йăлана кĕнĕ çулленхи юрă, ĕç тата спорт уявĕ — Ака туй — иртрĕ. Ку хутĕнче ăна Раççейри Культура çулталăкне тата Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли куна халалланă. Июнĕн 1-мĕшĕ — çуллан пĕрремĕш кунĕ. Вăл хăйне чăн-чăнах çăвăн çак кунне кăтартрĕ пулас: хĕвеллĕ те питех те шăрăх çанталăк тăчĕ. Районти 62-мĕш ĕçпе юрă тата спорт уявне — Ака туя — ирттерме палăртнă яланхи уçланкăна — тулли мар яваплă "Чул хула трансгаз Газпром" пĕрлешĕвĕн филиалĕн — Заволжски ЛПУМГăн "Факел" стадионне питех те аван капăрлатнă. Ăçта пăхатăн, унта хĕрлĕ-сарă-кăвак тĕслĕ ялавсем, шарсем вĕлкĕшеççĕ, куçа йăмăхтараççĕ. Уява кĕнĕ çĕрте "Ырă сунса кĕтетпĕр!", "Уяв ячĕпе саламлатпăр!" тесе çырни аякранах курăнать. Капăр тумланнă халăх праçнике васкать. Уяв алăкĕнчен кĕретпĕр. Сутуçăсем ир-ирех ĕçе тытăннă. Сарă-хăмăр-кăвак тĕслĕ палаткăсем карса вĕсем уява килекенсене пылак çимĕç, тутлă шыв, промышленность таварĕсем сĕнеççĕ. Райпон общепит ĕçченĕсем вара тутлă шỹрпепе шашлăк хатĕрлеме пуçларĕç. Уяв лапамĕн сулахай енче район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕ тимленипе ял хуçалăх техникин выставкине йĕркеленĕ. Унта нумайăшĕ чылайччен тытăнса тăчĕ: Трак ен тăрăхĕнчи хуçалăхсем те ял хуçалăхĕнче çĕннине, малта пыракан опыта ĕçе кĕртме тăрăшаççĕ иккен. Акă юлашки çулсенче вĕсен машинăпа трактор паркĕсем çĕнĕ техникăпа пуянланса пыраççĕ. "Волит" (Беларус (МТЗ) 3527), "Таябинка" Агрофирма" ООО (JOHN-DEERE 8310R, Claas АTLES 946, John Deers 7830), "Красное Сормово" ООО (Valtra T 1914) кустăрмаллă тракторсем туянма пултарнă. Палăртнă вăхăт çывхарса çитет. Сцена çинчен "Культура çулталăкĕ" тата “Июнĕн 1-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли кун" тесе çырни куç умне ỹкет. Чăваш юрри чуна уçать. Чăваш тумне тăхăннă илемлĕ пикесем уяв картине тăраççĕ. Праçнике район ертỹçисем, уявăн сумлă та хаклă хăнисем — район пуçлăхĕ В. Григорьев, район администрацийĕн ертỹçи А. Шестаков, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, ял хуçалăх министрĕ С.Павлов, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, уçă йышши "Чăваш бройлерĕ" акционер пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ В. Николаев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăвашпотребсоюз канашĕн ертỹçи В. Павлов, тĕп хулари "Трак ен " ентешлĕх председателĕ А. Львов, ыттисем пырса кĕреççĕ. “Килĕр, килĕр, ыр сунатпăр Пирĕн хаклă хăнасем. Ака туй вăл ылтăн тырă, Ака туй — хитре çаран”,— тени илтĕнсе каять. Июнĕн 1-мĕшĕ — ача-пăча кунĕ. Уява пепкесене те халалланă. Уçланкăна "Взгляд" ташă ушкăнĕ, коляскăсем тĕкнĕ çамрăк ача амăшĕсем, район центрĕнчи пуçламăш классенче вĕренекенсем пырса кĕреççĕ. Юрă-кĕвĕ тыткăна илет. Уяв хăнисем çамрăк ача амăшĕсене чĕрĕ чечексем тыттараççĕ. Унччен те пулмасть тỹпенелле сарă, кĕрен, кăвак тĕслĕ шарсем вĕçсе хăпараççĕ. Уяв хăнисем сцена çине улăхаççĕ. Ака туя район пуçлăхĕ В. Григорьев уçать. “Паян — чăн-чăн уяв. Пирĕн сирĕнпе ырă йăла пур — çурхи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн эпир ĕç тата спорт уявне — Ака туя — пуçтарăнатпăр. Кăçалхи 62-мĕш уява уçăлнă тесе пĕлтеретĕп, — терĕ Владимир Николаевич. — Трак тăрăхĕ хăйĕн культурипе, çыннисемпе питех те пуян. Кăçал эпир Тусай — 600, Чатукасси ялĕ 900 çул çитнине паллă тума хатĕрленетпĕр. Уяв ячĕпе сире, хаклă ĕç паттăрĕсем, тĕрлĕ çĕрте тăрăшакансем, хăнасем! Тỹпере яланах паянхи евĕр янкăр пултăр, сарă хĕвел çиçтĕр". Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин, Трак енĕн Гимнĕсем янăраççĕ, ялавĕсем вĕлкĕшме пуçлаççĕ. Сăмах С. Павлов илет. "Ял хуçалăх ĕçĕсене ирттерме нихăçан та çăмăл пулман. Апла пулин те, кирек епле йывăрлăхсене пăхмасăр вĕсене ял ĕçченĕ вăхăтра, пахалăхлă ирттерме тăрăшать. Авă, эсир те кăçал мĕн палăртнинчен 10 процент ытларах пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса хăварма пултартăр. Трак енре выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те япăх мар аталанса пырать. Мĕн лайăххине малашне те ỹстерсе пыма тăрăшăр", — терĕ Сергей Владимирович. Вăл пичет тытăмĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул ăнăçлă ĕçленĕшĕн районти "Ял пурнăçĕ" хаçатăн пай редакторне В. Данилова, чыслă ĕçшĕн Заволжски клуб ĕçченне Ж. Михайлована — "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ", ял хуçалăхĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн "Красное Сормово" тулли мар яваплă обществăн тĕп бухгалтерне Р. Григорьевана "Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панине пĕлтерекен паллăсене кăкăрĕсем çине çакса ячĕ, "Таябинка" Агрофирма" ОООн гараж заведующине Ю. Васильева, кунти А. Илларионовапа С. Чернова операторсене, "Волит" ОООри ферма заведующине М. Григорьевана, "Досаево" ял хуçалăх артелĕнчи Л. Павлов тракториста, "Караево" ОООн сĕт-çу комплексĕнчи С. Хлебнова оператора — Ял хуçалăх, "Красноармейское" МУП БТИн инженерне А. Белова ЧР Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствисен хисеп грамотисемпе чысларĕ, АПК ветеранĕсен районти канашĕн председательне Л. Журавлева Ял хуçалăх министерствин тавне пачĕ. Уява килнисене район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков саламлать. "Трак ен çыннисем ĕçлеме те, канма та пĕлеççĕ. Ырă ĕçсене асăнма питех те кăмăллă. Кăçалхи ĕç çинче 12800 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акса хăварма пултартăмăр. Хуçалăхсем вăй çитерсе машинăпа трактор паркĕсене пуянлатма тăрăшаççĕ. Акă, кăçалхи пĕрремĕш кварталта 18 миллион тенкĕлĕх тĕрлĕрен техника туянма пултартăмăр. Район центрĕн кăнтăр-хĕвеланăç микрорайонĕ туллин аталанать", — терĕ Андрей Владимирович. Кăçалхи ака-суха ĕçĕсен кăтартăвĕсемпе "Таябинка" Агрофирма" ООО — пĕрремĕш, "Красное Сормово" ООО — иккĕмĕш, "Нива" ЯХПК виççĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ. А. Шестаков вĕсен ертỹçисене çакна тивĕçнĕ грамотăсене, вăлах хăйсен çемйисене ача усравне илнисене — Анисса Васильевнапа Владислав Агафонович Андреевсене (Яманак), Светлана Николаевнапа Валерий Григорьевич Владимировсене (Именкасси), Ольга Владимировнапа Данил Петрович Петровсене (Туçи Чуракасси), Галина Геннадьевнапа Виталий Николаевич Платоновсене (Карай), Надежда Владимировнапа Алексей Николаевич Скворцовсене (Пайсупин), И. Яковлевана ( Чатукасси) тав хучĕсем пачĕ. Кăçалхи ĕç çинче "Таябинка" Агрофирма" ОООри Ю. Васильев механизатор " Çур аки-2014" ята тивĕçнĕ, район ертỹçи ăна çакна çирĕплетекен хăйăва çакса ячĕ. "Чемпион выльăх пăхакан - 2014" ята вара "Красное Сормово" ОООри Т. Смирнова оператор тивĕçнĕ. А. Шестаков хамăр ентеше, Еншик Чуллă ялĕнче çуралса ỹснĕ, Раççей Федерацийĕн Аслă Сучĕн членне В. Яковлева çуралнăранпа 60 çул тултарнă ятпа парне кỹчĕ. Уява В. Николаев чылай ăшă сăмах илсе килнĕ. "Ентешсем патне яланах килме кăмаллă", — терĕ Вадим Иванович. — Ачасем — пирĕн пуласлăх. Трак енре малашлăх пуррине, пепкесен аталанăвĕ ỹснине курса ĕнентĕмĕр.Сывă та йĕркеллĕ обществăра çапла пулмалла та. Эпир сирĕнпе пĕр çĕр-шыв тăватпăр-çке". В. Николаев ЧР Патшалăх Канашĕн хисеп грамотине "Красное Сормово" ОООн водительне П. Иванова, "Таябинка" Агрофирма" ОООн тĕп зоотехникне Н. Петрована, "Караево" ОООн водительне Н. Федотова пачĕ, "Караевăн" тракторисчĕ К. Фомин ЧР Патшалăх Канашĕн Тавне, "Единая Россия" пĕрлĕхлĕ партин Тав çырăвĕсене вара “Рассвет", "Нива" хуçалăхсен ĕçченĕсем Р. Васильевпа Н. Козлова тивĕçрĕç. Чыслă ĕçшĕн Л. Артемьев (спорт тренерĕ), С. Николаева (Трак шкулĕн биологи учителĕ), В. Иванов (ЗЛПУМГ ĕçченĕ), А. Карпов ("Красное Сормово" ООО водителĕ), В. Петров ("Волит" ОООн тĕп директорĕн çумĕ), В. Петров ( "Красноармейская ЦРБ" БУн врач-анестезиологĕ), Н. Петрова ("Таябинка" Агрофирма" ОООн тĕп зоотехникĕ), А. Семенова ( "Караево" ОООри выльăх-чĕрлĕх пăхакан), А. Тюмеров (Заволжски клубăн илемлĕх ертỹçи), Л. Семенов ( Йỹçкасси ял старости) районăн Хисеп хăми çине кĕртнине ĕнентерекен свидетельствăсем илчĕç. В. Александров ("Колос" ООО), С. Гурьева (районти тĕп библиотека), Ю. Никандров ("Волит" ООО), Г. Петров, Н. Харисанов ("Красное Сормово") район администрацийĕн пуçлăхĕнчен хисеп грамотисене, М. Кириллов ("Караево" ООО), Г. Петрова ("Волит" ООО), Е. Серафимова, В. Федоров ("Караево" ООО) район администрацийĕн Тавне тивĕçрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ С. Молотков Трак ен çыннисене тивĕçлĕ ĕçшĕн тав сăмахĕ каларĕ. "Эсир маттуррипе кăçал эпир 217 гектар "иккĕмĕш çăкăр", 15 гектар пахча çимĕç, 503 гектар кукурузăна вăрлăхлăх, ăна 332 гектар силослăх акса-лартса хăварма пултартăмăр. Тавах сире", — терĕ Сергей Львович. Вăл О. Васильева, В. Владимирова, В. Иванова, Ю. Михайлова, Н. Харитонова, Ф. Яковлева ( "Таябинка" Агрофирма" ООО), В. Иванова, ("Досаево" ЯХА), Н. Иванована, А. Кубикована, Т. Тимофеевана, В. Федорована ("Волит" ООО), Д. Киселева ("Караево" ООО) район администрацийĕн Тавне пачĕ. Кăçалхи пĕрремĕш кварталти социаллă-экономикăлла ăмăртура "Таябинка" Агрофирма", "Красное Сормово" тата "Караево" ООО пĕрремĕш — иккĕмĕш — виççĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Вĕсен ячĕпе Заволжски клуб çумĕнчи "Капельки" ушкăн "Чечеклен, Чăваш Ен" юрă парнелерĕ. Уявра М. Васильева амăшĕн капиталне, О. Игнатьева, Г. Селиверстова тỹлевсĕр çĕр участокне илме тивĕçнине пĕлтерекен свидетельство илчĕç. Савăнăçлă праçнике ЧР муниципаллă йĕркелỹсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ С. Николаев хутшăнчĕ, Упи ял тăрăхĕн пуçлăхне Ю. Степанова хăйсен тытăмĕнчи хисеп хучĕпе наградăларĕ. Шупашкарти "Трак ен" ентешлĕхĕн А. Львовăн ертỹçин аллинчен Светланăпа Валерий Мефодьевсем, РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕн В. Петровăн мăшăрĕ Л. Петрова ентешлĕхĕн медальне тивĕçрĕç. Алексей Николаевич районти халăхăн историпе краеведени музейне пирĕн паллă ентеш, Шупашкарти "Трак ен" ентешлĕхе йĕркелесе яраканĕсенчен пĕри пулнă А. Григорьев профессор ăсталанă ỹкерчĕке асăнмалăх пачĕ. Трак енсене çавăн пекех хамăрпа кỹршĕллĕ, чылай тапхăр çыхăну тытакан Мари Эл Республикинчи Морки районĕн делегацийĕн пуçлăхĕ С. Иванова, РФ Перекет банкĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ О.Никулин, хамăр районти “Россельхозбанкăн” ертỹçи А. Муравьев, "Волит" ООО ертỹçин çумĕ В. Петров, Карай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Д. Платонов саламларĕç, малашнехи кун-çулта ырă сунчĕç. “Уяв пĕрле кăна вăл капăр, Уяв кăна пĕрле хитре! Сире кунтах кĕтсе тăратпăр Юратнă, хаклă Трак енре!” Уяв концерчĕ пуçланать. Сцена çинче пĕр коллектив теприне ылмаштарать. Жюри Кĕçĕн Шетмĕсем, Пикшиксем, Алманчсем уява тĕплĕн хатĕрленсе килнине палăртрĕ. Ака туйра тĕрлĕ конкурссем те йĕркелесе ирттерчĕç. Яланхи пекех ял тăрăхĕсем те тупăшрĕç. Пур ял тăрăхĕнчен те килнĕ. Ку хутĕнче вĕсем хăйсен картишĕсене "Сельская" урам" тесе ят панă. Питех те илемлетнĕ картишсене. Сĕтелĕсем апат-çимĕçпе тулли. Мĕн кăна çук-ши? Кĕçĕн Шетмĕсемпе пĕрле Ванюшкассинчи А. Терентьев юланутпа килнĕ. Кăçал Красноармейскинчи историпе краеведени халăх музейĕ те (В. Серафимовпа В. Тихонова) хăйĕн картишне йĕркеленĕ: чăвашсен авалхи ĕç хатĕрĕсене кăтартрĕç. Ку "урамра" район ертỹлĕхĕпе хăнасем те пулса курчĕç. "Чи тутлă хуран кукли"тата "Чи тутлă квас” конкурссем те хавхалануллă иртрĕç. Ака туйра спорт площадкисем те сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансемпе тулчĕç. Унта волейболла вылярĕç, шашкăпа шахмата вылякансем сĕтел хушшине ларчĕç, пăт пуканĕсем çĕклерĕç, пĕрене çине тăрса михĕсемпе кĕрешрĕç. Чăн кĕрешỹ вара ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем тата боксерсем хушшинче иртрĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем хушшинче В. Данилов, Р. Романов, В. Емелюкова, В. Филиппова палăрчĕç, тĕп парнене — такана — Шупашкарти Р. Самарин çĕнсе илчĕ. Пирĕн боксерсем те хăйсен кăтартăвĕсемпе савăнтарчĕç. С. Петров, А. Иванов, Н. Орудин, Д. Павлов, С. Васильев, И.Козлов, И. Васильев, К. Петрова, О. Тимофеева уяв хăнисене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Тавах вĕсене. Ăмăрту йĕркелỹçисем А. Кириллова, В. Сергеева, Н. Герасимова, В. Николаева, Д. Лебедева, В. Харитонова, В. Егорова, С. Харитонова, В. Петрова, А. Яковлева, А. Матвеева, А. Трофимова, В. Козлова ăшшăн тав тăваççĕ.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика