-
Иртсе кайнă çулталăк вĕçĕ Трак енри творчество коллективĕсемшĕн чăн-чăн экзамен пулчĕ тесен те йăнăш мар пулĕ. Ноябрĕн 28—29-мĕшĕсенче Красноармейскинчи ял тăрăхĕсем хушшинчи информаципе культура центрĕнче культура марафонĕн программипе “Юрăпа савăнтарар туссене” ятпа регионсем хушшинчи фестиваль-конкурс пулчĕ. Унта хамăр тăрăхри Н. Никоноров ертсе пыракан хор, районти информаципе культура центрĕ çумĕнчи ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Алексеев ертсе пыракан ветерансен хорĕ, Чатукассинчи кану центрĕ çумĕнчи “Телей” ушкăн, “Заволжский” клуб çумĕнчи халăх хорĕ, Н. Кудряшовапа (Чатукасси) З. Смирнова (Красноармейски) уйрăм юрăçсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Каярах информаципе культура центрне кунти ветерансен хорĕн 15 çулхи юбилейне паллă тума халăх йышлă пухăнчĕ. Раштав уйăхĕн виççĕмĕш вунă кунлăхĕнче вара “Трак ен” халăх фольклор ушкăнĕ йĕркеленнĕренпе 20 çул çитрĕ. Çирĕм çул хушшинче Трак енри халăхăн юрри-кĕввине, ĕлĕкхи йăли-йĕркине сцена çине кăларса çынсене савăнтарас тĕлĕшпе мĕн чухлĕ вăй хуман вăл? Çакна хĕллехи сивĕ каçа пăхмасăр уяв каçне пуçтарăннă халăх хăйĕн куçĕпе курса-итлесе тепĕр хут ĕненчĕ.
Трак енри мерченсене
Пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарса
Хунă çав арчасене
Кăтартатпăр пуçтарса.
Пил илетпĕр халăхран
Пултарулăх пур Траксен.
Килĕшсе ят панăран
Пирĕн ушкăн та “Трак ен”.
Пĕр сăмахпа каласан, юрра-ташша явăçтарасси, çав йыша хутшăнакансене музыка чĕлхине туйма вĕрентесси пачах та çăмăл мар ĕç. Епле чăмăртаннă-ха “Трак ен?” Çакăнта вăл вăхăтра районти перекет банкĕн ертÿçинче ĕçленĕ, халĕ райпо канашĕн председателĕнче вăй хуракан А. Дмитриеван сăмахĕсене илсе кăтартасшăн. “Республикăн тĕрлĕ районĕсенче пулса вĕсенчи чылай мероприятисене хутшăнма тÿр килнĕ мана. Культура çурчĕсем çумĕнче йĕркеленнĕ фольлор ушкăнĕсем сцена çине тухсан питех те ăшшăн йышăнаттăмччĕ вĕсене, мĕн пур кăмăлтан тыткăнлатчĕç вĕсем мана. Халăх пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарнă пысăк тупра куракан умне тухать-çке. Çакăн йышши коллектив хамăр патра та йĕркелеме май çук-ши тесе чылай пуç ватнă эпĕ. Пĕррехинче хамăн сĕнĕве ун чухне культура тытăмĕнче ĕçленĕ З. Смирнована, Красноармейскинчи ачасен искусство шкулĕн преподавательне Л. Ильинана пĕлтертĕм. Вĕсем хирĕçлемерĕç. Çапла пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн йыш чăмăртанчĕ. Унăн йышне районти “Сельхозтехника” пĕрлешĕвĕнчи автотранспорт цехĕн бухгалтерĕ Л. Захарова (сăмах май Любовь Михайловна паян кун та ушкăнта юрлать), Л. Григорьев педагог, ыттисем кĕчĕç. Паянхи ушкăнра юрлакансен тумĕсем çине пăхма епле кăмăллă. Фольклор ушкăнĕ йĕркеленнĕ вăхăтра эпир атă-пушмак, костюмсем туянма унтан-кунтан укçа-тенкĕ шыраттăмăр”.
Ушкăнăн чи малтанхи илемлĕх ертÿçинче тăрăшнă Ю. Мироновпа Л. Ильина фольклор ушкăнне çынсене явăçтарас тесе хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшнă, тăтăшах ĕç коллективĕсенче йĕркеленĕ тĕл пулусенче пулнă. Çакă хăйĕн çимĕçне кÿнĕ те. Пăр тапраннă темелле. Майĕпен-майĕпен халăх юррисен репертуарĕ хушăнса, пуянланса пынă. Пирĕннисем республикăри халăх пултарулăх çурчĕн фольклор енĕпе ĕçлекен специалисчĕсемпе тачă çыхăнса ĕçленĕ. Чи малтанхи юрăсенчен пĕри “Тăванăмăрсем, çăкăр пиçрĕ, çăкăр çиме кил” пулнă, каярах “Авăтать куккук” хутшăннă.
Ушкăн пилĕк çула яхăн “Йыхрав” ятпа çÿренĕ. Анчах вăхăт пĕр вырăнта тăмасть çав. Тĕрлĕ сăлтавсене пула илемлĕх ертÿçисем улшăннă, Л. Ильина халăх хорĕпе ĕçлеме тытăннă, ветерансен хорĕ Ю. Миронов баянист-аккомпониатора хăй патне йыхравланă. Çав тапхăрта фольклор ушкăнне пĕр вăхăт А. Николаев ертсе пырать, каярах ЧР композиторсен ассоциацийĕн членĕ, музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ Г. Алексеев-Яманак çанă тавăрса ĕçлеме тытăнать. Гурий Алексеевича хăйĕн ентешĕн И. Патмарăн вун-вун çул хушши пухса пынă фольклор материалĕсем çывăх пулнă. Вĕсем ушкăнпа ылтăн “çÿпçене” халăх умне кăларассишĕн çине тăраççĕ те. Çăварни, улах, вăйă юрри-такмакĕсене репертуара кĕртнĕ те.
1997 çултан вара фольклор ушкăнĕн тилхепине Н. Никоноров тытма пуçлать. Николай Михайлович, хамăр районти Çĕньял Чуракассинче çуралнăскер, чăваш наци лицейĕнче, Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищинче, Хусанти патшалăх консерваторийĕнче, республикăри культура институтĕнче вĕреннĕ. Юрă-кĕвĕ тĕнчине питех те аван пĕлекенскер коллектива çĕнĕ варкăш илсе килнĕ, ушкăн “Трак ен” ятпа çÿре пуçланă.
Унтанпа сахал мар шыв-шур юхрĕ, коллективра чăтăмлисемпе хăюллисем, тÿсĕмлисем çеç юлчĕç, ушкăна çĕнĕ çынсем килчĕç. Паян “Трак енре” Г. Дубров, Г. Ефимов, З. Петров, Л. Александрова, А. Федорова, Э. Федорова, А. Павлова, О. Никифорова, А. Никонорова, Ольгăпа Лев Григорьевсем, Л. Захарова юрлаççĕ, пушă вăхăт пур чухне ушкăнпа тахçанах çыхăну тытакан Я. Максимов репетицисене çÿрет. Пысăк мероприятисене йыхравланă чухне “Трак ен” “Хавал” ушкăнăн купăсçисене — Г. Яковлева, А. Алексеева, Ю. Романова — хăй патне явăçтарать.
Вăй-хала шеллемесĕр тар тăкни нихăçан та усăсăр пулмасть. 2001 çулта Трак тăрăхĕнче янăранă юрăсене шăрантарассишĕн çине тăрса ĕçленĕшĕн тата халăхăн пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн пуçтарнă туприне упраса хăварассишĕн калама çук пысăк тÿпе хывнăшăн çак ушкăн халăхăн ятне тивĕçнĕ.
Çирĕм çул хушшинче “Трак ен” çитмен ял районта юлман тесен те тĕрĕс пуль. Унăн юррисене республикăри чылай район тата информаципе культура центрĕсенче, Тутарстанпа Мари Эл республикисенче, Чул хула облаçĕнче пурăнакансем итлесе хак панă. Сцена ăстисен çул-йĕрĕ Тюмень облаçĕнчи чăвашсемпе те çыхăннă. Çак туслăхпа килĕшÿ “Трак ен” хастар артисчĕсен иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчех палăрчĕ.
Çак тапхăрта “Трак енĕн” репертуарĕ çĕнелсе улшăнчĕ. Пултарулăх йышĕнчи артистсен ăсталăхĕпе тăрăшулăхĕ ÿсрĕ. Концертри кашни юрă, кĕвĕ, ташă чун-чĕрене тыткăнлать, мăнаçлăхĕпе хăпартлантарать. Тата кашни йăла-йĕрке, кашни уяв хăйĕн асамлăхĕпе, илĕртÿлĕхĕпе, тарăн шухăшĕпе паха-çке. Çакна район пуçлăхĕ уяв ячĕпе саламлама килнĕ В. Григорьевпа район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков палăртрĕç. “Кашни ыр утăм мухтавлă, пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн вăй илсе малалла аталанать. Шурăм пуç евĕр çуталса аякран-аякран çывхарать. Хăйĕн сассипе, йыхравĕпе ватти-вĕттине илĕртет, хăй тавралла пуçтарать. Çакна “Трак ен” халăх фольклор ушкăнĕ пирки каламалла. Эпĕ ку таранччен çак ушкăн çине тимлĕх ытларах уйăрса кайманнчĕ-ха. Иртнĕ çулхи ноябрĕн 7—10-мĕшĕсенче “Раççее шанса, Чăваш Ене юратса” ятпа чăваш культурин Тюмень облаçĕнчи кунĕсем иртрĕç. Çĕпĕр çĕрĕ çинче йĕркеленĕ уява Трак енри 18 çынран тăнă делегаци хутшăнчĕ. Ун йышĕнче халăх фольклор ушкăнĕ “Трак ен” тата купăсçăсен “Хавал” ансамблĕ пулчĕç, — терĕ Владимир Николаевич. — Пирĕн артистсене пур çĕрте те ăшшăн йышăнчĕç, вĕсем тăван халăхăн иксĕлми пуянлăхне кăтартрĕç, эпĕ Çĕпĕр çĕрĕпе мăнаçланса çеç çÿрерĕм”.
“Сирĕн пултарулăха пур çĕрте те лайăх енчен хаклаççĕ. Акă нумаях пулмасть Тюмень облаçĕнчи чăвашсен “Тăван” ассоциацийĕн президентĕнчен А. Архиповран телеграмма килчĕ. Анатолий Иванович Тюмень облаçĕнчи чăваш кунĕсене ирттерме пулăшнăшăн пурне те ăшшăн тав тăвать, творчество ĕçĕнче ăнăçусем сунать. Малашне те ăнăçусем сире”, — терĕ Андрей Владимирович. Вăл ушкăнри юрăçсене райадминистрацин тав çырăвĕсене, ЧР Культура тата национальность ĕçĕсен, архив ĕçĕн министерствин хисеп грамотисемпе тав хучĕсене, чăваш халăх культурине малалла аталантарас тата сыхласа хăварас тĕлĕшпе ырми- канми ĕçленĕшĕн тата пысăк тÿпе хывнăшăн, чăваш культурин Тюменьри кунĕсене ирттерме хутшăннăшăн Çĕпĕр çĕрĕ çинчи чăвашсен “Тăван” ассоциацийĕн президенчĕ А. Архипов алă пуснă тав хучĕсене (вĕсене “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕн икĕ журналисчĕ те тивĕçрĕ) пачĕ.
“Трак енсене” саламлама ятарласа Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Г. Архипов килнĕ. “Чылайранпа пĕлетĕп çак ансамбле, — терĕ Геннадий Николаевич, — Н. Никоноровран пулăшу ыйтсассăн, нихăçан та хирĕçлемест Николай Михайлович, хăйĕн ĕçчен те туслă ушкăнĕпе яланах çула тухать, аякри чăвашсене хăйĕн юрри-ташшипе савăнтарать. Акă ку хутĕнче те Тюмень тăрăхĕнчи несĕлсем питех те кăмăллă юлнă артистсен концерчĕсемпе. Тавах вĕсене. Фольклор ушкăнне малашне те творчество ĕçĕнче ăнăçусем сунатăп”. Вăл президиум йышăнăвĕпе пултарулăх йышĕн членĕсен пĕр ушкăнне чăвашлăха аталантарас тĕлĕшпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн Чăваш наци конгресĕн хисеп хучĕсене, парнесем пачĕ.
“Трак ен” артисчĕсене çавăн пекех ЧР “Красноармейски районĕнчи “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ” АУн тĕп редакторĕ И. Прокопьев, районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) канашĕн председателĕ Г. Ефимов, районти Н. Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн хисеплĕ ертÿçи Н. Ершов, Кĕçĕн Шетмĕри информаципе культура центрĕн директорĕ В. Петрова саламласа парнесем пачĕç. “Раççей историйĕн çулталăкĕнче эсир хăвăрăн историне çыратăр”, — терĕ Николай Гаврилович. Вăл ушкăн юбилейĕ ячĕпе çырнă сăввине вуласа пачĕ.
Икĕ сехет ытла пычĕ юбилей концерчĕ. “Трак ен” куракансене чăн-чăн уяв туса пачĕ, вăл хăйĕн пуян репертуарĕнчи вун-вун юрăпа ташша халăх умне кăларчĕ. Н. Никоноров хăех ушкăнăн илемлĕх ертÿçи те, режиссер та, продюсер та тесшĕн эпĕ. Вăл кашни номер çине чăн-чăн ăста куçĕпе пăхать. Акă Трак тăрăхĕнчи йăла-йĕркесене “Йĕтес туртни”, “Улахра. Çĕнĕ çĕре каяр-и?..” номерсенче кăтартрĕç. Епле илемлĕ вĕсене итлесе пăхса ларма. “Вăйă юррисене” (“Матаня”, “Улăхра кĕтÿ çÿрет-çке”, “Ой, рай-йа, рай-йа”) те залра ларакансем ăшшăн йышăнчĕç. Н. Никоноров вара хăй куракан умне “Шыв хĕрринче ÿсет çĕмĕрт йывăç”, “Хăна юрри”, “Икĕ пилеш”, “Кăрчама”, “Йĕс шăнкравлă купăспа”, Г. Дубров “Хура карттусне чалăш лартам-и?” юрăсене кăларчĕç. Артистсем “Туллит-туллит”, “Пĕчĕк çеç çырма”, “Хура вăрман кашларĕ”, “Хорăн тăрне хпарасси”, “Чÿречерен пăхрăм та”, “Таш ташлама тухиччен”, “Эп каймăттăм вăрманне” халăх юррисене мĕн пур кăмăлтан шăрантарчĕç. Вĕсене уяв ячĕпе саламлама хамăр ентеш, эстрада çăлтăрĕ, республикăри “Кĕмĕл сасă” фестиваль лауреачĕ С. Петров килнĕ. Тусай каччи шăрантарнă “Ан ман мана, савниçĕм”, “Вăрманта, çырлара” юрăсем куракансен кăмăлне кайрĕç.
Юрра-ташша юратакансем “Трак ен” ушкăн артисчĕсене — асатте-асаннесенчен юлнă йăла-йĕркесене пулас ăру патне çитерекенсене— мĕн пур кăмăлтан тав туса ăшшăн килĕсене саланчĕç. |