Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ

17 декабря 2013 г.

Пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ

 

Çак кунсенче Трак вăтам шкулĕнче районти шкулсенче ют чĕлхесене вĕрентекенсен черетлĕ семинарĕ "Ют чĕлхе урокĕнчи социаллă культура компоненчĕ" темăпа иртрĕ.

Вĕрентекенсем малтанах уçă уроксенче пулса вĕсене тимлĕн тишкерчĕç, лайăх енсене чылай палăртрĕç. А. Никифорова 11 класра ирттернĕ "Блог тата блоггерсем" урок чăнахах пурне те кăмăла кайрĕ. Хальхи вăхăт ыйтакан темăна ачасем акăлчан чĕлхипе калаçса уçса пама пĕлни пурне те тыткăна илчĕ. О. Аркадьева вара 6-мĕш класра вĕренекенсемпе Британи çĕр-шывĕн тĕп хулине “çитсе курчĕ”, Лондонри илĕртÿллĕ вырăнсемпе паллаштарчĕ. Г. Томасова нимĕç чĕлхи урокне "Çамрăксен паянхи кун ыйтăвĕсем" темăпа ирттерчĕ. Районти шкулсенчен килнисем ĕçтешĕсем уроксене тĕплĕн хатĕрленнине палăртрĕç, информатикăпа коммуникативлă технологисемпе усă курса уроксене çÿллĕ шайра ирттерме пултарнине пысăка хурса хакларĕç. Семинарăн чи интереслĕ саманчĕ — "Туслă çыхăну" презентаци пулчĕ. Ăна Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенчи (АПШ) Миссисипи штатĕнче пĕр çул хушши вĕреннĕ, халĕ Трак вăтам шкулĕнче малалла ăс пухакан Анастасия Никифорова акăлчан чĕлхипе ирттерчĕ. Вăл хăйĕн ĕçĕпе паллаштарнă май Трак шкулĕнче вĕренекенсем еплерех майпа инçетри çĕр-шывсенчи ачасемпе çыхăну тытни çинчен каласа пачĕ. Анастасия вĕрентекенсен ыйтăвĕсене хаваспах хуравларĕ. Паллах, акăлчан чĕлхипе. Сăмах май, халĕ вăл акăлчанла чĕвĕлти чĕкеç евĕр калаçать. Семинарта унăн шăнкăртатса юхакан çăл куç пек калаçăвĕпе пурте киленчĕç.

Ют чĕлхепе вĕрентекенсен семинар-канашлăвне райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн методикăпа информаци центрĕн ертÿçи М. Фризен тата Трак вăтам шкул директорĕ Г. Юлмасова хутшăнчĕç. Марина Филимоновна вĕрентекенсене малашне ФГОС системипе тимлĕн ĕçлесе пыма хистерĕ. Галина Илларионовна çакăн евĕрлĕ семинарсем хăпартланса, хавхаланса ĕçлеме пулăшнине палăртрĕ, Трак шкулĕн вĕрентекенĕсем лайăх опыта анлăн сарса пырасса шаннине палăртрĕ.

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика